Éç çыннин çулталăкне халалланă агитбригада çула тухнă


Чăваш халăхĕн çĕр ĕçĕ яланах малти вырăнта пулнă. Хире тухсан кашни чăвашăн чун савăнать. Ылтăн тĕслĕ пучахсем пуç таяççĕ, иртен пуçласа каçчченех уй-хир карапĕсен мотор кĕрлевĕ аякка илтĕнет. Çанталăк уяр, типĕ тăнă май районти механизаторсем ырми-канми ĕçлеççĕ,  хирте çитĕнтернĕ тыр-пула вăхăтра кĕртес тесе тăрмашаççĕ. Хальхи вăхăтра Хумышев, Грачев, Краснова фермер хуçалăхĕсенче,  «Ишино», «Чутеевский», «Дружба», «им. Ленина», «Красная Чувашия» ял-хуçалăх производствăллă кооперативсенче,  «Дорстрой –агро», «Акконд-агро» хуçалăхсенче, Вăтаялĕнче вырма ĕçĕсем хĕрÿ пыраççĕ. 

Районти уй-хирсенче е фермăсенче ĕç   хĕрсе пынă чухне агитбригадӑсемпе концерт кӑтартасси – çулсерен пыракан йăла.  Утă уйăхĕнче культура ĕçченĕсем ятарласа хатĕрленĕ программăпа ял-хуçалăх ĕçченçсем патне тухаççĕ.  Кăçал вара эпир агитбригадăсен  Éç султалăкне халалланă смотрне йĕркелесе  ярас терĕмĕр. Енĕш – Нăрваш, Тĕмер, Тăвайри культура çурчĕсенчи агитбригадăсене кашни çулах ырă кăмăлпа кĕтсе илеççĕ уй-хир ĕçченĕсем, сывлӑш ҫавӑрса илме меллĕ самант пулнишĕн, чăваш, вырăс юррисемпе килĕнме май килнĕшĕн савăнаççĕ. Вырăнти артистсене яланах ăшшăн йышăнаççĕ. Тăвайри культура çуртĕнчен  Вера Абржина, Наталия Иванова, Надежда Иванова, Елена Семенова, Владислав Степанов, Арина Алексеева  хуҫалӑхсенчи ĕçченсем патне çула тухнă. Паян Тăрмăшри тата Енĕш-Нăрвашри йĕтемре тăрăшакансем вырӑнти юрӑҫсене хаваспах йышӑннӑ, тав тунӑ. Тăрмăшри Петр Архипов, Фаина Петрова, Екатерина Николаева, Ольга Максимова, Антонина Васильева, Ирина Федорова, Алена Сучкова, Валентина Конова, Галина Данилова, Енĕш-Нăрвашри Ирина Спиридонова, Елена Андреева, Юлия Майраслова, Альбина Моисеева, Антонина Николаева,  Петр Дмитриев ял-хуçалăх ĕçченĕсене саламласа юрăсем шăрантартăмăр. Агитбригада районти кашни хуçалăхах çывăх вăхăтра çитĕ.

 

Янтиковский район Чувашской Республики



19 августа 2016
09:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter