Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр хулинче Улатăр районĕн ертӳлĕхĕпе Александр Смирновпа тата Николай Романовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Улатăр хулинче Улатăр районĕн ертӳлĕхĕпе Александр Смирновпа тата Николай Романовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ, кун йĕркинчи чи çивĕч ыйтусенчен пĕрне – африкан чуми пирки тĕплĕн сӳтсе явнă. Харпăр хăй хуçалăхĕнче, енчен те вĕсем сысна усраççĕ пулсан, вĕсемпе ятарлă калаçусем ирттернине тата ветеринари специалисчĕсем кирлĕ пек сĕнӳсемпе пулăшнине пĕлтернĕ Николай Романов. «Паян муниципалитетра сыснасене пĕтĕмпех пăрахăçланă», - тесе каланă вăл. Çитес вăхăтра, халăх тăкак тӳснине кура, патшалăх пулăшăвне те тивĕçессине асăннă, сăмаха май, районта вырма ĕçĕсем хĕрӳ пынине пĕлтернĕ.  Районта мĕнпур шкулсем çĕнĕ вĕренӳ тапхăрне хатĕр тенĕ. Кивĕ Эйпеç тата Кире салисенчи шкулсенче спортзалсене çĕнĕрен юсаса тирпейленине, хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан спорт хатĕрĕсене вырнаçтарнине асăннă.    Район пуçлăхĕ Алексей Смирнов муниципалитетра обществăлла политика лару-тăрвĕ çирĕп пĕр шай аталанса пынине пĕлтернĕ.  Халăха кăсăклантаракан ыйтусене татса парассипе, вырăнти депутатсемпе администраци ертӳлĕхне пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытса ĕçлеме чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.   

 



30 августа 2016
15:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter