Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хулин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 2016 çулхи пĕрремĕш çур çул ĕçĕсене пĕтĕмлетессипе çыхăннă анлă ларăва хутшăннă

 


Çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хулин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 2016 çулхи пĕрремĕш çур çул ĕçĕсене пĕтĕмлетессипе çыхăннă анлă ларăва хутшăннă. Ертӳçĕсем муниципалитетăн малашнехи çул-йĕрĕсене сӳтсе явнă.  Канашлу ĕçне пуçличчен, чи малтан Михаил Игнатьев çакăн йышши мероприятисене республикăри мĕнпур районсемпе хуласенче ирттернине пĕлтернĕ.  Халăхпа куçа-куçăн тĕл пулни, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене  çийĕнчех татса пама пулăшнине асăннă.  «Паянхи куна илес пулсан,  регионта обществăлла политика лару-тăрăвĕ пĕр тан лайăх аталанса пырать, экономика пĕр шай тытăнса тăрать. Малашне те çынсен пурăнмалли пурнăç условийĕсен шайне ӳстерсе пырассишĕн тăрăшса ĕçлемелле», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Халăха социаллă пулăшупа тивĕçтересси – патшалăх политикин тĕп ыйтăвĕ. «Эпир яланах экономикăри ĕçсене комплекслă пăхса тухатпăр. Чăваш Республикин республика хыснинче çынсене социаллă хӳтлĕхпе тивĕçтерме пурĕ 7 млрд 200 млн тенкĕ пăхса хăварнă», - тесе аса илсе хăварнă вăл. Каласа хăвармалла, тавралăха тирпей-илем кĕртес ыйту çине те пысăк тимлĕх уйăрни куçкĕретех, çуртсем таврашĕнче çулсене çĕнĕрен сарнă, машинăсене лартма та сахал мар ятарлă вырăнсем хатĕрленĕ. «Пур ĕçсене те халăхăн куç умĕнче тунă. Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесси те кирлĕ пек пулса пырать. Çынсем те кăмăллă», - тенĕ Михаил Игнатьев.

  Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов экономикăри йывăрлăха пăхмасăрах, республика ертӳлĕхĕпе, тĕрлĕ влаçра ĕçлекенсемпе тачă çыхăнса ĕçленине кура, халăх тăратакан ыйтусене пĕтĕмпех туллин татса пама май килнине пĕлтернĕ, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем те кулленех графикпа килĕшӳллĕн пурнăçланса пынине асăннă. «2012 çултан пуçласа пурĕ Шупашкарта 16 – ача сачĕ хута янă. Хуламăрта 20 çул хушши пачах та çак объектсем çĕкленмен пулнă», - тенĕ вăл. Юлашки вунă çул хушшинче пĕрремĕш хут шкулăн строительство ĕçне пуçланă», - тесе каланă сăмаха тăсса.  Шупашкарăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çур çулти ĕç кăтартăвĕн пĕтĕмлетĕвĕпе хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков тĕплĕн паллаштарнă.  «Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тытса пыракан курса тĕпе хурса,  муниципалитет çирĕп ĕçлесе пырать. Бизнеса аталанса пыма кирлĕ пек условисем пулччĕр тесе сахал мар тăрăшнă.  Чи пысăк тĕллевсенчен пĕри – çынсен пурнăç условийĕн шайне ӳстерсе пырасси. Халăх ырă ылмашусене кĕтет, тĕрлĕ ĕçсене хастар хутшăнать», - тесе каланă доклада пуçланă май.    «Пысăк кăтартусенчен пĕри – демографи лару-тăрăвĕ ырă енне улшăнса пыни.  Юлашки 6 çул хушшинче хулара çын çураласлăхĕн кăтартăвĕ ӳснĕ, вилекенсен шучĕ чакнă. Эпир нумайлансах пыратпăр. Пĕтĕмпе республикăра 493 пин çын патнелле пурăнать», - тесе пĕлтернĕ.  Сăмаха май, бюджет йывăрлăхĕсем пирки те чарăнса тăнă.  Укçа-тенкĕ ытларах социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама тăкакланнине, вĕсен пайĕ мĕнпур бюджетран 70 процент йышăннине палăртнă. Муниципалитетăн харпăр хăй тупăшĕ ӳснĕ, кăтарту 5 процента хăпарни курăнать.  Хулара промышленноç производствин калăпăшĕ, халăхăн вăтам ĕç укçин шайĕ те лайăхланнă, анчах та çурт-йĕр хута янин кăтартăвĕ чакни сисĕнет.  Хула администрацийĕн пуçлăхĕ  промышленноç аталанăвĕ, инвестици явăçтарнин кăтартăвĕсем пирки те тĕплĕн чарăннă. «Хальхи тапхăрта хулара Индустри паркĕн строительство ĕçĕ хĕрӳ пырать.   Кăçал пĕтĕмпе инвестициллĕ 47 проект пурнăçа кĕрет, вĕсене валли 24 млрд тенкĕ  хывнă. Хулара  «НПП Бреслер», «Букет Чувашии», «Чувашторгтехника» организацисем валли инвестици проекчĕсене пурнăçлама çĕр вырăнĕсене уйăрса панă.   Кăçал пурĕ Шупашкарта 300 пин тăваткал метр чухлĕ çурт-йĕр хута яма тĕллев лартнă. Хулара Гладков урамĕнче çĕнĕ шкул çĕкленет. Малашне те шкулсем, ача сачĕсем хута яма палăртса хунă. Строительство объекчĕсем те сахал мар, сывлăха çирĕплетме условисем çителĕклĕ.    Çул-йĕр инфратытăмне çĕнетессипе йышăннă программа та лайăх ĕçлет.  Раççей Федерацийĕн Вĕренӳпе наука министерстви ирттернĕ конкурсра Чăваш Ен мала тухнă, Шупашкарта ачасем валли ятарлă технопарк пуласси те паллă.

 Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хула пĕр тан лайăх аталаннине каланă, предпринимательсем пысăк витĕм кӳнине асăннă.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина бюджетăн тĕп çул-йĕрĕсем пирки чарăнса тăнă,   кăçал 7 уйăх хушшинче хула бюджетне 4618,1 млн тенкĕ кĕнине палăртнă. Муниципалитетăн харпăр хăй тупăшĕ ӳснĕ, вăл 2015 çулхипе танлаштарсан 2,2 процент хăпарнă. Налуксем пухассипе активлăрах ĕçлеме хушнă Светлана Енилина хула ертӳлĕхне. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар халăхĕн ыйтăвĕсем çине хуравсем панă. Хулари Г.С.Лебедев ячĕллĕ лицей-интерната тĕпрен юсав ĕçне ирттересси пирки сăмах пуçарнă. Çитес 2017-2019 çулсенче, бюджетра 353,7 млн тенкĕ пăхса хăварма палăртнине каланă.  Ыйтăва политика çине куçармалла маррине асăрхаттарнă. Тепĕр тесен, сăлтавĕ те çук. «Чăваш бройлерĕ» АУО панкрута тухма хатĕрленет. Унăн учредителĕ «Справедливая Россия» парти членĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Александр Четвериков. Краснодар крайне хăй вăхăтĕнче вăл 14 млн куçарнă, анчах тавар предприятине килмен. Укçана каялла 7 млн çеç илнĕ. «Эпир фабрика ĕçлеме тытăнтăр тесе тăрăшăпăр»,- тенĕ Михаил Игнатьев. Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта социаллă пурнăçпа экономика лайăх аталанать тенĕ. Малашне тата та ӳсĕмлĕрех ĕçлеме, хула çыннисемпе яланах тачă çыхăну тытма сĕннĕ. Федераци енчен 10 процента çити укçа-тенкĕ куçасси сахаланнă пулин те, пур-пĕрех 16 млрд тенкĕлĕх инвестици хывнă, 2015 çулхипе танлаштарсан 5,5 процент нумайрах.  Хулана аталантарма та сахал мар укçа куçарса панă республика хыснинчен, 2011-2015 çулсенче пĕтĕмпе 12,2 млрд тенкĕлĕх тăкакланнă.  Яланхиллех, канашлура ĕçре пысăк çитĕнӳсемпе палăрнисене патшалăх наградисене парса чысланă.



26 августа 2016
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter