Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вĕренӳ пайĕнче ĕçлекенсен республика шайĕнчи конференци ĕçне хутшăннă

 


Çурла  уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вĕренӳ пайĕнче ĕçлекенсен республика шайĕнчи конференци ĕçне хутшăннă. Мероприяти Чăваш патшалăх филармонийĕнче пулнă.  Чи малтанах Михаил Игнатьев регионти педагогсен династийĕсем хатĕрлесе тăратнă куравсене пăхса çаврăннă, тĕрлĕ кĕнекесен пахалăхĕпе кăсăкланнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вĕрентекенсене  çывхарса килекен çĕнĕ вĕренӳ çулĕпе, Пĕлӳ кунĕпе саламланă, ачасене тарăн ăс парас ĕçре пысăк тӳпе хывнăшăн, ырми-канми тăрăшнăшăн тав тунă, республикăра вĕрентӳ тытăмне çĕнĕлле аталантарса пыма витĕм кӳнишĕн ырланă. Çулсерен çак асăннă сферăна республика хыснинчен мĕнпур укçа-тенкĕрен пĕрре виççĕмĕш пайне пăхса хăвараççĕ.  Калăпăр, кăçал Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджетĕнче вĕренӳ пайне 14 млрд. 758 млн. уйăрнă, çак кăтарту 2015-мĕш çулхипе танлаштарсан 3 процент ытларах. «Пĕрле пурăнмалла -  пĕрле ĕçлемелле» халăх программинче тĕп тĕллевсене палăртнă. Вĕсене пĕтĕмпех пурнăçа кĕртсе пырассишĕн тăрăшаççĕ. 2025-мĕш çул тĕлне республикăра 32 шкула çĕнетсе çĕнĕрен хута яма палăртса хунă. Çитес тапхăрта Шупашкарти «Волжский» микрорайонта тата республика пĕлтерĕшлĕ кадетсен шкулне хăпартса лартма тĕллев лартнă. Регион Ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче учительсен шалу укçин виçин динамики чакнине пăхмасăрах, ĕç кăтартăвĕсен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, вăл 5-5,5 процент хăпарнине асăннă.   «Кăçал пĕрремĕш çур çуллăхра промышленноç производствин калăпăшĕ 115 процента çитнĕ, ял хуçалăх пайĕнче кăтарту – 109 процентпа танлашать. Çаксем пĕтĕмпех сирĕн ĕçсем, мĕншĕн тесен, эсир хăй вăхăтĕнче ачасене тарăн пĕлӳ панă, вĕсем паян производствăсенче паха таварсем калăплассишĕн тăрăшаççĕ, яваплăха туйса ĕçлеççĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Вĕрентӳ ĕçченĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ патшалăх наградисене тата свидетельствăсем парса чысланă.

 Канашлăвăн тĕп ыйтăвĕпе Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова паллаштарнă, тарăн отчет туса панă. Юлашки 6 çул хушшинче республика ертӳлĕхĕ вĕренӳ пайне пысăк тимлĕх уйăрнине кура, регионта çак асăннă сферăра чылай ырă ĕçсем пулса пынине, инфратытăм çĕнелнине, ăна аталанса пыма сахал мар укçа-тенкĕ республика хыснинчен уйăрнине каланă вăл.  Кăтарту та çук мар, Раççей шайĕнче ялти шкулсем чи лайăххисем шутне кĕнĕ.    «Вĕрентӳ пайĕ тĕпрен ылмашăнса пырать, федераци стандарчĕсем вăй илсе пыраççĕ, професси пĕлĕвне илме пулăшакан центрсем кулленех хута каяççĕ.  Регионта пултаруллă педагогсене витĕм кӳме ятарлă мерăсем те сахал мар йышăннă. Вĕрентекенсем, енчен те вĕсен вĕренекенĕсем Раççей шайĕнче ирттерекен конкурссенче мала тухаççĕ пулсан, кăçал вĕсене валли Чăваш Ен Пуçлăхĕ преми памалли пирки Указа та алă пусса çирĕплетнĕ.  Тата çакна та палăртса хăвармалла, чăваш чĕлхине вĕрентекенсем ыйтнипе, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тăван чĕлхене вĕрентекенсене, енчен те вĕсем регионсем хушшинчи конкурссенче мала тухма ачасене тарăн пĕлӳ параççĕ пулсан, вĕренекенсем çĕнтерӳçĕ ята тивĕçеççĕ пулсан, премипе хавхалантарма ирĕк паракан ĕç хутне Вĕренӳ министерствине хатĕрлеме хушнă. Хальлĕхе нормативлă ĕç хутне тишкереççĕ, ăна çитес вăхăтра Чăваш Ен Пуçлăхĕ патне илсе çитерĕпĕр», ­­- тесе пĕлтернĕ Светлана Петрова.

Канашлура йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки те сăмах пуçарнă ертӳçĕсем. Ача сачĕсене хута ярассипе Чăваш Ен чи малта пыракансенчен пĕри. Виçĕ çултан иртнĕ ачасене ача садне çӳреме çителĕклĕ вырăн хатĕрленĕ, Муниципалитетсенче ачасем икĕ çултанах садике çӳреççĕ, кăтарту та пысăк 60 процентпа танлашать.  Малашлăхра ача сачĕсенче ĕçлекенсен пĕлӳ шайне ӳстересси çине тимлĕх уйăрмаллине асăннă Светлана Петрова. «Çитес çулсенче садиксенче ĕçлекен  воспитательсен, аслă пĕлӳ илме тăрăшмалла», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Ĕçĕн пахалăхне кура, хаклав пулмаллине палăртнă Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова.  Ку хутĕнче шкулсене çамрăк вĕрентекенсене ытларах явăçтарас ыйту пирки те сăмах пуçарнă. Енчен те учительсем ялта ĕçлеççĕ пулсан, вĕсен çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса пама патшалăх енчен пулăшу памалли мерăсем те çителĕклĕ. Уйрăм муниципалитетсенче кашни уйăхрах çамрăк вĕрентекенсене хушса тӳлемелли укçасем çирĕплетнĕ, пособисемпе те пĕр хуччен парса хавхалантараççĕ. Тепĕр пысăк çитĕнӳ - енчен те çамрăк  учитель аслă шкултан пиллĕк паллăсемпе вĕренсе тухнă пулсан, ăна шалу укçин оклачĕ çумне 75 процент коэффицент хушса тӳлеççĕ, çулталăкне  пĕр хуччен 10 оклад чухлĕ пособи парса хавхалантараççĕ", - тесе пĕлтернĕ Светлана Петрова.   

РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин вĕренӳ пайĕпе ĕçлекен Комитет председателĕ Вячеслав Никонов хăйĕн сăмахĕнче кирек епле самана вăхăтĕнче те учительсем яланах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине,  Раççей экономикинче те паллă вырăн йышăннине пĕлтернĕ.  Вĕренӳ пайне юлашки çулсенче сахал мар тăкакланă.  Çĕршыв бюджетĕнче вĕсен тăкакĕ пĕрре тăваттăмĕш пай йышăнать. «Нумай ĕçленĕ, бюджетра вĕренӳ пайĕн тăкакĕ ан чактăр тесе тăрăшнă», - палăртнă сумлă хăна.  «Çĕршывра вĕрентӳ пайĕн ӳссех пымалла. Чăваш Республикинче чи чаплă вĕрентӳ учрежденийĕсем. Çĕнĕ пысăк проектсем те пур», - тенĕ сăмаха вăл малалла тăсса.

Ĕç укçин шайĕ малашне те РФ Президенчĕ çу уйăхĕнче алă пуснă указсемпе килĕшӳллĕн пурнăçа кĕрсе пырассине каланă. Вячеслав Никонов вĕренӳ ĕçченĕсене наградăсем парса хавхалантарнă.  Конференцире РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, РФ Вĕренӳ тата наука министерствин пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн патшалăх политикин Департамент директорĕн çумĕ Ирина Петрунина  тухса калаçнă.  Вĕсем малашнехи тĕллевсем пирки каласа кăтартнă, пурнăçланă ĕçсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă.     



24 августа 2016
10:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter