"Шупашкар хулинче тĕлĕнмелле илемлĕ шкул çĕкленет, объектăн проекчĕ ытти регионсене те кирлĕ пулма пултарĕ", - тесе палăртнă РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин вĕрентӳ енĕпе ĕçлекен Комитетăн председателĕ Вячеслав Никонов

 Çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикине РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин вĕрентӳ енĕпе ĕçлекен Комитет председателĕ Вячеслав Никонов ĕçлĕ визитпа килсе çитнĕ. Хулара 8№-лĕ ача сачĕн ĕçĕпе паллашнă, Шупашкарти Гладков урамĕнчи çĕнĕ хута каякан шкулăн строительство ĕçĕпе кăсăкланнă. Сумлă хăнапа пĕрле çул çӳреве Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин,  РФ Вĕренӳ тата наука министерствин пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан сферăн патшалăх политикин Департамент директорĕн çумĕ Ирина Петрунина, РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин Комитет председателĕн çумĕ Алена Аршинова, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тухнă.  Асăннă ача садĕнче ачасене шывра хăйсене тыткалама вĕрентеççĕ. Ку енĕпе вĕсем муниципалитет йĕркеленĕ проекта та хутшăнаççĕ. Ача сачĕн ертӳçи Елена Яндимиркина учрежденире пĕтĕмпе 15 ушкăнра пурĕ 432 ача пулнине каланă, ачасен сывлăхне упрассишĕн пысăк тимлĕх уйăрнине асăннă. Шăпăрлансем тĕрлĕ апат-çимĕç пĕçерме вĕренеççĕ, хăйсен ăсталăхне туптаса пыраççĕ. «Çакăн пек ача сачĕсенче пулнă чухне,  пултаруллă ачасене курсан, манăн чĕре савăнать. Вĕсем пирĕн пуласлăх. Воспитательсем те хальхи пурнăçпа килĕшсе, вĕсене пĕлӳ параççĕ.  Тĕлĕнмелле паха – китай чĕлхине те ăша хываççĕ», - тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне сумлă хăна Вячеслав Никонов.   Елена Яндимиркина хăйĕн сăмахĕнче аслăрах ушкăнри ачасем китай, чăваш, акăлчан чĕлхисене пĕтĕм кăмăлтан вĕреннине каланă.  Вячеслав Никонов регионсенче ача сачĕсене хута ярас проект «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн пуçарăвĕпе пурнăçа кĕрсе пынине асăннă. Пурĕ çĕршывра 1,5 млн вырăн хатĕрленнĕ çĕнĕ ача сачĕсенче.  Чăваш Республикинче юлашки 3 çул хушшинче 45 ача садне хута янă.  Ку енĕпе ĕç малалла та хĕрӳ пырать. Çак кун сумлă хăнасем Шупашкарти Гладков урамĕнчи çĕнĕ шкулăн строительство ĕçĕпе те кăсăкланнă. Объекта çĕклесе лартма шкулсене модернизацилес программăпа килĕшӳллĕн 692 млн куçĕ.  Вячеслав Никонов шкулăн проектне ырланă, ытти регионсемшĕн тĕслĕх пулма пултарасса шанса каланă. Леонид Черкесов объект тепĕр çулта çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕр пулассине палăртнă.  



23 августа 2016
16:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter