Каçал ен районĕнче Элпуç тăрăхĕнче çĕнĕ, пысăк, илемлĕ шкул хута кайнă

 


Çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче Каçал ен районĕнче Элпуç тăрăхĕнче çĕнĕ, пысăк, илемлĕ шкул хута кайнă. Уяв самантне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата ытти официаллă çынсем  килсе çитнĕ.  «Çывхарса килекен Пĕлӳ кунĕ умĕн, хальхи пурнăç таппипе килĕшсе тăракан çĕнĕ шкул уçатпăр. Пĕлтĕр кивĕ шкулта пулса куртăмăр. Ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсен сĕнĕвĕсене итлерĕмĕр. Паян вара, пăхма кăмăллă, шкул илемлĕн курăнса ларать», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.   Сăмаха май, регионта кашни çулах 1-2 шкул хута кайнине асăнса хăварнă.  «Вĕрентӳ тытăмне аталантарассипе йышăннă стратегире çитес 10 çул хушшинче реконструкцилеме тата çĕнĕрен хута яма 32 объект палăртса хунă. Ку тĕллевпе ĕçсене пурнăçа кĕртме 12,5 млрд тенкĕ пăхса хăварма йышăннă», - тесе пĕлтернĕ вăл.   Михаил Игнатьев кашни муниципалитетра çĕнĕ шкул çĕкленессине, ачасене паха пĕлӳ илме çителĕклĕ условисем пулассине палăртнă. «Эпир пурте пысăк тавракурăмлă ачасем çитĕнччĕр тесе тăрăшатпăр, пурнăçра тĕрĕс çул-йĕр шыраса тупччĕр тесе ĕмĕтленетпĕр. Шанатпăр, ачасем пĕтĕм кăмăлтан шкула çӳрессине», - тенĕ сăмаха тăсса.  Ачасене валли кунта пĕлӳ илме, спорта çӳреме, пултарулăха туптама çителĕклĕ условисем пур.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  регионта чăвашла вĕрентекенсене валли те ятарлă грантсем пулма пултарассине пĕлтернĕ, енчен те учительсем ачасене тĕрлĕ конкурссенче çĕнтерӳçĕ ята илме паха пĕлӳ параççĕ пулсан.  Кун пирки халлĕхе ĕç хучĕсене йĕркене кĕртсе çитерессипе тăрăшаççĕ. 2016 çулта ачасем Раççей шайĕнчи ăмăртусенче мала тухаççĕ пулсан, вĕсен вĕрентекенĕсене укçан пулăшу парасси пирки те йышăну тунине пĕлтернĕ.   «Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин регионсем умне çивĕч  тĕллевсем лартать.  Пирĕн вĕсене пурнăçа кĕртессипе тăрăшса ĕçлемелле. Эпир çĕршыв лидерĕ тытса пыракан курса тĕпе хурса ĕçлесе пыратпăр», - тенĕ вăл.

 Каçал ен администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин мĕнпур халăх ячĕпе, республика ертӳлĕхне çакăн пек пысăк объекта хута яма витĕм кӳнĕшĕн чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каланă. «Республика Правительстви ялсене пулăшни куçкĕретех. Бюджет укçи-тенки, чăннипех те социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама тăкакланнине куратпăр», - тенĕ вăл.

  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов хăйĕн сăмахĕнче, республика Правительстви, муниципалитет тухăçлă ĕçленине кура, районта юлашки пиллĕк çул хушшинче шкулсенче спортзалсем тирпейленнине, 7 ФАП хута кайнине, çул-йĕрсем реконструкциленнине аса илсе хăварнă.   Çак ĕçсем пĕтĕмпех тĕрлĕ влаçри çынсем пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлесе пынине кура пурнăçланнине палăртнă. Галина Кузнецова, мĕнпур ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе республика ертӳлĕхне,  пур шайри депутатсене те ырласа тав сăмахĕсем каланă.  «Эпир çак куна тахçантанпах кĕтнĕ. Ĕмĕтсем пурнăçланчĕç. Шкул кермен пек пысăк!», - тенĕ вăл.  

Аса илтеретпĕр, çак объекта республикăра 2012-2020 çулсенче вĕрентӳ пайне аталантарассипе йышăннă патшалăх программине тĕпе хурса пурнăçа кĕртнĕ. Çĕнĕ шкула харăсах 165 ача çӳреме пултарать. Кунсăр пуçне шкул çулне çитмен 40 шăпăрлан валли вырăн та хатĕрленĕ.  Шкулăн строительство ĕçне 159 млн тăкакланă. Фагиль Шарафутдинов  «Арка» ТМЯО ертӳçи  строительство графикне  пăсман, вăхăтра çурта хута янă. Шкулăн пĕрремĕш хутĕнче ачасене апатлантармалли, спорт тата юрă-ташă енĕпе пултарулăха туптамалли залсем, медицина уйрăмĕсем, ачасен канăвне усăллă ирттермелли ятарлă пӳлĕмсем тата ытти те. Объектăн иккĕмĕш хутĕнче вулавăш, шкулта ĕçлекенсем валли  ятарлă пӳлĕмсем. Шкул таврашĕнче хоккей, волейбол вылямалли уйрăмсем те çав тери паха.  Надежда Гаврилова ачасен апатлантару пӳлĕмĕнче паянхи пурнăçпа килĕшсе тăракан хатĕрсем вырнаçтарса панăшăн савăнса хăй шухăшне пĕлтернĕ, малашне ачасене валли кунран кун тутлă апат-çимĕç пĕçерсе пама шантарнă.   Николай Ильин шкул директорĕ кăçал пĕлӳ пухма 105 ача килессине, вĕсенчен 16-шĕ пĕрремĕш хут парта хушшине ларассине пĕлтернĕ.    Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нумай функциллĕ вĕрентӳ центрне хута яма пулăшнисене пурне те тав тунă. «Пирĕн тĕллев – çĕршыва валли юрăхлă граждансене çитĕнтересси, паха пĕлӳ парса тивĕçлĕ çынсем пулма вĕрентесси», - тесе пĕтĕмлетнĕ хăйĕн калаçăвне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.      



31 августа 2016
15:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter