Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Енри вĕренӳпе сывлăх сыхлавĕн пайĕсене пĕтĕмпе 24 млн тенкĕ куçарса парасси çинчен Хушăва алă пусса çирĕплетнине пĕлтернĕ, паянхи Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федерацин тĕрлĕ службисен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăра.   «Резерв фондĕнчен куçарса паракан укçа-тенкĕне тухăçлă тата йышăннă мероприятисен планне тĕпе хурса тăкакламалла.  Пурнăçланă ĕçсем пирки РФ Президентне çийĕнчех пĕлтерсе тăмалла», - тесе çирĕп асăрхаттарнă Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствине тата Чăваш Республикин Вĕренӳпе çамрăксен политикин министерствине. 

 Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова объектăн проектпа-смета ĕç хучĕ пĕтĕмпех хатĕррине пĕлтернĕ, объектăн строительство ĕçне пурнăçлама, организацине палăртмалли конкурс та çитес вăхăтрах пулассине каланă.    Чăваш Республикин вĕренӳпе çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова хăйĕн сăмахĕнче Канаш хулине уйăрнă укçа, социаллă пĕлтерĕшлĕ çуртра тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелеме тăкакланассине каланă.  

Чăваш Республикин ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев докладра ĕç укçисем парăмĕ пирки ытларах чарăнса тăнă.  Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурĕ парăм 39,1 млн çитнĕ. Ытларах çак предприятисем йывăрлăха кĕрсе ӳкнĕ: Шупашкарти 1№-лĕ типографи, Канашри «Промтрактор-Вагон АХО,  Çĕнĕ Шупашкарти «УК «Экотехсервис» АУО, Сĕнтĕрвăрринчи  «Городок» МУП,  Чăваш Республикин «Чăвашавтотранс»  ГУП филиалĕ – Урмарти АТП, Шупашкар районĕнчи «Чăваш бройлерĕ» АУО.  Парăмсене çынсене парса татасси ыйтупа Чăваш Республикин Прокуратурипе тата Чăваш Енри Шалти ĕçсен министерствипе  тачă çыхăну тытса ĕçленине пĕлтернĕ министр.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев асăннă служба ĕçченĕсене тав тунă.  «Чăваш бройлерĕ» АУО лару-тăрăвĕ çивĕч тăрать.  Предприятире ĕçлекен 550 çын ĕçсĕр тăрса юлма пултарать. Ĕç  укçин парăмĕ 2,5 млн танлашать.  Кун пирки республика Пуçлăхĕ пăшăрханса каланă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçин çумĕ – тĕрĕслев  Управленийĕн пуçлăхĕ Алексей Метелкин хăйĕн сăмахĕнче, çак асăннă предприятийĕн ертӳçи РФ Патшалăх Думин депутачĕ, «Справедливая Россия» парти членĕ пулнине, вăл предприяти юхăнса пытăр тесе тĕллевлĕн ĕçленине каланă.  «Паянхи халăха тĕрĕс ăнлантарса памалла кун пирки. Йывăрлăха пĕччене пăрахса хăвармăпăр çынсене.  Енчен те халăх ĕçсĕр тăрса юлас пулсан, вĕсене урăх ĕçсемпе тивĕçтерме те тăрăшăпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев. «Чăваш Енри Прокуратурин тата ШĔМ ыйтăва çирĕп тĕрĕслеве илмелле.  Инвесторсене шырамалла, тен  кам та пулин организацине илес тейĕ», - палăртнă вăл.

 Çуллахи шыва кĕмелли сезонăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров тĕплĕн каласа кăтартнă.  Кăçал çулла шывра пурĕ 61 инкек пулнă, вĕсенче 48 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 10 ача путса вилнĕ, 18-шне çăлса хăварма май килнĕ.    Халăх ӳсĕрле шыва кĕни пăшăрхантарать, инкекĕсем те пĕтĕмпех çакăнпа çыхăннă. Ачасем хăйсем тĕллĕн, аслисемсĕр  шыва  кĕме кайнă тĕслĕхсем  пур-пĕрех пур-ха.  Çынсем шывра путса вилнин сăлтавĕсем пирки тăтăшах МИХче пĕлтермеллине çирĕп каланă Михаил Игнатьев.  

Патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн тĕп инспекторĕ Виктор Кочетков  предприятисен лицензи ыйтăвĕ çинчен чарăнса тăнă, тарифсем пирки ыйтса çырнă çăхавсемпе паллаштарнă, тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен каланă, предприятисем халăха коммуналлă пулăшусемпе тивĕçтернĕ чухне йĕркене пăснă тĕслĕхсене тупса палăртнине асăннă.  Йĕркесĕрлĕх ытларах çак предприятисенче: «Пик-1» ТМЯО,  Шупашкарти «Озон» ТМЯО,  Улатăрти «Управление ЖКХ» ТМЯО, Çĕрпӳри УК «Радуга» ТМЯО, Çĕнĕ Шупашкарти  «УК ЖКХ» ТМЯО.  Лицензи пăснă тĕслĕхсем те пур, вĕсем: «Пик-1» ТМЯО, «Алста» ТМЯО, «Текстильщик» ТМЯО,  «Наш двор» ТМЯО, «Авангард-Плюс» ТМЯО,  Улатăрти УК «Управдом» ТМЯО тата вĕсен ертӳçисене те административлă майпа явап тыттармалла тунă. Михаил Игнатьев тӳрĕ кăмăлпа ĕçлемен компанисене малашне те çирĕп тĕрĕслесе тăма хушнă, çак ĕçе прокуратура ĕçченĕсен те хутшăнмаллине каланă. «Пик-1» компани парăмĕ - 128 млн тенкĕ. «2010-2011 çулсенче, эпĕ çак организацине йĕркене кĕртмелли пирки асăрхаттарнăччĕ, анчах та паянхи куна та нимĕнле ылмашу та çук. Нумай хваттерлĕ çуртсене тирпейлесе тытса тăма каллех миллионшар парăм пухса янă çынна суйласа лартни, пачах та килĕшӳллĕ мар», - тенĕ Михаил Игнатьев.   Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин Чăваш Ен Пуçлăхĕ каланă сăмахпа килĕшсе, йĕркене пăсакансене явап тытармаллине палăртнă.    Ку хутĕнче канашлăва пухăннисем африкан чуми пирки те сăмах пуçарнă, тăкак тӳснисене патшалăх енчен укçан  саплаштармалли çинчен калаçнă.

  Канашлăва пухăннисем пенси индексацийĕ пирки те сăмахланă, тĕплĕнрех ыйтупа Федерацин Пенси фончĕн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Роза Кондратьева каласа кăтартнă.  Регионта социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусем пĕтĕмпех пенси саккунĕпе килĕшӳллĕн пурнăçланса пынине каланă вăл. 

 Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕçĕсене  вăхăтлăх пурнăçлакан Константин Яковлев докладра пĕтĕм Раççейĕпе иртекен кино акцийĕ пирки каласа хăварнă, республикăри халăх мероприятине активлă хутшăннине пĕлтернĕ.  Паянхи куна пурĕ 17 пин ытла çын  каçхине тĕрлĕ киносем пăхма кăмăл тунă. 



29 августа 2016
16:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter