Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Перекет банкĕн ПАО Атăл-Вятка банк председателĕпе Петр Колтыпинпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 Çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Перекет банкĕн ПАО Атăл-Вятка банк председателĕпе Петр Колтыпинпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. 2016 çулта çурла уйăхĕнче Петр Колтыпина çак должноçе суйласа лартнă пулнă.  Маларах вăл Раççей Перекет банкĕн ПАОра аслă вице-президент пулса тăрăшнă.  Малашне пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли тата аталанса пымалли çул-йĕрсене сӳтсе явас ĕçе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина, «Раççей Перекет банкĕ» ПАО  Чăваш Енри 8613№-лĕ уйрăмĕн управляющийĕ  Юрий Бычковский хутшăннă.  Сумлă хăна, Петр Колтыпин, Раççей Перекет банкĕ регион Правительствипе тачă çыхăну тытма, Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне витĕм кӳме яланах хатĕр пулнине каланă. Перекет банкĕ республикăри районсемпе хуласенче офис сечĕсене те упраса хăварма тĕллев лартнине пĕлтернĕ. «Халăха вăхăтра тата паха пулăшупа тивĕçтересси пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ Петр Колтыпин.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Перекет банкне регионта тухăçлă ĕçленĕшĕн тав тунă. «Банксене аталанса пыма, эпир конкурентлă условисем йĕркелесе тăратма хатĕр», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.  Палăртса хăваратпăр, паянхи куна Раççей Перекет банкĕ республика экономикин тĕп кредиторĕсенчен пĕри шутланать.  Кăçал çур çулта пурĕ 50 млрд кредит явăçтарнă. Ытларах Перекет банкĕн пулăшăвĕсемпе промышленноç предприятийĕсем, ял хуçалăхпа вăрман хуçалăхĕсем усă кураççĕ.  Тĕплĕнрех



25 августа 2016
15:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter