Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев Право йĕркине пăсасран асăрханмалли республика комиссийĕн ларăвне регионти муниципалитетсен ертӳçисемпе видеоканашлу мелĕпе ирттернĕ

 


Çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев Право йĕркине пăсасран асăрханмалли республика  комиссийĕн ларăвне регионти муниципалитетсен ертӳçисемпе видеоканашлу мелĕпе ирттернĕ.  Пĕлӳ кунĕнче шкул ачисене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсем умне çирĕп тĕллевсем лартнă. 2016 çулта авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче суйлавра Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутатсене суйланă чухне те тимлĕхе çухатма юраманнине çирĕп асăрхаттарнă.   Чăваш Республикин юстици министрĕ Надежда Прокопьева право йĕркине пăсасран асăрханмалли Федераци саккунĕсене епле пурнăçласа пыни пирки тĕплĕн чарăнса тăнă, регионти мероприятисен уйрăм саманчĕсем çинчен калаçнă.  Чăваш Республикин финанс министрĕн çумĕ Светлана Иванова право йĕркине пăсасран асăрханмалли республика йышăннă программăсене пурнăçлама Чăваш Республикин республикăн пĕрлештернĕ бюджетĕнче пĕтĕмпе 69 млн ытла укçа 2016 çулта пăхса хăварнине палăртнă.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев республика уйăракан укçасене муниципалитетсене вăхăтра илме тата вĕсемпе тухăçлă усă курма чĕнсе каланă. Укçа-тенкĕне çитес çул валли те кирлĕ пек шайра йышăнса хăварассишĕн ĕçлемеллине палăртнă.   Чăваш Енри шалти ĕçсен министерствинче обществăра йĕрке тытса тăрассипе тимлекен пай пуçлăхĕн çумĕ Владимир Луговских, хăйĕн сăмахĕнче халăх ытларах эрех-сăрапа обществăра алхаснине пĕлтернĕ, вĕсене пула йĕрке пăснин тĕслĕхĕ ӳснине асăннă.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев палăртнă ыйтупа çине тăрса ĕçлемеллине чĕнсе каланă. Çула çитмен çамрăксем хушшинче йĕрке пăсассинчен ытти службăсене те тимлĕх уйăрма, кирлĕ пек профилактика ĕçĕсене йĕркелеме хушнă. Ку хутĕнче ларăва пухăннисем, ӳсĕр çынсене вăхăтлăха ятарлă учрежденине вырнаçтармалли уйрăм тăвасси çинчен сăмах пуçарнă.  Ĕçе республикăри наркодиспансер бази çумĕнче йĕркелесшĕн.   Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕ Татьяна Богданова регионта ӳсĕр халăх çав тери чылай мар пулнине çирĕплетсе каланă.  2015 çулта кăтарту 1 процента çити чакнине каланă. Пур-пĕрех ыйту çивĕч тăрать. Çынсем усал шĕвеке ĕçсе сывлăхне  аптратнă тĕслĕхсем нумай пулни сисĕнет.  «Сывă наци» Чăваш Енри общество организацийĕн председателĕ Кирилл Лукин хăйĕн сăмахĕнче Шупашкарта Хĕрлĕ тӳремре, çула çитмен çамрăксем ятарлă ачасем вылямалли вырăнсенче усал шĕвеке халăх хушшинче сутса çӳренĕ тĕслĕх пирки чарăнса тăнă.  Юрий Васильев муниципралитет ертӳлĕхне асăннă ыйтупа тĕрĕслев ирттерме хушнă, республикăн тĕп лапамĕнче çирĕп йĕрке пулмаллине асăрхаттарнă. «Кун пек усал пулăмсем пулассинчен малашне те кулленех асăрхаса тăмалла», - тенĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев. Тĕплĕнрех



26 августа 2016
10:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter