Чăваш Енре террора хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен комиссипе пĕрле оперативлă штабăн ларăвĕ иртнĕ

 


Çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Раççей ФСБ Чăваш Енри Управленийĕн пуçлăхĕ Сергей Софронов Чăваш Енре террора хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен комиссипе пĕрле оперативлă штабăн ларăвне ертсе пынă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев асăннă комиссийĕн ĕçĕ çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланас умĕн иртнине аса илсе хăварнă. Сăмаха май, авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче терроризма хирĕç кĕрешмелли кун пулнине те палăртнă.  «Тĕрлĕ шайра тăракан влаç органĕсенче тăрăшакансен халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăмалла. Ашшĕ-амăшĕсен хăйсен ачисене вĕренме шкула ярсан, вĕсемшĕн ятарлă службăра ĕçлекенсем яланах сыхă тăнине пĕлмелле. Вĕренӳ учрежденийĕсенче инкек пулассинчен  яланах сыхланмалла», - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Чăваш Енре çĕнĕ вĕренӳ çулне шкулсем пĕтĕмпех хатĕрленсе çитнине асăннă.  Шкулсенче туххăмрах полици чĕнме, пушартан сыхланмалли сигнализацисене пĕтĕмпех вырнаçтарнă.  Мĕнпур шкулсенчен 72 проценчĕ видеосăнавлă. Михаил Игнатьев видеосăнавсене пула, çула çитмен ачасем йĕрке пăснине вăхăтра тупса палăртма май панине каланă. «Ĕçсене малашне те йĕркелесе пымалла, видеосăнавсене ытларах паянхи пурнăç таппипе килĕшсе тăраканнисене туянмалла», - тенĕ вăл сăмаха тăснă май.  Çамрăксем хушшинче ытларах та ытларах килĕшӳллĕх пирки тĕрлĕ профилактика ĕçĕсене йĕркелесе пымаллине асăрхаттарнă.  Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова шкулсенче террора хирĕç кĕрешессипе йĕркелесе ирттернĕ ĕçсем пирки тĕплĕн доклад тунă. Кăçал республика хыснинчен асăннă мероприятисене йĕркелеме пĕтĕмпе 20 млн тенкĕ пăхса хăварнине каланă. Сыхлав организацисемпе пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли ĕç хучĕсене ăнланса, яваплăха туйса пурнăçлаканнисемпе алă пусса çирĕплетмеллине каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Енри шалти ĕçсен министерствинче пай пуçлăхĕн çумĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Луговских вĕренӳ çулĕ пуçламăшĕнче  пĕтĕмпе 700 полици ачасене сыхă тăрассине пĕлтернĕ. Шкул автобусĕсене те вĕсем кулленех тĕрĕслевре тытнине асăннă.  Паянхи куна калас пулсан, транспортсене ГЛОНАСС системи çине пурне те  куçарнă. «Асăрханăр – ачасем!» акцине те кашни çулах пысăк шайра йĕркеленине палăртнă. РФ МЧСăн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов хăйĕн сăмахĕнче регионта шкулсем çĕнĕ вĕренӳ çулне туллин хатĕрленсе çитнине тепĕр хут çирĕплетнĕ. Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕччен,  пушартан сыхланас тĕллевпе ятарласа тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеме палăрнине пĕлтернĕ. Федерацин ФСБ Чăваш Енри Управленийĕн пуçлăхĕ Сергей Софронов шкулсенче террора хирĕç кĕрешессипе хатĕрленсе ирттернĕ ĕçсене тĕрĕсленин пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарнă. Вăл каланă тăрăх, шкулсен территорине ятарлă машинăсен çеç кĕме ирĕк пур, ыттисен çук.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев комисси членĕсем тăратнă ыйтусене пурне те çирĕп тĕрĕслеве илме хушнă. «Пурсăмăр та пĕрле пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлесен, право хуралĕнче тăрăшакансем инкексенчен яланах сыхă тăрсан, ун чухне тин пăтăрмахсенчен пăрăнса юлма май килĕ», - тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетнĕ май. Лару ĕçĕнче кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те çивĕч сӳтсе явнă, кашнинпех тивĕçлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.

 Тĕплĕнрех



26 августа 2016
14:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter