Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин Налук службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертӳçипе Марина Петровăпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин Налук службин Чăваш Республикинчи  Управленийĕн ертӳçипе Марина Петровăпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ, налуксемпе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Кун йĕркинчи чи çивĕч ыйтăва, предпринимательсем налуксенчен пăрăннине тĕплĕн пăхса тухнă, тĕрлĕ шайри бюджетсене налуксем епле пуçтарăнса пынине, çитес çул валли лартнă тĕллевсене тишкернĕ. «Экономикăри çăмăлах мар лару-тăрура та Федерацин Налук службин Чăваш Республикинчи Управленийĕ хăйĕн ĕçне тухăçлă пурнăçлать. Кăçал 7 уйăхри кăтартăва илес пулсан та, пĕлтĕрхинчен налук пуçтарассин кăтартăвĕ пысăк.    «Чăваш Республикин 2017-2019-мĕш çулсен бюджечĕпе ĕçленĕ чухне те сирĕн палăртнă прогноз питĕ пĕлтерĕшлĕ. Патшалăх программисене пурнăçлама, тăкаксен пайне эпир шăпах та, сирĕн кăтартăва тĕпе хурса йышăнса пыратпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев. Федерацин Налук службин Чăваш Енри Управленийĕн ертӳçи Марина Петрова хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕ 2016 çулта кăрлач-утă уйăхĕсен кăтартăвĕсем тăрăх, 14,2 млрд танлашнине, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе пăхсан 1,3 млрд чылайрах пулнине, ӳсĕм 10 процент тесе пĕлтернĕ.  Чăваш Республикин республика хыснине 12,2 млрд кĕнĕ, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, 1 млрд 340 млн ытларах, налуксем 12 процент нумайрах пуçтарăннă, бюджета 111 процент пурнăçланă. «Эпир çулталăкăн  9 уйăхри малтанласа палăртнă ĕç пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухрăмăр, ӳсĕм 1 млрд патнелле яхăн пуласси паллă. Темпа чакарма шутламастпăр, нимĕнле йывăрлăха та тумастпăр», - тенĕ Раççей Федерацийĕн Налук службин Чăваш Енри Управленийĕн ертӳçи Марина Петрова.   Республика Пуçлăхĕпе пĕрле тачă çыхăнса ĕçленине кура, налуксем тӳлеменнисенчен парăмсене тĕрлĕ комиссисен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, пурĕ бюджета 50 млн тенкĕ пуçтарма май килнине асăннă вăл. Халăха ĕçе сăмах вĕççĕн калаçса йышăнни тата «сăрă» ĕç укçин калăпăшĕ ӳснин кăтартăвĕ пăшăрхантарать. Кун пирки халăх,  муниципалитетсенче ирттернĕ канашлусенче, сахал мар ыйтăва хускатать. Çакнах Чăваш Ен Пуçлăхĕ те тепĕр хут çирĕплетсе каланă, регионта налук службинче тăрăшакансене, хăйсене шанса панă ĕçе яваплăха туйса пурнăçласа пынăшăн тав тунă.  «Пур çавăн пек предприятисем, çулран çул хăйсен кăтартăвĕсене лайăхлатса пыраççĕ, налуксене те вăхăтра тӳлеççĕ. Пирĕн вĕсене яланах тĕслĕх вырăнне хумалла», - тенĕ Михаил Игнатьев сăмаха пĕтĕмлетнĕ май.   Малашне те Федерацин Налук службин Чăваш Республикинчи Управленипе тачă çыхăну тытма, республика хыснин тупăш пайне ӳстерессишĕн çине тăрса ĕçлессине каланă.



29 августа 2016
14:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter