Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Эпĕ Раççей Гражданинĕ» ача-пăча ӳкерчĕкĕсенчен хатĕрленĕ курав ĕçĕпе паллашнă

 


Çурла уйăхĕн  22-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Эпĕ Раççей Гражданинĕ» ача-пăча ӳкерчĕкĕсенчен хатĕрленĕ курав ĕçĕпе паллашнă. Раççей Федерацийĕн Патшалăх  Ялавĕн кунĕ ячĕпе  саламланă май, конкурсра мала тухнисене тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсене чĕререн тав тунă.  «Патшалăх ялавĕ – Раççей мăнаçлăхне тата никама пăхăнманлăхне сăнарлакан символ пулса тăрать. Тĕрлĕ ăрури çынсен кăмăл-туйăмне пĕрлештерет.  Эпир хамăрăн Çĕршыва юрататпăр.  Унăн историпе мухтанатпăр.  Тăван çĕршыв вăйланса, мăнаçланса пытăр тесе тăрăшатпăр», - тенĕ вăл.   Ачасен ӳкерчĕкĕсенчен хатĕрленĕ курав проекчĕн ертӳçи  Елена Федорова  хăйĕн сăмахĕнче çамрăксен организацийĕ çак ĕçе иккĕмĕш çул йĕркеленине пĕлтернĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикинчи Общество палати те хастар хутшăннине каланă. «Эпĕ Гражданин» çамрăксен юхăмĕн ертӳçи Роман Васильев,  куракансене валли пĕтĕмпе 125 тĕрлĕ ĕç тăратнине пĕлтернĕ. Тĕрлĕ номинацисем пулнă. Вĕсем: «Эпĕ Шупашкара юрататăп», «Эпĕ - Раççей Гражданинĕ», «Эпĕ сывă пурнăç йĕркине суйлатăп», «Манăн пуянлăх – манăн çемье».  «Эпĕ ачасен пултарулăхне курса савăнтăм тата тĕлĕнтĕм те.  Çаксем, шăпах та патриотизм туйăмне çирĕплетсе параççĕ, ачасен кăмăл-туйăм вăй-хăватне ӳстерме пулăшаççĕ.  Раççей патшалăх символĕсен пĕлтерĕшĕ пирки анлăрах шутлама витĕм кӳреççĕ, ăна хисеплеме вĕрентеççĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.   Паян Шупашкарта флешмоб иртнĕ. Çак палăртнă мероприятине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата Чăваш Енри Общество палатин председателĕ Алексей Судленков хутшăннă. Тĕплĕнрех



22 августа 2016
17:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter