Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Правительствин Вице-премьерĕ Ольга Голодец ирттернĕ видеоканашлу ĕçне хутшăннă

Çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Правительствин Вице-премьерĕ Ольга Голодец ирттернĕ видеоканашлу ĕçне хутшăннă.  Кун йĕркинчи тĕп ыйту – шкулсене çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрлени. Ольга Голодец хăйĕн сăмахĕнче, пĕтĕмĕшле çĕршыври мĕнпур шкулсенчен 90 проценчĕ ачасене  вĕренӳ çулне йышăнма хатĕр пулнине пĕлтернĕ.  Пурĕ авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче 14 млн та 100 пин ача парта хушшине ларĕ, вĕсенчен 1 млн та 600-шĕ пуçласа пĕрремĕш хут шкула килĕ. Кăтартăва 2015-мĕш çулхипе танлаштарсан, 10 процент пысăк пулни курăнать. Демографи лару-тăрăвĕ лайăх пулнине  кура, шкулсем хута ярас ыйту кун йĕркинчех.  РФ Правительствин Вице-премьерĕ регионсенче хальхи пурнăç таппипе килĕшсе тăракан шкулсене çĕклесе лартасси – приоритетлă ыйту пулмаллине каланă. Вĕренӳ пайĕнче ĕçлекенсен шалу укçин виçине те çирĕп тĕрĕслесех тăмаллине, кун пирки РФ Президенчĕ çу уйăхĕнче кăларнă указĕсенче те  палăртнине тепĕр хут аса илсе хăварнă. Террора хирĕç кĕрешес, çул-йĕрсем çинче асăрханас, сывлăха упрас ыйтусене çивĕч сӳтсе явнă.   Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев канашлура, регионти шкулсенче кĕтмен çĕртен сиксе тухакан инкекрен çăлăнма, полици ĕçченĕсене чĕнме ятарлă кнопка та вырнаçтарнине пĕлтернĕ.  Пушартан сыхланмалли хатĕрсем хальхи пурнăçпа килĕшсе тăнине каланă.  Сигнализацисем пĕтĕмпех автоматика мелĕпе ĕçлеççĕ. Тата чи  пахи – шкулсем тавра картишсене ятарлă нормăна пăхăнса тытнă.  Каласа хăвармалла, вĕрентӳ учрежденийĕсенче видеосăнавсем те çителĕклĕ вырнаçтарнă.  Ольга Голодец 2016-2017-мĕш çулсенче пулакан çĕнĕлĕхсем пирки чарăнса тăнă. Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулсене ача садĕнчи шăпăрлансем тарăнрах пĕлӳ илме çӳреме пултараççĕ.  РФ вĕренӳ Министрĕ Ольга Васильева докладра ытларах йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки каласа хăварнă.

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Енре шкулсене çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрлес ыйтăва, республика ертӳлĕхĕ çирĕп тĕрĕслевре тытать.  Палăртнă ыйтăва çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче ирттернĕ канашлура та анлăн сӳтсе явнă.  Кăçал регионта 14729 ача пĕрремĕш хут парта хушшине ларать, 2015-мĕш çулхипе танлаштарсан 625 ача ытларах. Пурĕ вĕрентӳ учрежденийĕсене кăçал 129633 ача ăс пухма кайĕ.  Республикăра пур шкулсем те çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕр.  Ачасене шкулта вĕри апат çитерме условисем çителĕклĕ, вĕренӳ хатĕрĕсем те пĕтĕмпех пур.   



23 августа 2016
14:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter