Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн 7№-лĕ общежитине çитсе килнĕ

 


Çурла 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн 7№-лĕ общежитине çитсе килнĕ. Аслă шкулăн объектне нумаях пулмасть тĕпрен юсав ĕçĕсене ирттернĕ пулнă. Кунта пурăнакан студентсемпе тĕл пулнă, вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров хăйĕн сăмахĕнче общежитине тĕпрен юсама пĕтĕмпе 50 млн тенкĕ тăкакланине пĕлтернĕ. Халĕ кунта 500 студент лайăх условисем йĕркелесе панăшăн савăнса пурăнать. Çуртăн ăш-чиккине тирпейленĕ, чӳречесене ылмаштарнă, алăксене те пĕтĕмпех çĕнетнĕ. Палăртма кăмăллă, общежитире пĕтĕмпех хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан хатĕрсене вырнаçтарнă.  Пӳлĕмсенче таса, хутса ăшăтмалли система та ятарлă. ЧГУ ректорĕ паянхи куна аслă шкулта ют çĕршывсенчен пĕтĕмпе  700 ача ăс пухнине пĕлтернĕ. Вĕсем ытларах: Азирен, Африкăран, Европăран тата ытти çĕршывсенчен. Андрей Александров сăмаха малалла тăснă май, çитес тапхăрпа аслă шкулăн 3№-лĕ общежитине тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелеме палăртса хунине каланă. Аслă шкула пĕлӳ пухма Египтран килнĕ  Санди Абдулмасих, Чăваш Ен Пуçлăхне медицина факультетĕнче ăна питĕ вĕренме килĕшнине пĕлтернĕ, пурăнма хăтлă условисем йĕркелесе панишĕн савăнса, чĕререн тав сăмахĕсем каланă. Çакăн пекех медицина факультетĕнче вĕренекен Алексей Молодов хăйĕн сăмахĕнче, вăл çак общежитире пĕтĕмпе пиллĕк çул пурăннине каланă. «Чун савăнать, çурт питĕ илемленсе кайрĕ, кĕме кăмăллă. Пысăк ĕç туни куçкĕретех», - тенĕ вăл, республика ертӳлĕхне пысăк тимлĕх уйăрнăшăн ырланă.   Кашни çын, енчен те вăл хăйĕн пурнăçĕнче студентсен общежитинче пурăнса курнă пулсан, лайăх чухлама пултарать,   ушкăнра пулма, пĕрле ĕçлеме вĕренсе пыма тăрăшать. Хăй вăхăтĕнче Михаил Игнатьев та студент вăхăтĕнче общежитире пурăннă пулнă, ун чухнехи вăхăтсем ĕмĕрлĕхех ырăпа асра юлнине пĕлтернĕ çамрăксене.  Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн тĕп врачĕ Николай Николаев аслă шкула вĕренме килекенсем тĕрлĕ çĕршывсенчен пулни паха, анчах та вĕсене валли условисем йĕркелесе тăратни пĕлтерĕшлĕ тесе  каланă.  Журналистсемпе калаçнă май, Михаил Игнатьев аслă шкулсен общежитийĕсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесси малашне те планпа килĕшӳллĕн пурнăçланса пырассине палăртнă. «Эпир студентсем лайăх условисенче пурăнччĕр тесе тăрăшатпăр, тарăн пĕлӳ илсе каярах ĕçе те ăнăçлă вырнаçччĕр», - тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.     Тĕплĕнрех  



30 августа 2016
09:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter