Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕнчен, ĕç ветеранĕнчен Илья Павлович Прокопьевран тав çырăвĕ килсе çитнĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕнчен, ĕç ветеранĕнчен Илья Павлович Прокопьевран тав çырăвĕ килсе çитнĕ. «Чăваш Республикин Пуçлăхне  Михаил Васильевич Игнатьева, ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансене, Чăваш Республикин Патшалăх Канашне, Шупашкар хулипе Вăрнар районĕн администрацийĕсен ĕçченĕсене,  Чăваш Республикин Пуçлăхĕн çумĕнчи Ватăсен канашне, Чăваш Республикинчи агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен пĕрлешĕвне,  Чăваш Наци музейне,  Чăваш Наци вулавăшне  манăн çуралнă куна, 90 çул çитнине уявлама чаплă мероприяти йĕркелесе пама витĕм кӳнĕшĕн чĕререн тав тăватăп. Республика ертӳлĕхĕ пулăшнипе, юбилей çӳллĕ шайра иртрĕ. Ĕç çыннин çулталăкне халалласа, Чăваш наци музейĕнче ятарлă курав хатĕрлесе тăратнă, ăна пула, чылай çын манăн пултарулăхпа паллашма пултарчĕ. Манăн ĕçсене пысăка хурса хаклани, Чăваш Республики умĕнче тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн орден парса чыслани те çакнах çирĕплетсе парать. Патшалăх наградине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче торжествăлла уявра парса хавхалантарчĕ. Хам ятран тепĕр хут палăртса калатăп,  Чăваш Ен ертӳлĕхĕ ватăсене хисеплени куçкĕретех. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем патне пысăк тимлĕх уйăрать, çителĕклĕ пур условисем те йĕркелесе парать. Сывлăха çирĕплетме тĕрлĕ майсем пур, медицина учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине те çĕнетсе пыма витĕм кӳрет. Чи яваплă ĕçсенче те яланах пирĕн ĕçсене тĕпе хурать, канашлу ыйтать. Çакăн пек ватăсене сума сунасси, яланах патшалăх тата нацийĕн тĕп шăнăрĕ пулса тăнă», - тесе çырнă салам йĕркисенче сумлă ветеран.  



29 августа 2016
18:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter