Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Тăвай районĕнче пулнă

Çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Тăвай районĕнче пулнă, Вырăс  Нăрваш тăрăхĕнче Соломенка юхан шыв урлă çӳремелли кĕперĕн строительство ĕçĕпе кăсăкланнă. Пурĕ объекта реконструкцилеме  92 млн тенкĕ уйăрнă.  «Çак пулăшусене пĕтĕмпех муниципалитетра пурăнакансен пурнăç условийĕн шайне лайăхлатас тĕллевпе уйăрнă», - тенĕ регион Ертӳçи Михаил Игнатьев. Пĕтĕмпе Тăвай районĕнче 318 çухрăм автомашина çулĕ тăсăлса выртать, 16 кĕпере шута илнĕ.   Муниципалитетăн çул-йĕр ыйтăвĕсене татса пама кăçалхи çул валли  пурĕ Чăваш Республикин Çул-йĕр фондĕнче 111 млн  422 пин пăхса хăварнă.  Михаил Игнатьев «Дорстрой» ТМЯО вăй хуракансемпе курнăçнă, малашне те тирпейлĕ ĕçлесе пыма вăй-хал суннă. Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке  хăйĕн сăмахĕнче çитес çул Республика кунĕ тĕлне, çӳлерех асăннă объекта, вĕçне хĕрне тухма палăртса хунине каланă.  Çак кун пуçлăхсем Валерий Грачев хуçалăхĕнчи çĕнĕрен хута каякан фермăн строительство ĕçĕпе те паллашнă. Валерий Грачев хуçалăх валли техника туянма, ферма ĕçне аталантарма патшалăх енчен пулăшăва тивĕçнĕ. Паянхи куна илес пулсан, хуçалăх ăнăçлă аталанать, кунта 15 çын тăрăшать.  Хуçалăх пĕлтĕр пурĕ 1044,7 т сĕт тирпейлесе пуçтарнă, 2014-мĕш çулхипе  танлаштарсан 10,4 процент пысăкрах. Республика Пуçлăхĕ предприятире ĕçлекенсемпе тĕл пулса калаçнă. Паянхи кун ял хуçалăх пайĕ çĕнĕлле вăй илсе пынине, предприятисенче хальхи пурнăç таппипе килĕшсе тăракан ятарлă хатĕрсем пулнине каланă.  Кулленех производство вăй илет, çамрăксене ялта ĕçлесе пурăнма условисем те çителĕклĕ. Владимир Арсютов строитель, хуçалăха салтака кайса килнĕ хыççăн тӳрех вырнаçнă. «Эпĕ паян питĕ кăмăллă. Ĕçлеме условисем пур. Шалу укçи те пысăк. Ку чи  пахи», - тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне республика Пуçлăхне.

 Тăвай районĕнче ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен шучĕ питĕ пысăк. Пуçаруллă çынсем те нумай. Тăрмăш салинче  пурăнакан Валерий Николаев, нумаях пулмасть хуçалăх валли 30 ĕне туяннă.  «Шанатăп, хуçалăх, çитес вăхăтсенче патшалăх пулăшăвне илсе, выльăх-чĕрлĕх шутне ӳстерессине, бизнеса аталантарассине», -  тенĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев.

  Журналистсемпе калаçнă май, Михаил Игнатьев: «Паянхи кун ял хуçалăх пайĕпе ĕçлеме питĕ меллĕ, тупăш та пуласси иккĕлентермест, суту-илĕ рынокĕ сарăлать, хаксем аван. Республикăра çĕнĕрен те çĕнĕ фермăсем хута каяççĕ. Кивĕ объектсене  модернизацилеççĕ», - тенĕ.  Çитес вăхăтра хуçалăхсене патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕçтерес ĕçре çĕнĕлĕхсем пулĕç. Енчен те хуçалăх шултра мăйракаллă 100 выльăх тытать пулсан, вĕсем пулăшăва илесси никама та иккĕлентермест. Чăваш Ен Пуçлăхĕ  Тăвай районĕн ертӳлĕхĕпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ,  бюджет, ял хуçалăх, çул-йĕр ыйтăвĕсене тĕплĕн сӳтсе явнă. Муниципалитет ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче район бюджетĕнче  харпăр хăй тупăшĕ ӳссе пынине пĕлтернĕ, çĕнĕ вĕренӳ çулне шкулсене пĕтĕмпех хатĕрленине каланă, тирпей-илем кӳртме пурĕ 1 млн 300 пин тенкĕ тăкакланине пĕлтернĕ. Муниципалитетра çуртсем таврашĕнчи çулсене лайăхлатассипе, ачасене вылямалли ятарлă вырăнсем  хатĕрлессипе ĕçсем хĕрӳ пынине каланă район администрацийĕн пуçлăхĕ.  Республика Ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче бюджет укçи-тенкипе пĕлсе тата тухăçлă усă курмаллине асăрхаттарнă, ыйтăва çирĕп тĕрĕслеве илме хушнă.

 Паян районти активпа тĕлпулу ирттернĕ,  канашлăва пухăннисене уçăмлăн калаçма чĕнсе каланă вăл. Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çул-йĕр ыйтăвĕпе  Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке тухса калаçнă, кăçал 6 уйăх хушшинче район бюджетне 113 млн тенкĕ кĕнине пĕлтернĕ, бюджетăн харпăр хăй тупăшĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан 3 млн нумайрах пулнине асăннă.  Муниципалитетра промышленноç производствисен тавар  калăпăшĕ, çурт-йĕр хута ярасси ӳснĕ. Районта çулталăк вĕçленнĕ тĕле автомашинăсем çӳретмелли 9 çул сарма палăртса хунă. «Ял тăрăхĕсен ертӳçисен объектсене çирĕп тĕрĕслемелле, енчен те кăлтăксем тупса палăртсан, туххăмрах кирлĕ ĕç хутне çырмалла», - тесе асăрхаттарнă Михаил Игнатьев.  Ыйтăва Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацине тата яваплă службăсене тĕрĕслеве илме хушнă. Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес ыйту та кун йĕркинчех. Çулталăк пуçламăшĕнче 3179 га çĕре шута илнĕ, халлĕхе вĕсенчен 727 га пусă çаврăнăшне кĕртме ĕлкĕрнĕ. Çак ĕçе 2018-мĕш çул пуçланиччен вĕçне хĕрне çитерме хушнă Михаил Игнатьев. Паян çĕршывра  сĕт 8 млн тонна çителĕксĕр. Сĕт-çу тирпейлессипе тăрăшакансене уйрăммăн ырласа хăварнă республика Пуçлăхĕ.

 Чăваш Республикин экономика министрĕн çумĕ Виталий Емельянов хăйĕн докладĕнче муниципалитетра инвестициллĕ проектсем активлă пурнăçа кĕрсе пынине пĕлтернĕ, хальхи вăхăтра вĕсен шучĕ 6 çитнĕ. Енчен те вĕсем пурте ĕçлесе кайсан, çынсене валли 38 ĕç вырăнĕ хатĕрленет. Чăваш Республикин çул-йĕр тата транспорт хуçалăхĕн министрĕ Михаил Резников докладра муниципалитет автомашина çӳретмелли 9 çулăн строительство ĕçне çулталăк вĕçленнĕ тĕле пĕтĕмпех йĕркене кĕртсе пĕтерессине çирĕплетсе каланă. 

 РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова ытларах вĕренӳ енĕпе федераци шайĕнче йышăнса хăварнă программăсем пирки чарăнса тăнă, çитес вăхăтра республикăри шкулсене çĕнĕ автобуссем килессине пĕлтернĕ.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина докладра çитес виçĕ çул валли йышăннă республика бюджечĕ çинчен чарăнса тăнă.  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Акконд» предприятийĕн генеральнăй директорĕ Валерий Иванов муниципалитетра ял хуçалăх ăнăçлă аталаннине каланă. «Районта вак тата вăтам предпринимательлĕх лайăх вăй илсе пырать. Пирĕн ытларах çамрăксене, енчен те вĕсем ялсенче предприятисем уçма тĕллев лартаççĕ пулсан,  витĕм кӳме тăрăшмалла», - тенĕ сăмаха тăсса.   Чăваш наци конгрессĕн пайташĕ Юрий Зорин Чăваш Енре вĕренӳ, медицина, спорт, культура кирлĕ пек шайра аталанса пынине асăннă. Халăха пурăнма условисем çителĕклĕ тесе хакланă. 

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев канашлăва пухăннисемпе пĕрле демографи лару-тăрăвне сӳтсе явнă. Районти тĕп больницăн врачĕ Наталья Мефодьева муниципалитетра ача çураласлăх ӳснине пĕлтернĕ.   «Эпир тăтăшах профилактика ĕçне ирттеретпĕр, ытларах çитĕнекен ăрупа  тĕллевлĕ тĕрлĕ калаçусем йĕркелетпĕр»,-  тенĕ вăл хăйĕн сăмахĕнче.Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев хăйĕн сăмахĕнче Тăвай районĕн ӳсĕмĕсем республикăринчен пĕрре те кая маррине, обществăлла политика лару-тăрăвĕ те лайăх пулнине асăннă. Социаллă политикăпа экономика аталанăвĕн нумай кăтартăвĕпе малти вырăнта пынине пĕлтернĕ. Малашне те çак ӳсĕме упраса хăварассишĕн ырми-канми тăрăшса ĕçлемеллине каланă вăл. Тăвай халăхĕ республика Ертӳçине хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем пирки каласа панă. Андрей Кузнецов çамрăк фермер.  Кăçал вăл агробизнеса аталантарма патшалăх енчен гранта тивĕçнĕ. Хуçалăхра сурăх ĕрчетессипе тăрăшаççĕ, çитес тапхăрта вĕсен йышне 500 пуçа çитерме палăртса хунă.     Тăвай салинче хоккей выляма ятарлă вырăн тума, йышлă çемьесенче çитĕнекен ачасене шкулта кăштах та пулин йӳнĕрех хакпа апатлантарма май пуррипе çуккине ыйтса пĕлнĕ çынсем.  Канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ май,  Михаил Игнатьев çапла каланă: «Шупашкарти трактор завочĕ йывăр лару-тăрăва кĕрсе ӳкнĕ пулин те, регионта промышленноç производствин калăпăшĕ чакман, 2016-мĕш çулта 115 процента çитнĕ. Ял хуçалăх пайĕ те çирĕп аталанать – производствăн индексĕ 109 процент. Чăннине халăха каламалла, регионта шалу укçин виçи чакни сисĕнет. Пур-пĕрех бюджет тытăмĕнче тăрăшакансен ĕç укçи пысăк -  5,5 процент хăпарнă.   ЖКУ тариф пайĕ ӳснишĕн, суту-илӳ рынокĕнче таварсен хакĕ хăпарнăшăн, республика хыснинче,  Чăваш Енре сахал тупăшлă çемьесене социаллă пулăшупа тивĕçтерме пурĕ 7 млрд йышăнса хăварнă», - тенĕ. «Çĕршывра хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессишĕн Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин  ятарлă  çирĕп йышăнусем тăвать.  Пирĕн те коррупцине хирĕç çине тăрсах ĕçлемелле. Ун чухне халăх ыранхи куна ĕненĕ, регионăн ĕç климачĕ те лайăхланĕ», - тесе каланă вăл.   Ĕçре çитĕнӳсемпе палăрнисене патшалăх наградисене парса чысланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.     

 

 



19 августа 2016
15:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter