Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкар хула кунне хатĕрленсе ирттернĕ пысăк савăнăçлă мероприятине хутшăннă

 


Çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкар хула кунне хатĕрленсе ирттернĕ пысăк савăнăçлă мероприятине хутшăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа  «Чăваш Ен – халăхăн тата культурăн вăйĕ», ятлă фестивале çитсе килнĕ. Республика Пуçлăхĕ пултарулăх ушкăнĕсемпе тĕл пулса калаçнă. Çынсем  халăхăн пултарулăхне ялсенче пурăнакансенчен ыйтса тĕрлĕ фольклор йĕркеленине палăртнă. «Возрождение» клуб ĕçченĕсем Галина Лукьянова тата Любовь Жукова  Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева регионта, çав шутрах Çĕнĕ Шупашкарта  пурăнакансен ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшнăшăн тав тунă.   Анжела Филиппова Марий Эл Республикинчен уява килнĕ.  Республика Ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Республикине çакăн пек илемлĕ ăстаçăсем тĕрлĕ регионсенчен килсе çитнĕшĕн ырланă. Уяв мĕнпур халăха пĕрлештернине каланă, килĕшĕве тытса пыма витĕм кӳнине, культурăна аталантарма пулăшнине асăннă. Уява пухăннисене Çĕнĕ Шупашкар хулин кунĕ ячĕпе саламланă.  «Хулан тĕп пуянлăхĕ – кунта пурăнакансем. Вĕсем тăван çĕре, тăван тавралăха юратни куçкĕретех. Ăруран ăрăва  хăйсен пултарулăхне упраса куçарса пыраççĕ, тĕрлĕ халăхăн культурине ăша хывса пурăнаççĕ.   Хула çултан çул илемленсе, çирĕппĕн аталанса пырать. Çул-йĕр хута ярасси, инфратытăма аталантарасси те кирлĕ пек шайра  йĕркеленсе пырать.  Çĕнĕ производствăсем хута каяççĕ, пысăк технологисем вăй илеççĕ, çынсене валли ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ», - тенĕ вăл. Михаил Игнатьев хулан социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне аталантарма витĕм кӳнисене пурне те чĕререн тав сăмахĕсем каланă. Çамрăк ăрăва тĕрĕс воспитани пани питĕ пархатарлă.

 Мероприятине пухăннисене Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Игорь Калиниченко, Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Ольга Зайцева саламланă. Уявра халăхсен илемлĕ кĕпе-тумтирне, ял хуçалăх таварĕсене çав тери хитрен эрешлесе тăратнă. Çак кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хулари пасар шăпипе те кăсăкланнă, çынсене валли хуçалăхра тирпейлесе илекен таварсене халăха сутма, кирлĕ пек условисем йĕркелесе тăратма хушнă вырăнти ертӳлĕхе.  Хыççăн, хăнасем «Делоград» ятлă ачасен пултарулăх пайне çитсе килнĕ, тĕрлĕ професси ĕçĕсене курса хакланă, хулари Ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче ĕçлекенсене ырласа хăварнă. Калăпăр, «Журналист» професси çинчен ачасем республика Пуçлăхне çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕхĕ пирки каласа кăтартнă. Вĕсем час-часах шкулта хаçатсем калăпланине пĕлтернĕ. Сăмаха май, республика Ертӳçинчен интервью та илнĕ.  Çамрăк корреспондентсене Михаил Игнатьев малашнехи пурнăçра пысăк çитĕнӳсемпе утăмлама сĕннĕ. Çак професси влаçпа çынсене пĕрлештерсе тăракан звено пулнине, çавăнпа та яланах халăх патне тĕрĕс хыпара вăхăтра илсе çитерме каланă.  Çамрăк амăшĕ – Мария Борисова, хăйĕн пепкипе уява килнĕ. Хулара ача сачĕсене хальхи пурнăçпа тан аталанса пыма витĕм кӳнĕшĕн республика ертӳлĕхне ырласа тав сăмахĕсем каланă, чăннипех те, инфратытăм çирĕп аталаннине палăртнă.

 Çак кун хулара пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм пулса иртнĕ. Сывлăх сыхлавĕн пайĕнче тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе, халăх сывлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшнисене, Хисеп хăмине уçса, ятарлă вĕсен ячĕсене ылтăн сăрăпа çырса хăварнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта медицинăна аталантарма сахал мар ĕç пурнăçланине, пурлăхпа техника бази пуянланнине, халăха медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес ĕç те пысăк шайра пулса пынине уйрăммăн асăнса хăварнă.  «Чи пысăк кăтарту – халăх нумай çул пурăнни, ача çураласлăх ӳсни», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.     Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова муниципалитетра ача çураласлăхĕн кăтартăвĕ ӳссе пынине пĕлтернĕ,   Хисеп хăмине пурĕ медицина пайĕнче ĕçлекен 28 çынăн ятне кĕртсе вырнаçтарнине асăннă. Вĕсем шутĕнче РФ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ специалисчĕсем пулнине каланă. Пĕр сăмахпа каласан, медицинăра 20 çул ытла вăй хунисем. Реанимаци пайĕнче заведующий пулса тăрăшакан Александр Александров çакăн пек ĕçе йĕркеленине пысăка хакланă. Апла пулсан, çынсен сывлăхĕшĕн таса чунпа ĕçлени кăлăхах мар тенĕ вăл.  1998 çулти йывăр самантсем пирки те чарăнса тăнă. Ун чухне лару-тăру çав тери йывăр пулнине пĕлтернĕ. «Паян вара палăртма кăмăллă, пĕтĕмпех йĕркеллĕ, Чăваш Ен Пуçлăхне, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствине пысăк тав», - тенĕ вăл сăмаха тăсса. Хĕрарăмсене консультацисем памалли поликлиникăн ĕçĕпе кăсăкланнă хăнасем. Çурта нумаях пулмасть тĕпрен юсав ĕçĕсене  туса ирттернĕ. Пултарулăх бульварĕнче Мухтав Аллейине кĕрсе курнă. А.Г.Николаев ячĕллĕ стадионра Чăваш Ен Пуçлăхĕ хула 56 çул тултарнă ятпа уява пухăннисене ăшшăн саламланă, республикăри чи çамрăк хула пулнине каланă. Пысăк инвестици проекчĕсем пурнăçа кĕрсе пынине, технологи вăй илнине, халăха валли сахал мар ĕç йĕркеленине асăннă.  «Çамрăксене аслисем ырă тĕслĕх кăтартса панă. Социаллă пурнăçпа экономика çирĕп ура çинче тăрать. Пуласлăх муниципалитетăн пысăк. Пĕрле эпир тата та ырă ĕçсем тума пултаратпăр, пĕрлĕхре пирĕн вăй», - тесе каланă хăйĕн саламĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.   Чăваш Ен Правительстви РФ Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçленине палăртнă.   Яланхиллех уявра хисепе тивĕçнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.  Çĕнĕ Шупашкар хула пуçлăхĕ Олег Матвеев уяв тĕрлĕ ăрури халăха пĕрлештерсе тăнине каланă. «Çĕнĕ Шупашкар аталанать, патваррăн малалла утать. Телейпе ырлăх кӳрекен хуламăр!», - тенĕ вăл. Хула администрацийĕн ертӳçи Игорь Калиниченко мĕнпур пуçтарăннă çынсене саламланă май, вĕсенчен кашни муниципалитетăн ырлăхĕшĕн тăрăшнине палăртнă. Уяв хаваслă юрă-ташăпа тата фейерверкпа вĕçленнĕ.   Тĕплĕнрех



29 августа 2016
10:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter