Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн тĕп хулине 547 çул çитнине халалласа ирттернĕ мероприятисенче пулнă, ăшшăн халăха саламланă

 


Çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн тĕп хулине 547 çул çитнине халалласа ирттернĕ мероприятисене çитсе килнĕ. «Шупашкар – Арена» пăр керменĕнче  Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн хоккей ăмăртăвĕн финалĕ  иртнĕ. Спорта пухăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă. Турнирта пĕрремĕш вырăна тухассишĕн Шупашкар тата Мордови командисем тупăшнă.  «Пĕтĕмĕшле калас пулсан, ăмăртусем хĕрӳ пулчĕç. Кашни хăйĕнчен мĕн чухлĕ килнине пĕтĕмпех кăтартса пама пултарчĕç. Ку пирĕншĕн пĕрремĕш вăйă. Калас пулсан, йывăрлăха та туйрăмăр. Иккĕмĕш вырăна тухни те питĕ кăмăллă», - тесе каланă хăй шухăшне Шупашкар командинче вылякан Сергей Нуржанов. Хĕрлĕ тӳремре Чăваш Ен командин презентацийĕ иртнĕ. Регион Ертӳçи  хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа тата хĕрĕпе Марийăпа, «Пултарулăх бульварĕ» арт-проекта çитсе килнĕ. Унпа пĕрле РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пулăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев,   Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Николай Малов, Шупашкар хула ертӳлĕхĕ  Леонид Черкесов тата Алексей Ладыков пулнă.  Уявра тĕрлĕ юрă-ташă, хаваслă кĕвĕ-кулă янăранă.  Шупашкар тăрăх туристсене илсе çӳретекен троллейбус пурне те хавхалантарнă.  Çак пуçарăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ырланă. Хаваслă пулăмра ача-пăча пултарулăхĕ те пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннă. Çамрăк спортсменсем хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарнă.   Хулари мĕнпур предприятисемпе организацисем, аслă шкулсем тата ытти вĕренӳ заведенийĕсем хăйсен ăсталăхне кăтартса панă.    И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ хатĕрлесе тăратнă куравпа республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паллашнă, студентсемпе тĕл пулса калаçнă.  Республика тӳремĕнче сад ăстисем хăйсен паха опычĕсемпе паллаштарнă, ял хуçалăх таварĕсенчен ятарлă курав хатĕрленĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уява пухăннисене Шупашкар хулине 547 çул çитнĕ ятпа саламланă, аслă ăрури çынсене çитĕнекен яш-кĕрĕме воспитани парас ĕçре пысăк витĕм кӳнĕшĕн тав тунă. «Чăваш Енĕн тĕп хулин хăйне евĕр историйĕ, йăла-йĕрки.  Халăхăн культура пуянлăхне ăруран ăрăва куçарса упраса пыратпăр. Çамрăк ашшĕ-амăшĕсене хăйсен пепкисене тĕрĕс воспитани парса çитĕнтернĕшĕн, патриотизм туйăмне упрама вĕрентнĕшĕн уйрăммăн тав сăмахĕсем калатăп. Эпир пурте Шупашкар хулине юрататпăр. Чăваш Ен халăх ырлăхĕшĕн яваплăха туйса ырми-канми тăрăшатпăр», - тенĕ вăл.   Уяв хăнисене çакăн пекех РФ Федераци канашĕн членĕ Вадим Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Алена Аршинова тата Анатолий Аксаков,  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Николай Малов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава ăшшăн саламланă.  Торжествăлла пай хыççăн, тӳрех уяв каçне Раççей халăх артисчĕ Олег Газманов хăйĕн илемлĕ юрри-кĕввипе, халăхăн чĕрине тыткăна илнĕ. Сумлă хăна, Чăваш Енĕн тĕп хулинче  уявра хутшăнма пултарнăшăн савăнса, çав тери пысăк хисеп пулнине палăртнă.  Хаваслă уяв каçĕ илемлĕ фейерверкпа вĕçленнĕ.    Тĕплĕнрех



22 августа 2016
10:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter