Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин вĕрентӳ енĕпе ĕçлекен Комитетăн председателĕпе Вячеслав Никоновпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин вĕрентӳ енĕпе ĕçлекен Комитетăн председателĕпе Вячеслав Никоновпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Тĕплĕ калаçăва РФ Вĕренӳ тата наука министерствин пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тытăмри патшалăх политикин Департаменчĕн директорĕн çумĕ Ирина Петрунина, РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин Комитет председателĕн çумĕ Алена Аршинова, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина, Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ  Сергей Кудряшов хутшăннă. Регионти шкулсене çĕнĕ вĕренӳ тапхăрне хатĕрлес тата вĕренӳ пайне аталантарас ыйтусене республика ертӳлĕхĕ çирĕп тĕрĕслеве илнине палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, патшалăх политикин приоритетлă ыйтăвĕсенчен пĕри пулса тăнине каланă. Калăпăр, 2016-мĕш çулта Чăваш Енри вĕренӳ пайне пурĕ республика бюджетĕнче 14 млрд. 758 млн тенкĕ пăхса хăварнă, 2015-мĕш çулхипе танлаштарсан 3 процент чылайрах. Ертӳçĕсем тĕлпулу самантĕнче Чăваш Республикинче çĕнĕ шкулсем хута ярас ыйтăва та тĕплĕн сӳтсе явнă. Сумлă хăна, РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин вĕренӳ енĕпе ĕçлекен Комитетăн председателĕпе Вячеслав Никонов регионта вĕренӳ пайне аталантарассипе пурнăçланакан ĕçсене пысăка хакланă, республика ертӳлĕхĕн ĕçне ырланă.  «Чăваш Республики, çав шутрах Шупашкар та лайăх енне улшăнса пырать, çитĕнӳсем нумай. Çак ĕçсенче, Сирĕн витĕмлĕх пысăк», - тесе каланă Вячеслав Никонов Михаил Игнатьева.



23 августа 2016
17:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter