Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хули 547 çул тултарнă ятпа саламлани

Шупашкарăн хаклă çыннисем тата тĕп хула хăнисем!

Сире Шупашкар хули 547 çул тултарнă ятпа саламлатăп!

Шупашкар - Атăл çинчи чи илемлĕ хуласенчен пĕри, Атăл тăрăхĕнчи хуласен шăрçинчи çутă ахах.

Паян республикăн тĕп хули ĕçпе культура центрĕ пулса тăчĕ, вăл пултарулăхпа бизнес элитине илĕртет. Кунта пĕтĕм Раççейри тата пĕтĕм тĕнчери мероприятисем ăнăçлă иртеççĕ, туризм аталанать, анлă строительство ĕçĕсем пыраççĕ.

Юлашки çулсенче хула палăрмаллах улшăнчĕ – хăтлăрах, тирпейлĕрех, хăйнеевĕрлĕ илемпе уйрăлса тăрать.

Шупашкар - çĕршыври чи хăтлă тĕп хуласенчен пĕри. Кунта лайăх пурнăç валли пĕтĕмпех пур, Атăл пейзажĕсен илемĕ, ырă социаллă климат, çирĕп тата çынсен ырлăхĕшĕн лайăхлансах пыракан инфратытăм.

Чăваш Ен тĕп хулине тата нумай çĕнĕлĕх кĕтет-ха. Çывăх вăхăтрах Шупашкарта çулсем хĕресленекен вырăнсем çĕнелĕç, çĕнĕ вĕренӳпе спорт учрежденийĕсем çĕкленĕç, Республикăн клиника онкологи диспансерĕн хирурги корпусĕ, Алькеш микрорайонĕнчи поликлиника хута кайĕç. Хулан тĕп больницин поликлиникине тума, Чăваш патшалăх филармонине реконструкцилеме палăртнă.

Шупашкарăн хăвачĕ пысăк, малашлăхĕ чаплă пуласси пирки иккĕленместĕп! Шупашкар çыннисене тăван хулана юратнăшăн, уншăн тăрăшнăшăн тав тăватăп! Хамăрăн тĕп хулана – аталанма, унта пурăнакансене пĕр-пĕрне хисеплеме, çирĕп сывлăх, ыранхи куна шанма чун-чĕререн сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                             М.ИГНАТЬЕВ

 



20 августа 2016
13:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter