Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн кулленхи ларăвне ирттернĕ

Çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн кулленхи ларăвне ирттернĕ.  Лару ĕçне пуçличчен, чи малтан вăл РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ĕнер ĕçлĕ канашлу ирттернине палăртнă. Кăçал ватăсене пĕр хуччен 5 пин парса пенсин иккĕмĕш индексацине саплаштармалли пирки йышăну тунине пĕлтернĕ.  Укçана пенсионерсем 2017-мĕш çулта кăрлач уйăхĕнче илĕç. Çак ĕçе пурнăçлама пĕтĕмпе 200 миллиард пăхса хăварма палăртнă.   РФ Правительстви пĕлтернĕ тăрăх, çĕршыв бюджечĕ пĕрремĕш çул çуллăхри тупăш пайĕ 11 процента çити чакăнать.  «Нумаях пулмасть, эпир бюждета тепĕр хут тишкертĕмĕр. Динамикăра лару-тăру пирĕн йĕркеллĕ.  Çак, паллах, ыйтăва куçран вĕçертмеллине пĕлтермест. Федераци тата хамăр йышăннă программăсене пурнăçа кĕртессипе уйăрнă укçа-тенкĕпе пĕлсе тата тухăçлă усă курнине çирĕп асăрхасах тăмалла. Контрактсем пурнăçа туллин кĕнине тĕрĕслесе пымалла», - тенĕ паянхи ларура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.   Раççей Пенси фончĕ бюджечĕ тулманни сисĕннине, дефицит 174 миллиардпа танлашнине пĕлтернĕ вăл. «Çак йывăрлăхсене пăхмасăрах, РФ Президенчĕ хушăвĕпе килĕшӳллĕн, Раççей Правительстви лартнă тĕллевсене пĕтĕмпех пурнăçлама шантарать асăннă служба» - тенĕ Михаил Игнатьев.  Ку хутĕнче ларура халăха ĕçпе тивĕçтерес ыйту пирки те сăмах пуçланă.  Асăннă ыйту çине республика Правительстви çирĕп тимлĕх уйăрнине каланă.  Кирлĕ пек ĕçсене йĕркелесе пыма 7 млрд 183 млн пăхса хăварнă бюджетра. Хальхи вăхăтра патшалăх çынсене 63 тĕрлĕ пулăшу парса тивĕçтерет. «Экономикăри çăмăлах мар лару-тăрăва пăхмасăрах,  халăха ĕçпе тивĕçтерессипе йышăннă мероприятисене пурнăçлама укçа-тенкĕне 600 млн тенкĕ ытларах пăхса хăварма май килнĕ. Халăха социаллă хӳтлĕхпе тулин тивĕçтерĕпĕр», - тенĕ сăмаха малалла тăсса Михаил Игнатьев. Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене ирттернĕшĕн, халăхран пухăнакан взноса ватăсен тăкакне каялла парса саплаштарма, сахал тупăшлă çемьесене пулăшусем пама республика бюджетĕнче çулсерен пăхса хăваракан укçа-тенкĕ ӳссе пырать, вăл пĕлтĕрхи кăтартупа танлаштарсан  134 процента çитнĕ.  Паян чи ватă çынсем хăйсене мĕншĕн компенсаци панине ăнланса та ĕлкĕреймĕç, çавăнпа та тĕрлĕ шайри ертӳçĕсен ыйтусене лайăх ăнлантарса пама пĕлмелле.  Кăçал халăха ĕçпе тивĕçтерессипе йышăннă мероприятисене йĕркелеме пурĕ 593 млн пăхса хăварнă, вĕсенче 83 пин çын хутшăнать, 4,5 пин çын ĕçсĕр тăрса юлнисем, патшалăх пулăшăвне илет. Ларура Шупашкарти тракторсем тăвакан завод шăпи пирки те чарăнса тăнă. Ĕçсĕр тăрса юлнă халăха урăх ĕçпе тивĕçтересси пирки çине тăрсах тăрăшнине палăртнă. «Чăннипех те, лару-тăру кăткăс. РФ Правительстви шайĕнче те витĕм кӳрессишĕн тăрăшаççĕ», - тенĕ вăл.  РФ Правительстви Председателĕ Дмитрий Медведев «Внешэкономбанк» сăнав канашĕн председательне панă хушу пирки те каласа кăтартнă.  Банкăн çитес тапхăртах авăн уйăхĕнче тракторсем кăларакан завода кредит парса пулăшу кӳмеллине пĕлтернĕ.  

Лару вăхăтĕнче  ветернари çинчен калакан Чăваш Республикин саккунĕнче 1 тата 8 статйисене çĕнĕлĕхсем кĕртнине ырланă. Чăваш Республикинчи ветеринари патшалăх службин ертӳçи Сергей Скворцов проекта Раççей Федерацийĕн саккунĕсене пăхăнса хатĕрленине асăннă. Чăваш Республикинчи патшалăх граждан службисем пирки калакан саккун проектне пăхса тухнă, тивĕçлĕ йышăну тунă. Малашне саккун проекчĕпе килĕшӳллĕн, патшалăх граждан службинчи ĕçченĕсен отпуск çумне пĕтĕмпе виçĕ кун хушса канма ирĕк пур.  Çакă та пĕтĕмпех Раççей Федерацийĕн патшалăх граждан служащийĕсем çинчен калакан саккунпа килĕшсе тăнине палăртнă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев. Чăваш Республикин республика бюджетне 2016-мĕш çул валли кĕртнĕ çĕнĕлĕхсем пирки калакан йышăнăва та ырланă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче те бюджет укçи-тенкипе усă курма ирĕк паракан ĕç хучĕсене пăхса тухма сĕннĕ. Çĕнĕлĕхсене  вырăнти бюджета кĕртсе хăвармаллине, 2016-мĕш çул валли çирĕплетмеллине каланă.

Ку хутĕнче ларăва пухăннисем регионта хăмла лартса çитĕнтерсен, тавара вырнаçтарсан,  предприятисене Чăваш Республикин республика бюджетĕнчен субсидипе тивĕçтермелли йĕркене те çирĕп пăхнă. Палăртса хăвармалла, анчах та тавар пахалăхĕ  ГОСТ 21947-76 стандартпа тӳр килмелле. Пĕр çынна пурăнма йышăннă укçа-тенкĕн виçине те çирĕплетнĕ.  Чăваш Республикинче 2016-мĕш çулта иккĕмĕш кварталта вăл 0,7 процент чухлĕ ӳсĕ, 8434 тенкĕпе танлашать. Пĕрремĕш кварталтипе танлаштарсан 59 тенкĕ хăпарни сисĕнет.   Кăçал пултаруллă вĕрентекенсене патшалăх енчен тĕрлĕ грантсем парса хавхалантарма республика хыснинче укçа-тенкĕ пăхса хăварнă. Тĕрлĕ конкурссен çĕнтерӳçисене пулăшупа тивĕçтерĕç, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне 200 пин тенкĕ регионта 20 вĕренӳ учрежденийĕ илĕ.  «Чи ăста вĕрентекенсене яланах витĕм кӳме тăрăшмалла, вĕсен ĕçне хаклама пĕлмелле, укçан та пулăшу уйăрмалла. Ыттисен вара, вĕсен паха опытне тĕпе хурса, мала тухассишĕн тăрăшмалла», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Шупашкар хула бюджетне республика хыснинчен  «Этническая Чувашия» проекта пурнăçа кĕртме, инфратытăма çĕклеме субсиди мелĕпе 138 млн тенкĕ ытла  уйăрма палăртнă йĕркене çирĕплетнĕ.  Кунсăр пуçне, Шупашкарти Ачасемпе çамрăксен спорт шкулне 2016 çулта спорта аталантарма витĕм кӳрекен субсиди пирки йышăнăва пăхса хăварнă. Унăн виçи 4 миллион та 270 пин тенкĕ пуласси паллă. Ларура йышăну проектне  ырланă.  Параолимпиада -2016 Рио-де-Жанейрора иртнĕ.  Унта пирĕн спортсменсем хутшăнайман. «Лару-тăру çăмăлах мар, ыйтăва пысăк политикăна кĕртсе янă, анчах та пирĕн параолимпийцсем питĕ вăйлă, кăмăл-туйăм хăвачĕ вĕсен чакман. Вĕсене эпир яланах пулăшу пама тăрăшăпăр. Хăйсен йывăрлăхĕпе пĕччене хăвармăпăр», - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

 Шупашкарти Олимп резервĕсен училищине Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсем хатĕрлекен вăтам ятарлă училищипе пĕрлештерме палăртнă. Малашне  вăл В.М.Краснов ячĕпе хисепленсе тăрĕ. В.М.Краснов Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, Раççейре тата Чăваш Енре спорта аталантарас ĕçе сахал мар витĕм кӳнĕ. Унăн ячĕ ĕмĕрлĕхех асра юлтăр тесе, шкулти ĕç коллективĕ тата республикăри Спорт министерстви, Олимп резервĕсен шкулне унăн ятне пама ыйтса çырупа тухнă пулнă.  Реорганизаци туни спортсменсене пысăк шайра хатĕрлеме ирĕк парĕ, унта пĕтĕмпех хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан спорт бази те пулĕ.  Пĕр сăмахпа каласан, спортпа аталанма çителĕклĕ условисем йĕркеленĕ. «Енчен те кирек кам та пулин ĕçсĕр тăрса юлас пулсан, вĕсене ытти ĕçе вырнаçтарма тăрăшмалла», - тесе çирĕп каланă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Ачасемпе çамрăксен  Олимп резервĕсен хăвăрт утас енĕпе  8-мĕш спорт шкулĕ те малашне СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, 1996 çулта  XXVI Олимп вăййисен чемпионĕ пулнă, Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ ята илнĕ Елена Николаева ячĕпе хисепленсе тăрĕ. Кун пирки ĕç хутне çирĕплетсе хăварнă ларăва пухăннисем.  Çакăн пек йышăнăва тума спорт шкулĕнче ĕçлекенсем, Чăваш Республикин Спорт министерстви ыйтупа тухнă пулнă. Палăртса хăваратпăр, спортра Елена Николаева сахал мар çитĕнӳсемпе палăртнă.  Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те тĕплĕн пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ мерăсем йышăна хăварнă.  



24 августа 2016
15:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter