Муркаш районĕ: «Пултаруллăх: традицисем тата хальхи вăхăт» ăстаçăсен фестиваль-конкурсĕ


Ĕç çыннин çулталăкĕнче Тури чăвашсен музейĕнче «Пултаруллăх: традицисем тата хальхи вăхăт» ăстаçăсен фестиваль-конкурсĕ малалла иртет.  Çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче эстафетăна Хорнуй ял тăрăхĕ йышăнчĕ. Ăстаçăсен куравне Хорнуй ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Колесникова Манефа Валерьяновна уçрĕ.   Вăл хăйĕн калаçăвĕнче «Пултаруллăх: традицисем тата хальхи вăхăт» фестиваль-конкурс питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ, проекта пуçаракансене тав сăмахĕ каларĕ, Хорнуй ял тăрăхĕ питĕ пултаруллă та ĕçчен çынсемпе пуяннине пĕлтерчĕ. Курава халăх йышлăн пухăнчĕ. Тойкильтĕри Культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Хĕлхем» эстрада  ушкăнĕ курава илемлĕ юрăпа пуçларĕ.

Сергеева Лариса Ивановна вĕрентекен Муркаш районĕ çинчен çырнă хăйĕн сăввине вуласа пачĕ. Унăн сăввисем ытларах тăван тавралăх, çывăх çынсем çинчен пулнине пĕлтерчĕ.

Хорнуй ял тăрăхĕ паллă çынсемпе те палăрса тăрать иккен. Нумаях пулмасть Петр Никитич Петровский тăрăшнипе «Хыркасси-Муркаш» ятлă кĕнеке кун çути курнă. Кĕнеке авторĕ - унăн ашшĕ Никита Германович Петровский. Петр Никитич кĕнекене кăларнă чухне ашшĕ хатĕрленĕ ал çырăвĕсемпе усă курнă, хăйĕнчен вара юлашки вăхăтри пурнăçĕпе çыхăннă материалсене хушнă. Кăларăмра Чăваш республикинчи Муркаш районĕнчи Хорнуй ялĕн вăрăм кун-çулне, культурине, хальхи пурнăçне çутатнă.

Çавăн пекех Хорнуй ялĕнчи Кĕсми урам кинĕсен пултарулăх ушкăнĕ пухăннă хăнасене çăкăр-тăварпа тата сăрапа хăналарĕ, илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕ.

            Купцова Зоя Геннадьевна Хорнуй ял тăрăхĕнчи ăстаçăсемпе паллаштарчĕ, хăйсен пултарулăхĕпе, ăсталăхĕпе палăрнă çынсем питех те йышлă пулнине палăртрĕ.

Хорнуй ял тăрăхĕнчи ăстаçăсен ĕçĕсемпе авăн уйăхĕн 2-мĕшĕчченех паллашма май пур, хыççăн эстафетăна Чуманкасси ял тăрăхĕ йышăнать. Унти ăстаçăсен пултарулăхĕпе те малалли икĕ эрнере паллашма пулĕ. Çапла вара ноябрь уйăхĕчченех курав улшăнса тăрĕ.

 Пурне те тури чăвашсен музейне çитсе курма сĕнетпĕр.

 

 



24 августа 2016
11:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter