Шăмăршă районĕ: учительсем канашлăва пухăнчĕç

Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланас умĕн педагогсем районти конференцинче иртнĕ вĕренỹ çулĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе малашнехи çул-йĕре палăртса хăварасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ.

Кăçал та, августăн 26-мĕшĕнче, учительсем хăйсен яланхи анлă пухăвне пуçтарăнчĕç. Конференци ĕçне Чăваш республикин Патшалăх Канашĕн Аппарачĕн ертỹçи А. Ухтияров, Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ О.Мешков, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов, районти "Единая Россия" партин секретарĕ В.Фадеев, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем хутшăнчĕç.

 Педагогсен ĕçĕнчи тĕп тĕллев, яланхи пекех,_ вĕрентỹ ĕçĕн пахалăхне ỹстересси. Ача мĕнле пĕлỹ, хăнăху илесси пуринчен ытла вĕрентекен ăсталăхĕнчен килет. Çавăнпах пуль кăçалхи конференци теми те унпах çыхăннă - "Учителе професси ăсталăхне ỹстермешкĕн кирлĕ аталану майĕсем туса парасси" (условисемпе тивĕçтересси. ("Чăваш Республикинчи педагогсене професси пĕлỹлĕхне кура аталанма майсем туса парасси" ят панă кăçалхи пухăва).

Конференци Культура Керменĕнче иртрĕ. Педагогсемпе хăнасем малтан фойере шкулсем йĕркеленĕ куравпа паллашрĕç. Куравра педагогсен çемье династийĕсем çинчен пĕлме, шкулти сăнав участокĕнче çитĕнтернĕ пахча çимĕç тата тĕрлĕ тĕслĕ чечексем курса киленме май пулчĕ.

 Конференци Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Гимнĕсемпе пуçланчĕ. Кун хыççăн район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политики пайĕн ертỹçи Н.Ендиеров педагогсене çывхарса килекен Пĕлỹ уявĕпе ăшшăн саламларĕ, иртнĕ вĕренỹ çулĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе анлă доклад туса пачĕ. Малалла Шăмăршăри вăтам шкул директорĕ В.Хорькова сăмах илчĕ, шкулти вĕрентỹпе воспитани ĕçне çутатса пачĕ. Çавăн пекех Шăмăршăри "Сказка" ача сачĕн виçĕ çул хушшинчи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен унăн заведующийĕ Л.Сабанова каласа кăтартрĕ. Конференци ĕçне районти вĕрентỹ сферин ĕçченĕсен профсоюз комитечĕн председателĕ С.Жилкина та хутшăнчĕ, обществăлла ĕçре хастар педагогсене Хисеп хучĕпе хавхалантарчĕ.

Çак кун пултаруллă вĕрентекенсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ О.Мешков, район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Денисов, район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политики пайĕн начальникĕ Н.Ендиеров Чăваш Республикин Вĕрентỹпе çамрăксен политики министерствин, район администрацийĕн тата Шăмăршă район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн Хисеп грамотисемпе наградăларĕç. Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине хальхинче Кивĕ Чукалти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул директорĕ Т.Бибукова тивĕçнĕ. Чăваш Республикин Вĕрентỹпе çамрăксен политикин министерстви И.Ревунована (Шăмăршăри вăтам шкул), Г.Мишкинана (Кивĕ Чукалти тĕп шкул) Хисеп грамотипе чысланă. "Юнитэкс" _ çамрăксене çарпа патриоизм енĕпе аталантаракан центр _ панă Тав çырăвĕсем Ю.Ермолаева (Карапай Шăмăршăри вăтам шкул) тата А.Еремеева (Шăмăршăри вăтам шкул) ĕçре хавхалантарса тăрĕç.

Мероприяти Шупашкарти шоу-балет артисчĕсен концерĕпе вĕçленчĕ.



29 августа 2016
11:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter