Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Шупашкар районĕнче пулнă

 


Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Шупашкар районĕнче пулнă.  Муниципалитетри чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан Ленин ячĕллĕ колхозра вăрлăха типĕтсе хатĕрлекен ятарлă цехпа паллашнă, тыр-пул пахалăхне курса хакланă. Хуçалăх ертӳçи Петр Тунгулов хăйĕн сăмахĕнче хуçалăхра хальхи пурнăç таппипе килĕшсе тăракан ятарлă техникăна кура, ĕçе вăраха тăсмасăр сахал йышпах вăхăтра тыр-пула тирпейлесе кĕртме май пулнине каланă. Предприяти пĕлтĕр 90 млн тенкĕ тупăш илнĕ.   Ферма заведующийĕ Клавдия Игнатьева хăйĕн сăмахĕнче хуçалăха çамрăксем ĕçлеме килнине, республика ертӳлĕхне ял хуçалăх пайне аталантарма пысăк витĕм кӳнĕшĕн ырласа тав тунă. «Кашни çынăн хăйĕн ĕçне хытă юратмалла. Эпĕ халĕ 71 çулта. Кулленех ырă кăмăлпа, савăк чунпа ĕçе утатăп», - тенĕ вăл.  Сĕт-çу тирпейлекен фермăра тăрăшакансемпе республика Ертӳçи таварсен хакĕ пирки сăмахланă.  Çĕршыва 8 млн тонна сĕт çитмест, производствăна ытларах та ытларах аталантармалла. Хуçалăхсен тăкакĕ пулмĕ», - тенĕ регион Ертӳçи. Хуçалăх тилхепине тытса пыракан Петр Тугулов предприяти пуласлăхра шултра мăйракаллă сăвăнакан ĕнесен шутне ӳстерме палăртнине пĕлтернĕ.  Халĕ хуçалăх 1170 выльăх тытать, вĕсенчен – 480-шĕ сăвăнакан ĕне,  малашлăхра тата та 50 пуç выльăх туянма тĕллев лартнă.  Выльăх-чĕрлĕх пăхакан Сергей Григорьев тата хуçалăхра вăй хуракан тракторист Михаил Серепенов республика Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа калаçнă вăхăтра, вĕсене тăван ялта ĕçлесе пурăнма килĕшнине пĕлтернĕ. Хуçалăх аталаннине, ĕç укçине кирлĕ пек виçепе илсе пынине палăртнă.   «Малашне те ялти пурнăç лайăхлантăр. Çамрăксен тăван кĕтесе юлса, çĕре юратса ĕçлесе пурăнмалла пултăрччĕ», - тенĕ вĕсем сăмаха малалла тăсса.  

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев район ертӳлĕхĕпе Андрей Николаевпа тата Владимир Димитриевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Муниципалитетăн социаллă экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсене сыхласа хăварма тăрăшмаллине палăртнă республика Ертӳçи.  Социаллă сферăна аталантарас ыйтăва кулленех çирĕп тĕрĕслеве илме, халăха кăсăклантаракан ыйтусене те вăхăтра татса пама сĕннĕ. Шкулсене тата тĕрлĕ объектсене хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлес, медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес ыйтусем те кун йĕркинчех пулнă. Паллă кун регион Ертӳçи Михаил Игнатьев районти активпа муниципалитетăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсене пăхса тухнă, малашлăх валли лартнă тĕллевсене сӳтсе явнă. Канашлу ĕçне пуçличчен, пурне те уçăмлăн калаçма чĕнсе хăварнă.  «Çынсене яланах тĕрĕссине каламалла. Унсăрăн, хăш-пĕр политика партийĕнче тăракан уйрăм çынсем йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене политика çине куçарма тăрăшаççĕ, туххăмрах татса паратпăр тесе шантараççĕ. Анчах кун пек пулмĕ, вĕсем суеçтерме те пултарĕç», - тенĕ вăл. Пирĕнтен кашни çынăн лайăх ăнланмалла, никамăн та асамлă патак çук, ĕç вăл йĕркипе пурнăçланса пырать.   Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуласлăхра регионта тата та 32 шкул çĕнелсе хитреленсе пырассине палăртнă.  ФАПсем хута ярассипе йышăннă программа та 2019-мĕш çулччен пырĕ. Республика хыснинчен укçа-тенкĕ программăсемпе килĕшӳллĕн тăкакланать.  Чăваш Ен бюджечĕ Раççейре те Атăлçи федераци округĕнче те чи тухăçлă ĕçлесе пыраканнисенчен пĕри пулнине уйрăммăн палăртса каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

 Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев доклад тунă.  Вăл пĕлтернĕ тăрăх, районăн пĕрлештернĕ бюджечĕ кăçал çур çулта 461,3 млн танлашнă. Пĕрремĕш çур çулта муниципалитетра инвестици 925 млн тенкĕллĕх явăçтарнă, çынсене валли 88 хушма ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ. Предпринимательсем ытларах агропромышленноç пайне аталантарассипе тăрăшаççĕ. Патшалăх пулăшăвне хуçалăхсем 352 млн илнĕ. Аш-какай тирпейлесе кăларнипе те кăтарту хăпарнă.  Çивĕч ыйту – ял хуçалăх валли уйăрнă çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси.  2015-мĕш çулта 4032 га усă курман çĕр лаптăкне шута илнĕ, халлĕхе вĕсенчен 1023 га тирпейлеме ĕлкĕрнĕ. Кĕрхи тыр-пула акса хăварма 300 га çĕртме хатĕрлеме тĕллев лартнă.  Владимир Димитриев муниципалитетра вак тата вăтам предпринимательсен шучĕ ӳснине пĕлтернĕ.  Республика хыснинчен патшалăх пулăшăвне вĕсем 9 млн тенкĕ илнине каланă.  Кăçал пĕрремĕш çур çуллăхра районта тăрăшакансен вăтам ĕç укçин виçи 20042 тенкĕ, вак предпринимательлĕх тытăмĕнче вăй хуракансен 17800 тенкĕпе танлашнă. Район администрацийĕн ертӳçи çул-йĕр, нумай ачаллă çемьесене валли çурт-йĕрсем, шкулсем, ача сачĕсем  ыйтусем пирки те чарăнса тăнă.   «Çĕнĕ вĕренӳ çулне пурин те хатĕр пулмалла. Шанатпăр, шкулсем тирпейленсе çитессине. Ачасем савăк кăмăлпа çĕнĕ вĕренӳ çулне пуçласа, пĕтĕм Раççей шайĕнче иртекен конкурссенче çĕнтерӳçĕ ята тивĕçессине те ĕненетпĕр», - тесе каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Тепĕр пысăк ыйту – ЖКХ парăмĕсем. Халăхăн ку енĕпе сахал мар йывăрлăх. Республика Пуçлăхĕ ял поселенийĕсемпе пĕрле тачă çыхăну тытса ĕçлеме хушнă муниципалитет ертӳлĕхне. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн докладĕнче район  ытти муниципалитетсемпе танлаштарсан тыр-пул пухса кĕртес ыйтупа 14-мĕш вырăнта тăнине, аш-какай тирпейлессипе 1-мĕш вырăнта пулнине пĕлтернĕ.  Ку хутĕнче канашлăва пухăннисем «Чăваш бройлер» АУО лару-тăрăвне те сӳтсе явнă.  Предприятире паянхи кун 296 çын ĕçсĕр тăрса юласси паллă.  Ĕç укçин парăмĕ 2,569 млн çитнĕ. Предприятийĕн тĕп учредителĕ Александр Четвериков – Патшалăх Думин депутачĕ, «Справедливая Россия» парти членĕ. Хăй вăхăтĕнче вăл Краснодар крайне чăх-чĕп валли апат илме укçа куçарса панă пулнă. Паянхи куна та предприятине тавар куçман, организацине каялла укçа 7 млн килмен.  «Предприятире тăрăшакансем ĕçсĕр тăрса юлмалла мар. Фабрикăн ĕçлемелле. Ку енĕпе çине тăрса витĕм кӳме тăрăшăпăр», - тенĕ регион Ертӳçи. 

 Чăваш Республикин экономика министрĕн çумĕ Ольга Ланцова районта пĕтĕмпе инвестициллĕ 30 проект пурнăçа кĕрсе пынине пĕлтернĕ. «Отрада» ТМЯО районта халăха усал эрехе саккунсăр майпа тивĕçтернине палăртнă министр çумĕ. Кун пек тĕслĕхсене вăхăтра тупса палăртмаллине, çийĕнчех явап тыттармаллине асăрхаттарнă Михаил Игнатьев. 

 Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина республика бюджечĕн тĕп çул-йĕрĕсем пирки каласа хăварнă.  Чăваш Республикин республика хыснинчен муниципалитет бюджетне пурĕ 252,4 млн куçнă, уйрăм ыйтусемпе тухăçлă ĕçлеме сĕннĕ.   Светлана Енилина республика бюджетĕнче ытларах халăхăн социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене татса парас тĕллевпе укçа-тенкĕне уйăрнине каланă.

Канашлура Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Александр Иванов, республикăри ачасен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Вячеслав Рафинов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, район пуçлăхĕ Андрей Николаев  тухса калаçнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çынсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав панă.  Халăх «Мускав-Хусан» пысăк хăвăртлăхпа çӳремелли магистраль пирки те сăмах пуçланă.    ВСМ хута кайсан, регионшăн питĕ лайăх пулĕ, Чăваш Енĕн инвестици илĕртӳлĕхĕ тата та ӳсĕ. Чăваш Енре халăха пурăнма питĕ меллĕ. Çынсем пахалăхлă медицина пулăшăвне илеççĕ.  Бизнеса аталанма регионта пур условисем те çителĕклĕ.  Наци рейтингĕнче те инвестици илĕртӳлĕхĕн кăтартăвĕпе пирĕн республика чи ăнăçлă малта пыракан субъектсенчен пĕри.   2016-мĕш çулта инвестицине пурĕ федераци хыснинчен 16 млрд республика бюджетне явăçтарнă. Бюджетпа пĕлсе усă курнине кура, кăçал тата та 4 млрд куçарасси паллă.  Пулăшăва çул-йĕр ыйтăвĕсене татса пама уйăрма палăртса хунă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар районĕнче тăрăшакансене тăван çĕре хисепленĕшĕн, ырми-канми тăрăшса вăй хунăшăн тав тунă, çитес суйлав вăхăтĕнче РФ Патшалăх Думине, Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутатсене, таса кăмăлпа, ĕçпе пиçĕхнисене, саккуна пăхăнса яваплăха туйса ĕçлекеннисемшĕн сасăлама чĕнсе каланă. Канашлу вăхăтĕнче уйрăм çитĕнӳсемпе палăрнисене патшалăх наградисене, нумай ачаллă çемьесене çĕрсем илме ирĕк паракан сертификата парса чысланă. Тĕплĕнрех 



18 августа 2016
10:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter