Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти промышленноç предприятийĕсене ĕçлĕ визитпа çитсе килнĕ

 Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти промышленноç предприятийĕсене ĕçлĕ визитпа çитсе килнĕ, производство калăпăшĕпе кăсăкланнă, таварсене çĕнĕ рыноксене тăратнипе тăратманни пирки ыйтса пĕлнĕ.  Вăй агрегачĕсен Шупашкарти завочĕн генеральнăй директорĕ Николай Асафатов Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева вĕсен предприятийĕ промышленноçра усă куракан тракторсене валли хатĕрсем калăпланине, тĕрлĕ тимĕр-тăмăр тирпейленине пĕлтернĕ. Кăçалхи çур çул ĕç кăтартăвĕсене пăхас пулсан, пĕлтĕрхинчен чылай пысăк пулни курăнать, тупăш 3,5 хут ӳснине асăннă ертӳçĕ. Кунта тăрăшакансен шалу укçи те пысăк пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Хăнасем производствăра тĕрлĕ корпуссене пăхса çаврăннă, таварсен пахалăхне курса ĕненнĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă Анатолий Никитин тӳрех çак завода ĕçлеме вырнаçнине пĕлтернĕ республика Пуçлăхне. Ку предприятире ăна ĕçлеме килĕшнине, малашне те хăйĕн пĕлĕвне ӳстерсе пыма тĕллев лартнине каланă. «Аслă шкулсемпе техникумсенчен вĕренсе тухнă яшсем тӳрех промышленноç предприятийĕсене ĕçлеме вырнаçнишĕн савăнатăп», - тенĕ Михаил Игнатьев. Аслисене çитĕнекен яш-кĕрĕме паха опыт вĕренсе хăварнишĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă.   Заводра ĕçлекенсем, информаци кунĕсенче тăратнă ыйтусене пĕтĕмпех вăхăтра татса панăшăн республика ертӳлĕхне тав тунă. Предприятине çурран утса çитмелли çула сарнă, автобуссене кĕтсе тăмалли ятарлă чарăну вырăнне туса панă, завод çывăхĕнче 8№-лĕ троллейбус чарăнни те çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе каланă предприятире ĕçлекенсем. Паянхи тĕлпулура çынсем ача сачĕсем, шкулсем, халăха социаллă пулăшусемпе тивĕçтерес ыйтусене çĕкленĕ.    Республика Ертӳçи социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусем çине Правительство пысăк тимлĕх уйăрнине каланă. Халăха социаллă пулăшусемпе тивĕçтерме республика хыснинче 7 млрд тенкĕ пăхса хăварнине пĕлтернĕ.  Тавралăха тирпей-илем кĕртес ыйту пирки те чарăнса тăнă пуçлăхсем. Хулара машинăсене лартмалли ятарлă вырăнсем хатĕрлес ĕç хĕрӳ пынине, çуртсем таврашĕнчи çулсене сарассипе те мероприятисем кирлĕ пек шайра пулса пынине палăртнă. Сăмаха май, предприятире тăрăшакансем Шупашкарти тракторсем кăларакан завод шăпи пирки те ыйтса пĕлнĕ. РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев, «Внешэкономбанка» кăçал авăн уйăхĕнче  ирттермелли канашлура  завода кредит парса пулăшмалли пирки йышăну тума хушнине пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. «Çынсем  ĕçсĕр юлмĕç, вĕсене ытти профессине алла илме тĕрлĕ майсем йĕркелĕç», - тенĕ вăл.   «Эльбрус» Шупашкарти заводăн «Канмаш ДСО» ТМЯО учредителĕ Алексей Лапшин завод еплерех аталанса пыни пирки каласа кăтартнă регион Пуçлăхне Михаил Игнатьева.  Организаци 2015 çултан пуçласа лифтсем калăплассипе ĕçлет, таварсене чăваш символикипе эрешлет.  Кăçал çур çулта предприяти 375,3 млн тенкĕлĕх тавар тирпейлесе кăларнă. Хăнасем кунта та производство пайĕсене пăхса тухнă, çынсемпе курнăçнă. Алексей Лапшин вĕсен предприятийĕ кăларакан таварсене Раççейри нумай хуласенче усă курнине пĕлтернĕ, хальхи вăхăтра та 85 лифт хатĕрлеме ыйтнă заказ пуррине те палăртса хăварнă. Предприятире пĕр чарăнми хĕрӳ ĕç пынине каланă. Çынсем республика Ертӳçипе тĕл пулнă чухне, «Садовый» микрорайонта ача садне хута яма май пуррипе çуккине ыйтса пĕлнĕ. Вĕсен шкул ыйтăвĕ те кун йĕркинчех пулни сисĕнет. Халăх 41 маршутпа микроавтобуссене ытларах çӳреттересшĕн. Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов ятарлă комиссине ыйтăва пăхса тума хушассине каланă.    Паянхи калаçăва пĕтĕмлетнĕ май,  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта вак тата вăтам предпинимательлĕхе аталанса пыма кирлĕ пек пур условисем те çителĕклĕ пулнине каланă.



25 августа 2016
18:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter