Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» Культура керменĕнче, медицина ĕçĕнче палăрнă ятарлă династисен ушкăнĕсене савăнăçлă лару-тăрура саламланă

 


Çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» Культура керменĕнче, медицина ĕçĕнче палăрнă ятарлă династисен ушкăнĕсене савăнăçлă лару-тăрура саламланă. Ку хутĕнче уява пĕтĕмпе çирĕм çемье хутшăнма кăмăл тунă. Палăртма кăмăллă, уяв мероприятийĕнче яланах шурă халат тăхăннă тухтăрсем, илемлĕ кĕпе-тумтир тăхăнса пурин чунне те хавхалантарнă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев медицина ĕçченĕсене хăйсен ĕмĕрĕнчи чи чаплă пулăмпа саламланă, малашне те çитĕнӳсем тума, ĕçе яланах чунтан юратса пурнăçлама, чирлисем патне ăш-кăмăлпа тараватлă пулма сĕннĕ.   ««Ырă ят пурлăхран та хаклă» тесе ахальтен каламан ватăсем. Ырă ята çын яланах ĕçре хисепе тивĕçнипе çĕнсе илет. Ĕç çыннин çулталăкĕнче династисене саламлани, уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ, вĕсене ытларах та ытларах хисеплеме хистет. Паянхи уявра уйрăмах ĕç ветеранĕсене тав тăватăп, вĕсем çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ пĕлӳ, паха опыт парса хăварнă.  Çемье мĕн чухлĕ çирĕпрех, ĕç династийĕн хăвачĕ те пысăк пулĕ, ун чухне республика тата та вăйлăрах аталанса пырĕ», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, сăмаха май, регионта сывлăх сыхлавĕнче пулса иртекен ырă ылмашусем пирки чарăнса тăнă.   «Республикăра пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсем вăй илсе пыраççĕ, специалистсем паха пĕлӳллĕ, халăха тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕсем параççĕ. Сывлăх учрежденийĕсенче 2010-мĕш çултан пуçласа  çынсене пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕсемпе тивĕçтернин шучĕ икĕ хут нумайланнă.  Енчен те маларах, халăх пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕсене илме черетре çулталăк ытла тăнă пулсан, халĕ 90 кун иртсенех вĕсем пулăшу илме пултараççĕ», - тенĕ вăл.  Сывлăх сыхлавĕн инфратытăмне çĕнетес ыйту çине те пысăк тимлĕх уйăрни куçкĕретех. 2015-мĕш çулта регионта çĕнĕ 100 ФАП хута янă.  2016-2017-мĕш çулсенче тата 50 ФАП çĕклесе лартма палăртса хунă. Халăх сĕнĕвне шута илсе, программа тухăçлă пурнăçланнине кура, 2019-мĕш çул тĕлне тата 50 ФАП хута яма тĕллев лартнă.  «Сахал мар ĕç пурнăçланă, малашне те çынсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессишĕн тăрăшăпăр. 2016 çулта Чăваш Республикин республика бюджетĕнчен сывлăх сыхлавĕн пайне 12 млрд укçа уйăрнă.  Чи пахи - çитĕнӳсем  кулленех пулса пыни. Чăваш Енре пепкесем вилнĕ тĕслĕхсем пачах та çук тесен те йăнăш мар. Регионта нумай çул пурăнакансен шучĕ ӳссе пырать. Халăх медицина пулăшăвĕсен пахалăхне ырлать. Кăтарту та пысăк – социологи ыйтăмĕ тăрăх, мĕнпур халăхран 57 проценчĕ медицина пулăшăвĕсемпе кăмăллă пулнине пĕлтернĕ Михаил Игнатьев.   Уява пухăннисене çакăн пекех ырă сăмахсем каласа Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова саламланă.  Çак кун мероприятире сывлăх сыхлав темипе кăсăклă ĕçленĕ журналистсене те, хăйсен ĕçне парăнса таса тивĕçпе пурнăçланăшăн хисеп хучĕсене парса чысланă. Республикăри чи мухтавлă медицина династийĕ – Республикăри клиника офтальмологи больницин тĕп врачĕ Дмитрий Арсютовсен йăхĕ. Вĕсен йышĕнче 11 çын халăх сывлăхĕшĕн тăрăшса ырми-канми ĕçлет, пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 279 çула çитнĕ. Çемье пуçлăхĕ – Арсютов Геннадий Петрович. Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ врачĕ, медицина наукин кандидачĕ.  Вăл медицинăра 40 çул ытла вăй хунă. «Эпир яланах хамăрăн атте-аннерен вĕренсе пыратпăр, тĕслĕх илетпĕр. Пирĕн ачасемпе мăнуксем те çак ĕçе тĕпе хурса малалла тĕслĕх вырăнĕнче тытса тăсса пыччĕр», - тенĕ Дмитрий Арсютов. Уявра пултаруллă ушкăнĕсем хăйсен юрри-ташшисемпе пурин чунне те тыткăна илнĕ. Тĕплĕнрех



25 августа 2016
10:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter