Шупашкар уявне палăртас умĕн чи ăста та пултаруллисене патшалăх наградисене парса чысласси, ырă йăлана кĕчĕ

 


Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика тĕп хулин хисеплĕ çыннисене çывхарса килекен Шупашкар хула кунĕ умĕн медальсем парса чысланă, чаплă пулăма хутшăннă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ чи малтан пухăннă актива Шупашкар хулине 547 çул çитнĕ ятпа саламланă, килĕшӳпе юрату, малашнехи пурнăçра та пысăк çитĕнӳсемпе палăрма сĕннĕ.  «Шупашкар уявне палăртас умĕн чи ăста та пултаруллисене патшалăх наградисене парса чысласси, ырă йăлана кĕчĕ.  Уйрăмах  Ĕç çыннин çулталăкĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тесе палăртнă регион Ертӳçи Михаил Игнатьев.  Атăл тăрăхĕнче вырнаçнă хуласенчен пĕри - хăйĕн историпе, илемлĕхĕпе уйрăлса тăраканни Шупашкар.  Кун пирки ют çĕршывсенчен, Раççейри тĕрлĕ кĕтесрен килнĕ хăнасем те темиçе хуччен те çирĕплетсех каланă. Пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри - хамăрăн тăван хуламăра упраса, ăна тата та илемлĕрех туса пырасси»,  - тесе çирĕплетнĕ сăмаха республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Шупашкар депутачĕсен Пухăвĕн ĕçченĕсене пĕр-пĕринпе ăнланса тухăçлă ĕçлесе пынăшăн ырланă. «Сахал мар ĕçленĕ.  Хулан инфратытăмне инвестици чылай хывнă.   Вĕрентӳ, сывлăх сыхлавне, культурăпа спорта аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрнă.  Малашне те Шупашкарта пурăнакансен пурнăç условийĕн шайне лайăхлатассишĕн тăрăшăпăр», - тенĕ вăл.  Михаил Игнатьев аслă ăрури çынсен витĕмлĕхĕ пирки те чарăнса тăнă, вĕсем чылай çамрăка паха опытпа тивĕçтернине каланă.   «Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ» ята РФ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачне Николай Григорьева тата «Эйм-инвест» АУО генеральнăй директорне Анатолий Леонтьева панă. Шупашкар хула умĕнче тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Шупашкарти перинаталь центрĕнче тăрăшакан Геннадий Драндрова, «Чăвашкабель» Шупашкарти заводăн генеральнăй директорне Игорь Кортунова,  «ЭКРА» ТМЯО генеральнăй директорĕн пулăшуçине Владимир Фурашова, СДЮСШОР директорĕн çумне Евгений Селиванова, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçлекен доцента Августа Уляндинăна медаль парса хисеп тунă.  Тĕплĕнрех



19 августа 2016
08:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter