Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чуварлей салинче постра ĕçлĕ канашлу йĕркеленĕ, африкан чумипе çыхăннă çивĕч ыйтусене пăхса тухнă

 


Çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чуварлей салинче постра ĕçлĕ канашлу йĕркеленĕ, африкан чумипе çыхăннă çивĕч ыйтусене пăхса тухнă. Видеоканашлу мелĕпе ирттернĕ ĕçе, Улатăр, Пăрачкав районĕсем тата ытти муниципалитетсенчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă. «Эпир кашни кун африкан чумине сирсе ярассипе йышăннă ĕç планне çирĕп пурнăçласа пыратпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев канашлăва пуçланă май.   Пурĕ африкан чумин сиенĕшĕн республика хыснинче Чăваш Ен Финанс министерстви 23 млн 403 пин тенкĕ ытла пăхса хăварнă, вĕсенчен тăкак тӳснĕшĕн халăхсене укçан тивĕçтермелли виçе – пĕтĕмпе 18 млн 239 пин тенкĕ. Йĕркелӳ ĕçĕсене пурнăçлама 5 млн 164 пин тенкĕ уйăрнă. Аса илтеретпĕр, 1 кг сысна какайне (чĕрĕлле) пăрахăçланăшăн,  патшалăх 102 тенкĕ парса саплаштарать, енчен те тавара тирпейлесе ĕлкĕрнĕ пулсан, уншăн 1 кг какайшăн - 146 тенкĕ пама йышăннă. Чăваш Енри Патшалăх ветеринари службин тĕп инспекторĕ  Сергей Скворцов хăйĕн сăмахĕнче, паянхи куна республикăри ытти территорисене африкан чуми ан салантăр тесе çирĕп мерăсем пăхса хăварнине пĕлтернĕ, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтернине каланă. Пăрачкав районĕнче пĕтĕмпе 12 комисси ĕçлет.  Пурĕ 2615 сыснана пĕтернĕ, постра пĕтĕмпе 656 кг какай пăрахăçланă.  Сергей Скворцов Пăрачкав районĕнче пĕтĕмпех ĕçсене йĕркене кĕртсе хăварнине палăртнă.  Пăрачкав район администрацийĕн пуçлăхĕ Евгений Лебедев кулленех муниципалитетра 100 çын асăннă ыйтупа çивĕч ĕçленине каланă. Улатăр район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Романов çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа муниципалитетра ветеринари специалисчĕсемпе пĕрле, халăх хăй те асăннă ыйтупа яваплăха туса ĕçленине пĕлтернĕ. Харпăр хăй хуçалăхĕсенче пĕтĕмпех йĕрке тунине, çынсем хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан африкан чуми пирки тăтăшах пĕрне пĕри çирĕп асăрхаттарса пынине каланă. Раççей ял хуçалăх асăрхавĕн Чăваш Республикипе Ульяновск облаçĕнчи Управленийĕн ертӳçи Алексей Палькин ытларах тирпейленĕ какайсене халăха хăйсен ирĕкĕпе ятарлă службăсене пама хистемеллине тепĕр хут аса илтерсе хăварнă.   Чăваш Республикин çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министрĕн çумĕ Владимир Кузюков ытларах хирти сыснасем пирки калаçнă, вĕсене пĕтерессипе йĕркеленĕ ĕçсем çинчен чарăнса тăнă. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов регионта сысна какайĕ вăтамран 6-9 процент ӳснине каланă, хальхи вăхăтра хаксене шайлаштарас ыйтупа Чăваш Ен Экономика министерствипе тачă çыхăну тытса ĕçленине пĕлтернĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кашни службăна вăхăтра кирлĕ пек мерăсем йышăнассипе яваплăха туйса ĕçе пурнăçланăшăн тав сăмахĕсем каланă.

 



31 августа 2016
09:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter