Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Улатăр хулинче пулнă

 


Çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Улатăр хулинче çӳренĕ.  Муниципалитетра Чăваш Ен Пуçлăхĕ  автомашина çулĕсене тĕпрен юсав ĕçĕсене ирттернипе кăсăкланнă. Вырăнти çулсене кăçал сарса тирпейлеме хулана пурĕ 20 млн ытла укçа уйăрнă. «Стрелка» микрорайонта республика Пуçлăхĕ халăхпа тĕл пулнă, вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ. 13№-лĕ çурт коменданчĕ Татьяна Артемьева, çĕнĕ çул сарса панăшăн, микрорайона тирпейлеме витĕм кӳнĕшĕн республика ертӳлĕхне ырласа тав сăмахĕсем каланă.  Муниципалитетра пурăнакансем тавралăха тирпей-илем кӳртес ĕçе хастар хутшăннине пĕлтернĕ.  Сăмаха май, çуртсем таврашĕнчи çулсене сарма май пулмĕ-ши? - тесе ыйтнă.   Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче регионта çуртсем таврашĕнче çулсене тирпейлесе сарас ĕçе 2011-мĕш çулта пуçланине палăртнă, малалла та çак ĕçе тăсассине пĕлтернĕ, Татьяна Артемьевăна тăван çĕршĕн, тăван тавралăхшăн пăшăрханса ыйту панăшăн ырланă. «Ĕç çыннин çулталăкĕнче Улатăрти чи активлă та ĕçчен çынсене хисеплесе, патшалăх наградисене парса чысламалла», - тесе каланă муниципалитет ертӳлĕхне Чăваш Ен Пуçлăхĕ.  Çак кун  хулара «Лабиринт» суту-илӳ центрĕнче «Космос» кинотеатр уçăлнă. Кино фондĕнчен пурĕ объекта хута яма  4,7 млн уйăрнă, предприниматель вара 10 млн тенкĕ ытла хушса тăкакланнă. Объектра пĕтĕмпех хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан хатĕрсене вырнаçтарнă.  Кунта пурăнакансемшĕн кинотеатр çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ, паянхи куна пурĕ 3500 çын кино курса хĕпĕртенĕ. Кинотеатр уçăлсан, тӳрех 9 çын ĕçлĕ пулнă. Кăçал Раççейри Кино çулталăкĕнче, пирĕн регионта çĕнĕ кинозалсем - Канашра, Çĕмĕрлере уçăлнă. «Паян ватти-вĕтти кино курма юратать. Историллĕ пулăмсене пăхса, çĕршыв мăнаçлăхне курса ĕненет. Кино уçас ĕçе витĕм кӳнисене пурне те пысăк тав сăмахĕсем калатăп», - тенĕ Михаил Игнатьев.

 Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова хăйĕн сăмахĕнче, пирĕн пурнăçа киносем тата та илемлĕрех, çутăрах, пуянрах тума пулăшчĕр, пысăк культура патне туртăнма вăй-хăват паччĕр тенĕ. Улатăр хула администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Седов халăх кинозал уçăлассине «куç» пек кĕтнине каланă, чăннипех те  пысăк уяв пулнине палăртнă. 2№-лĕ шкулта вĕрентекен Елена Селезнева республика Правительствине  ырланă.

 Çак кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр хулин ертӳлĕхĕпе Николай Зайкипа тата Александр Седовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Калаçу вăхăтĕнче демографи лару-тăрăвне, бюджет, çурт-йĕр  ыйтăвĕсене тĕплĕн сӳтсе явнă. Пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен куçарса çĕнĕ хваттерсемпе çынсене тивĕçтерме, ятарлă йышăннă программăпа килĕшӳллĕн, Улатăр хулине 550 млн куçарса панă. Ĕç епле пурнăçланнине çирĕп тĕрĕслеве илме хушнă вырăнти ертӳçĕсене Михаил Игнатьев. Ку хутĕнче ЖКХ парăмĕсем пирки те сăмах пуçарнă. Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе муниципалитетра  анлă канашлу иртет, хулан социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çул-йĕрне тишкерĕç, малашлăх валли лартнă тĕллевсем пирки канашлĕç.  Пухăннисене пурне те уçăмлăн калаçма чĕнсе хăварнă.  «Пирĕн кашни ыйтăва пĕлмелле, ăна пурнăçлама та çирĕп тĕллевсем лартмалла. Халăх патне яланах тĕрĕс хыпарсене вăхăтра илсе çитермелле», - тенĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  

 Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа хула администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Седов тухса отчет тунă. «Экономика çирĕп пулмасан, хулара пурăнакансен пурнăç условийĕн шайне те, хулана та кирлĕ пек аталантарса пыма хĕн. Экономикăри чи пысăк пай – промышленноç. Пĕрремĕш çур çулта 12 предприятирен 8-шĕн тавар калăпăшĕ ӳснĕ. Пур-пĕрех пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан, ӳсĕм чылай мар. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле, ĕç кăтартăвĕсене хăпартассишĕн çине тăрсах ĕçлĕпĕр», - тенĕ Александр Седов.  Муниципалитет вырăнти бюджета тултарассишĕн сахал мар ĕçленĕ. Кăçал пĕрремĕш çул çулта хула бюджечĕн тупăш пайĕ  236 миллионпа танлашнă. Хулара çул-йĕр, çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса пама республика хыснинчен сахал мар пулăшу куçнă, пĕтĕмпе 72 млн 200 пин тенкĕ. Паянхи кун йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки те чарăнса тăнă, нумай хваттерлĕ çуртсенче, пĕтĕмĕшле халăх усă куракан пурлăха юсав ĕçĕсене ирттересси, коммуналлă хуçалăх пайне кирлĕ пек шайра ĕçлеттересси тата ытти те. 2016 çулта çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне газшăн парăм сахал мар пуçтарăннă, ӳсĕм 24 процента хăпарнă. Хальхи вăхăтра «Газпроммежрегионгаз Чебоксары» ТМЯО ыйтнисене пĕтĕмпех пурнăçланă,  çитес хутса ăшăтмалли тапхăрта тен ыйту вырăнтан хусканĕ тесе каланă вăл.    Хулара нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене ирттересси те хĕрӳ пырать.  Хальлĕхе 11 çурта тирпейлесе пĕтернĕ тата 20-шĕнче юсав пырать. Нумай хваттерлĕ çуртсен фончĕн регионти операторĕ Олимпиада Епифанова Улатăр хулинче пурĕ нумай хваттерлĕ 176 çурт, районта - 7 пулнине палăртнă.  Халăх взноса пухнине, яваплăха туйнине каланă. Аслă çулти 243 ватăна, хваттерсен тăкакĕсене каялла тавăрса панине асăннă. Строительство ĕçĕсен пахалăхне çирĕп тĕрĕслеве илме хушнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Бюджет укçи шута тата тĕрĕслеве юратать», - тенĕ вăл. Чăваш Республикин экономика министрĕн çумĕ Виталий Емельянов хăйĕн сăмахĕнче муниципалитетра предприятисем хăйсем патĕнче ĕçлекенсене пĕчĕк ĕç укçипе тивĕçтернине пĕлтернĕ.   Региона африкан чуми килсе çакланнине кура, предпринимательсем сысна какайне 7-8 процент ӳстернĕ.  Кун пек тĕслĕхсене тупсан, çийĕнчех  кирлĕ пек мерăсем йышăнмаллине асăрхаттарнă пуçлăхсем.  Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Михаил Резников хăйĕн сăмахĕнче, хулана кăçал çулсене сарма республика хыснинчен 48 млн уйăрнине асăннă.

 Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова вĕренӳ пайĕ пирки ытларах чарăнса тăнă, республика Пуçлăхĕ, Чăваш Ен  Правительстви тухăçлă ĕçленине кура, региона федераци енчен вăхăтра тата кирлĕ пек шайра укçа-тенкĕ куçса пынине каланă. Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев хулара историллĕ вырăнсене упраса хăварассишĕн йĕркеленĕ ĕçсем пирки каласа кăтартнă.

 Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина бюджетпа çыхăннă ыйтусем çинчен ытларах калаçнă, муниципалитетăн харпăр хăй тупăшне ӳстерессишĕн çине тăрсах ĕçлемеллине çирĕп асăрхаттарнă. Муниципалитет пĕрлешĕвĕсен Канаш Правленийĕн председателĕ Леонид Черкесов хулара ТОСсем лайăх ĕçленине асăннă, чи хастаррисене Хисеп хучĕсем парса хавхалантарнă. «Юмах» ача сачĕн аслă воспитателĕ хулана аталанса пыма витĕм кӳнĕшĕн республика ертӳлĕхне тав тунă, сăмаха май хулара ятарлă çынсем: логопед, психолог тата ытти специалистсем çителĕксĕр пулнине пĕлтернĕ. Çак кун халăх ыйтăвĕсене тĕрлĕ ертӳçĕсем вырăнтах хурав панă. Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитетăн пуласлăхĕ пысăк пулнине, халăх ĕçе, тăван тавралăха юратнине каланă. Пĕр сăмахпа палăртсан, Улатăр хăйĕн илемлĕхĕпе пурне те хăй патне илĕртет. Кунта хăйне евĕр истори пулăмĕсем туристсемшĕн питĕ кăсăклă пуласси те никама та иккĕлентермест. 

 Регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутатсене суйламалли кун пулнине аса илнĕ.  Раççей наци лидерĕ Владимир Путин патшалăха упраса хăварассишĕн хăйĕн ирĕкĕпе кирлĕ пек çирĕп мерăсем йышăнать. «Раççей Федерацийĕн Президенчĕ тавра пирĕн вăйсем пĕрлешни – çĕршыв тăнăçлăхне упраса хăварас ĕçре çав тери пысăк витĕм кӳрет», - тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе. Яланхиллех ĕçре çитĕнӳсемпе палăрнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.   

 



30 августа 2016
14:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter