Муркаш районĕ: ял çыннисемпе куçа-куçăн

Августăн 2-мĕшĕнче районта пурăнакансен Чăваш Республикин тĕрлĕ министерствисен яваплă ĕçченĕсемпе тĕл пулса калаçма, хăйсене интереслентерекен ыйтусем çине тÿрремĕн хурав илме май пулчĕ. Ĕнер районта Пĕрлехи информаци кунĕн шайĕнче республика ĕç тăвакан влаç органĕсен представителĕсем районти ĕç çынни коллективĕсемпе тĕл пулусем йĕркелерĕç. Ĕç ушкăнне Чăваш Республикин муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн правленийĕн председателĕ Леонид Черкесов ертсе пычĕ. Ушкăн шутĕнче çавăн пекех Чăваш Республикин апат-çимĕç фончĕн ертÿçи, Муркаш районĕн Шупашкар хулинчи ентешлĕхĕн ертÿçи Александр Федотов, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ, Чăваш Республикин сенаторĕ Вадим Николаев, Чăваш Наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов пулчĕç.

Çав кун районти тĕп больницăра ирхи 8 сехетрен тытăнса 14 сехетчен çынсене ансăр специальноç врачĕсем йышăнчĕç: невролог, кардиолог, ревматолог, ачасен гастроэнтерологĕ, ачасен неврологĕ. Аслă ÿсĕмри çынсем валли «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕ умĕнче Шупашкар хулин П.Н. Осипов ячĕллĕ пĕрремĕш больницин куçса çÿрекен «Сывлăх центрĕ» медицина комплексĕ ĕçлерĕ. Унта кирек кам та хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеттерме пултарчĕ. Мăн Сĕнтĕрти 2-мĕш номерлĕ район больницин поликлиники умĕнче вара çынсене «Республикăри онкологи клиника диспансерĕ» бюджет учрежденийĕн куçса çÿрекен «МАДИС» маммографи рентген цифра комплексĕ йышăнчĕ.

Ял çыннисемпе тĕл пулусем Шетмĕпуç, Оринин, Москакасси, Ильинка ял тăрăхĕсен территорийĕсенче иртрĕç.

Шетмĕпуç ял тăрăхĕнче тĕл пулу кунти Культура çуртĕнче иртрĕ. Информаци ушкăнĕн тĕл пулăвне уçнă май, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев çак пĕлтерĕшлĕ мероприятие хутшăнакансемпе паллаштарчĕ, унăн задачисем çинче чарăнса тăчĕ.

Малтанах пухăннисем умĕнче Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă луру-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров тухса калаçрĕ. Вăл палартнă тăрăх, хальхи вăхăтра пушарсенче, шывра тимсĕр пулнипе тата çул-йĕр çинчи инкек-синкекре сахал мар çын пурнăçĕ татăлать. Ансат правилăсене пăхăнманни питех те хакла ларать. Иртнĕ çул республикипе тĕрлĕ инекере 333 çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă пулсан, кăçал çак вăхăта кун пеккисен шучĕ 198 çынна çитнĕ ĕнтĕ. Çитменнине чылай чухне ачасен пурнăçĕ татăлать.

Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов чăвашлăхăн, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшĕпе вырăнĕ пирки калаçу пуçарчĕ. Хамăр чăваш пулнишĕн пирĕн хăпартлану туйăмĕ пулмалла. Раççейре те чăваш наци çыннисем вырăссемпе тутарсем хыççăн пушкăртсемпе пĕрле виççĕмĕшпе тăваттăмĕшсем пулса тăраççĕ.

Çавăн пекех Николай Федорович ача сачĕсенче, шкулсенче чаваш чĕлхине вĕрентессипе çыхăннă ыйтусене хускатрĕ. Хальхи вăхăтра ку ыйту çине ытларах тимлĕх уйăрни те ытлашши пулас çук.

«Пирĕн, чăвашсен, çут çанталăк ырлăх-пурлăхĕ çукрах. Апла пулин те эпир хамăрăн производствăпа экономика аталанăвĕ енĕпе Раççейре малта пыракан регионсем шутĕнче. Пирĕн тĕп пуянлăх вăл - пирĕн çынсем, пирĕн ĕçчен çынсем», - терĕ Чăваш наци конгресĕн ертÿçи.

Чăваш Республикин муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн правленийĕн председателĕ, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов малашне Муркаш районĕпе татах çывăхрах килĕштерсе ĕçлесси пирки каларĕ. Нумаях пулмасть Шупашкар хулипе Муркаш районĕ пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси пирки калакан килĕшĕве алă пуснă. Çапла вара районта пурăнакансем валли хулара хăйсен хушма хуçăлăхĕнчи ял хуçалăх продукцийĕпе сутă тума тÿлевсĕр хушма вырăнсем туса пама палăртаççĕ.

РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ, Чăваш Республикин сенаторĕ Вадим Николаев хăйĕн ĕç биографийĕпе паллаштарнă май çĕрпе тухăçлă усă курассин ыйтăвĕсене малти вырăна кăларчĕ. Çĕре сыхласа хăварасси кăна мар, унпа усă курасси пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Кашни лаптăк çĕр усă пама тивĕç. Усă курмасăр пушă выртакан çĕр пачах пулмалла мар. Çĕр вăл - питĕ пысăк пуянлăх. Çавăнпа та агропромышленоç комплексне малалла аталантарасси стратеги пĕлтерĕшлĕ задача пулса тăрать тесе палăртрĕ Вадим Николаев. «Ял çине ытларах тимлĕх уйăрас пулать. Ял пулсан, Раççей те пулать», - терĕ вăл.

Чăваш Республикин апат-çимĕç фончĕн ертÿçи, Муркаш районĕн Шупашкар хулинчи ентешлĕхĕн ертÿçи Александр Федотов палăртнă тăрăх, апат-çимĕç фончĕсем ытти регионсенче çук. Республикăра ăна чи малтанах ял хуçалăх продукцине туса илекенсене курăмлă пулăшу парас тĕллевпе йĕркеленĕ. Александр Иванович хăйсем пурнăçлакан ĕçсемпе паллаштарчĕ. Демографи ыйтăвĕсем çинче те чарăнса тăчĕ. Паян ялта пурăнма, ĕçлеме пур майсем те пурри пирки каларĕ.

 

Чăваш Наци конгресĕн президенчĕ Николай УГАСЛОВ:

- Муркаш районĕнче пĕрре кăна мар пулма тÿр килчĕ. Иртнĕ кунсенче кăна ял уявĕсенче, Мăн Сĕнтĕрте Çамрăксен уявĕнче, Муркаш райповĕн кунĕнче те пулнăччĕ. Çавна кăна калама пултаратăп. Чăннипех те маттур, ĕçчен халăх пурăнать Муркаш тăрăхĕнче. Вĕсем ĕçлеме те, культурăллă канма та пултараççĕ, спортра та хастар. Республика шайĕнче те районăн ÿсĕмĕсем курăмлă. Республика, çĕршыв аталанăвне Муркашсем те хăйсен чыслă тÿпине хываççĕ.

Муркаш тăрăхĕнче пурăнакансем паянхи кунпа кăна пурăнма хăнăхман, вĕсем малаллах пăхаççĕ. Паянхи тĕл пулусем те çавна лайăх çирĕплетеççĕ. Çынсене тĕрлĕ сферăри пурнăç аталанăвĕн ыйтăвĕсем кăсăклантараççĕ. Çакна ăнланмалла та. Вĕсем хăйсен пурнăçне лайăхрах тăвасшăн, малашлăха çирĕпрех утăмласшăн. Кун пек ăнтăлу пулсан вара малашне те ÿсĕмсем пулаççех тесе шухăшлатăп.

 

Хыççăн информаци ушкăнĕ Оринин ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕл пулчĕ. Тĕл пулу Патаккассинчи тырă тасатса типĕтмелли йĕтем çинче иртрĕ. Паянхи пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе явнă май ял тăрăхĕнче пурăнакансем çĕр ыйтăвне çĕклерĕç. Хăш чухне çĕре харпăрлăха çирĕплетессипе йывăрлăхсем пур. Çавăн пекех ял хуçалăх предприятийĕсене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерессин, ял хуçалăх продукцийĕн хакĕсене ÿстерессин, Муркаш больницин çĕнĕ поликлиникине тăвассин, ĕç стажĕпе çыхăннă ыйтусене хускатакансем пулчĕç. Пурин çине те яваплă ĕçченсем тивĕçлĕ хуравсем пачĕç. (В. Шапошников)



03 августа 2016
17:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter