Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей халăх артисчĕпе Олег Газмановпа тĕл пулнă

 


Çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей халăх артисчĕпе Олег Газмановпа тĕл пулнă. Сумлă хăна Чăваш Республикин тĕп хулине 547 çул çитнине халалласа ирттерекен уяв концертне халăха парнелеме килсе çитнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей халăх артистне Олег Газманова регионăн социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе паллаштарнă. Çулран çул хула илемленсе, çынсене пурăнма кирлĕ пек условисем пулса пынине палăртнă вăл.  Тĕп хуламăрта çĕнĕ пĕчĕк районсем çĕкленеççĕ, хăтлă хваттерсем хута каяççĕ, социаллă сфера вăй илет, инфратытăм аталанать.  Сăмаха май, Михаил Игнатьев хулара юлашки çулсенче капмар пысăк спорт объекчĕсем хута кайнине аса илнĕ.  «Ачасем мĕн пĕчĕкрен спорта юратса, хăйсен ăсталăхне туптаса пыччĕр тесе тăрăшатпăр, вĕсене валли условисем йĕркелетпĕр», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.     Олег Газманов регион Пуçлăхĕн сăмахĕсене малалла тăсса, чăннипех те спорт пуриншĕн те питĕ усăллă пулнине тепĕр хут çирĕплетнĕ. Олег Газманов уяв концертне хаваслă юрă-кĕвĕпе тултарассине пĕлтернĕ. «Сирĕн хула питĕ илемлĕ. Кунта киличчен, эпĕ Шупашкар историне пăхса тухрăм. Тĕлĕнмелле пулса тухать, XX-мĕш ĕмĕрсенче пĕтĕмпе те кунта 5 пин çын çеç пурăннă, халĕ вара 500 пин халăх шутланать. Шупашкарта пурăнма пур условисем те пулнине кура, çынсем нумайланса пыраççĕ», - тенĕ вăл.   Олег Газманов хула çыннисене ăшшăн саламланă, тăнăç пурнăç, малашне те çитĕнӳсем тума сĕннĕ.    



21 августа 2016
17:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter