Чăваш Енри шкулсем çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕр

Паян регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федерацин тĕрлĕ службисен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Кун йĕркинчи чи çивĕч ыйтусем: шкулсене çĕнĕ вĕренӳ тапхăрне хатĕрлесси, халăха диспансеризаци кăларасси, вырма ĕçĕсем тата ыттисем те.

 Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова хăйĕн докладĕнче пухăннисене шкулсем çĕнĕ вĕренӳ тапхăрне еплерех хатĕрлесе çитнипе паллаштарнă.   Вăл пĕлтернĕ тăрăх, пурĕ регионта 999 вĕренӳ учрежденине шута илнĕ, вĕсенчен 99 проценчĕ пĕтĕмпех ачасене вĕрентме хатĕр пулнине каланă.  Палăртса хăвармалла, Шăмăршă районĕнче тата Çĕмĕрле хулинче пĕрер шкул авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хатĕр мар пулнине асăннă, халлĕхе ку объектсенче тĕпрен юсав ĕçĕсем пынине пĕлтернĕ. Ачасем вара, çывăхри шкулсене вăхăтлăх пĕлӳ илме çӳрĕç.   Ку хутĕнче канашлăва пухăннисем шкулсенче ачасене апатлантарнине, вĕрентӳ хатĕрĕсене, учительсем çителĕклипе çителĕксĕрри ыйтусене çирĕп сӳтсе явнă.  Светлана Петрова пĕлтернĕ тăрăх, шкулсенче мĕнпур ачасене вĕри апат-çимĕçпе тивĕçтереççĕ, кăтарту 100 процентпа танлашнине каланă, шкул ачисем кĕнекесене тӳлевсĕрех илнине пĕлтернĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев шкулти апатлану хакĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăнă.   Хальлĕхе районсенчи шкулсенче 16-25 тенкĕ пĕрре кăнтăрла вăхăтĕнче апат çинĕшĕн тӳлемелле, хулара вара – 40-60 тенкĕ тăкаклама тивĕ.  Малашне хаксем ӳсменнине çирĕплетсе каланă Светлана Петрова.  РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев хушăвĕпе килĕшӳллĕн, Чăваш Республикине çитес тапхăрта 16 автобус килесси те паллă.

Чăваш Енри çынсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Юрий Кручинин хулара 4-№-лĕ лицей çывăхĕнче пысăк котлован юхăнса выртнине пĕлтернĕ, çынсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратма пултарнине асăннă.  Михаил Игнатьев хула влаçне йĕрке тума хушнă. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче ачасем шкула кайма пуçлĕç. Ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансене вĕренӳ учрежденийĕсене çитсе килме, Пĕлӳ кунĕпе саламлама, паянхи рынокшăн чи пысăк пĕлтерĕшлĕ профессисем пирки каласа кăтартма чĕнсе каланă.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова кăçал халăха диспансеризаци кăларнин пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă.  2013-мĕш çултан пуçласа пурĕ паянхи кун тĕлне 666631 çын хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттернĕ, вĕсенчен 29,2 проценчĕ çеç хăйсене сывă теме пултарĕç.  Кăçал 7 уйăх хушшинче  пурĕ 132026 çын диспансеризаци тухнă, вĕсенчен 33 проценчĕ хăйсен чирĕсене çирĕплетме тепĕр хут тĕрĕслеве кайнă.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăха диспансеризаци тухмалли пирки тăтăшах пĕлтерсе тăмаллине асăрхаттарнă. «Пирĕн пурнăç, сывлăх – хамăрăн алăра. Кун пирки çынсен лайăх ăнланмалла», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Тепĕр ыйту та кун йĕркинчех – шкулсенче медицина пӳлĕмĕсене йĕркелесси. Ку та çирĕп тĕрĕслевре пулмалла.   Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов республикăри вырма ĕçĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. «Çак эрне хушшинче регионта вырма ĕçне вĕçлеме тĕллев лартатпăр», - тенĕ министр. Çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Канашра, Çĕмĕрлере, Улатăрта пасарсенче ял хуçалăх таварне ятарлă ярмаркăсенче халăха сутнă. «Кĕр парни -2016» ярмарка çынсене пахча-çимĕçпе, улма-çырлапа тивĕçтерет. Ватăсене таварсене киле çити илсе çитерсе параççĕ. Михаил Игнатьев енчен те хуçалăхсенче кая юлса уй-хир ĕçĕсене пурнăçлаççĕ пулсан, вĕсене вырма пĕтернĕ хуçалăхсене техникăпа пулăшма чĕнсе каланă.  Африкан чуми пирки те паянхи канашлура сăмах пуçарнă. Малашне çак чир ан сарăлтăр тесе çирĕп профилактика ĕçĕсене йĕркелемеллине, инкек тӳснисен тăкакне саплаштармалли пирки те каланă. Чăваш Енри тĕп ветеринари   инспекторĕ Сергей Скворцов регионта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн йĕркелесе ирттернĕ ĕçсем пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. Пĕтĕмпе хальлĕхе асăннă территоринче 1559 сыснана пăрахăçланă тата 1400-шне тĕпрен пĕтерме палăртса хунă.  «Халăхран илнĕ сыснасемшĕн укçана тавăрма тытăнмалла.  Çынсен, хăйсене улталаманнине лайăх ăнланмалла. Аш-какай палăртнă территоринчен илсе тухма юрамасть», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хăшĕ-пĕрисем ултавлă майпа аш-какай таварне сутма хăйнине пĕлтернĕ. «Енчен те кун пек тĕслĕхсене тупса палăртсан, вĕсене патшалăх пулăшупа тивĕçтермĕ, çитменнине тата явап та тыттарĕ», - тесе асăрхаттарнă вăл. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев малашне те йышăннă Планпа килĕшӳллĕн ĕçсене йĕркелесе пыма хушнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патне ыйтса çырнине тĕпе хурса, ирттернĕ ятарлă тĕрĕслев ĕçĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем пирки  паянхи канашлура чарăнса тăнă. Етĕрне районĕнчи Тĕп больницăна тĕпрен тĕрĕслев витĕр кăларнă. Çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче муниципалитет активĕпе районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çул-йĕрне тишкернĕ пулнă. Ун чухне халăх хăй çырнă çăхава регион Пуçлăхне пĕлтернĕ. Паянхи канашлура Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова чĕннипех те çынсем ыйтса çырни палăртнă йăнăшсемпе тӳр килнине çирĕплетсе каланă.   Паянхи куна районти тĕп врач выговор илнине, тĕп бухгалтера ĕçрен хăтарнине пĕлтернĕ министр.   Çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкар районĕнче активпа ĕçлĕ канашлу иртнĕ. Пысăк Карачур ялĕнчи ФАП йывăрлăхĕ пирки сăмах пуçарнă пулнă. Çак палăртнă объект Чăвашавтодор çуртĕнче вырнаçнă.     Хальхи вăхăтра организаци йывăрлăха кĕрсе ӳкнĕ, Раççей Перекет банкĕн залогĕнче тăрать, офис вара ĕçлемест. Ыйтăва татса пама кирлĕ пек мерăсем йышăнма Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ятарлă службăсене, Сывлăх сыхлав министерствине, Транспорт министерствине, патшалăхăн пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕн комитетне хушнă, çынсен пахалăхлă медицина пулăшăвне вăхăтра илмеллине каланă. ЧР Строительство министерствине, ЧР патшалăх çурт-йĕр инспекцине, хула ертӳлĕхне çурт-йĕр туянас ыйтупа халăх пая кĕрсе укçа-тенкĕ тӳленин ыйтăвне çирĕп тĕрĕслевре тытмаллине каланă. Республика Пуçлăхĕ патне «Альфа-групп» ТМЯО пирки çăхав çырнине пĕлтернĕ. 2012-мĕш çулта çак организаци çынран укçана илнĕ, анчах та шантарнине пурнăçа кĕртмен, хваттер ыйтăвĕ татăлман.  «2010-мĕш çулта пулнă инкексене тепĕр хут тумалла мар.  Çурт-йĕр хăпартакан ятарлă организацисен, тӳрĕ кăмăлпа ĕçлекеннисен реестрне хатĕрлемелле. Йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан организацисене те пĕлсе тăмалла çынсен», - тесе асăрхаттарнă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумне – строительство министрне Олег Маркова Михаил Игнатьев.       



22 августа 2016
14:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter