Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Сывлăш десант çарĕсен кунне халалланă уява хутшăннă

 


Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Сывлăш десант çарĕсен кунне халалласа ирттернĕ Шупашкарти уява хутшăннă.  «Десантниксем яланах ытти çар салтакĕсенчен пысăк хăюлăхпа уйрăлса тăнă. Чăн-чăн паттăрсем, Тăван çĕршыва парăннă çынсем çеç çак çарсен ретĕнче тăма пултараççĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев уява пухăннисене саламланă май.  «Афганистанра, Çурçĕр Кавказра  пулнă пăтăрмахсенче кирек хăçан та яланах пирĕн салтаксем хатĕр пулнă,  çĕршыва хӳтĕленĕ, халăх пĕрлĕхре тăнине çирĕплетнĕ», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин яланах РФ сывлăш уçлăхĕнче çĕршыв чиккине сыхă тăратас ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрать. Уява пухăннисене «Десантниксен пĕрлешĕвĕ» регионсем хушшинчи обществăлла организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн канашĕн председателĕ Игорь Кашаев, Чăваш Енри çар комиссарĕн пулăшуçи Александр Осипов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов саламланă.     



02 августа 2016
16:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter