Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чемпионсен Кубокĕ» кĕрешӳçĕсен турнирне çитсе килнĕ

Çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чемпионсен Кубокĕ» кĕрешӳçĕсен турнирне çитсе килнĕ. Мероприяти «Спартак» стадионра иртнĕ. Спорта килнисене чи малтан республика Пуçлăхĕ Хула кунĕпе саламланă,  спортсменсене çĕнтерӳсемпе палăрма, куракансене пĕрне-пĕри савăк кăмăл-туйăм парнелеме чĕнсе каланă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев старта чи хастар та пултаруллă çирĕп спортсменсем тухнине асăннă, пысăк спортра çитĕнӳ тунисем паянхи ăмăртура тупăшнине палăртнă.  Сăмаха май, регионта спорта аталантарма кирлĕ пек мĕнпур условисем йĕркеленине, объектсене хута яма миллиардшар укçа тăкакланине асăннă. Çак кун спортсменсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» пĕтĕм Раççейри политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов саламланă. Турнир йĕркелӳçисене мероприятине пысăк шайра  ирттернĕшĕн ырланă. Раççей кикбоксинг вице-президенчĕ Ришат Саяпов хăйĕн сăмахĕнче кашни çул Шупашкарта чи чаплă та ăста спортсменсем турнира килнине, хăйсен ăсталăхне курăмлă кăтартса панине палăртнă.  «Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн энергийĕ тата ырă енĕ кĕрешӳçĕсене яланах хавхалантарать», - тенĕ вăл. Раççейĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, кикбоксинг енĕпе пиллĕк хут тĕнче чемпионĕ ята тивĕçнĕ Алексей Соловьев,  республика Пуçлăхне регионта спортăн пур енĕпе те аталанса пыма çителĕклĕ условисем йĕркелессинче пысăк витĕм кӳнĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă.    Еврази чемпионĕ титула, Киргизи представителĕпе тухнă хĕрӳ тупăшура, Чăваш Ен спортсменĕ Иван Милованов çĕнсе илнĕ.



22 августа 2016
11:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter