Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çӳревре Шăмăршă районĕнче пулнă

 


 Çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çӳревре Шăмăршă районĕнче пулнă.  Çул-йĕр сарма тĕрлĕ хатĕрсем тирпейлесе кăларассипе ĕçлекен «РЭМИСС» ТМЯО паллашнă, кунта вăй хуракансемпе тĕл пулнă.  2013 çулта Шăмăршă салинче предприяти ятарлă база туяннă, халĕ хĕрӳ ĕç пырать. Предприятийĕн генеральнăй директорĕ Минхайдяр Юсупов хăйĕн сăмахĕнче, производствăна тĕпрен юсаса ылмаштарнине, техника базине пуянлатнине пĕлтернĕ республика Пуçлăхне. 2014 çулта тепĕр пĕчĕк завод хута янă. Хальхи вăхăтра предприятире 12 тĕрлĕ тавар калăпланать, çулталăкне организаци 1 млрд 600 млн тенкĕлĕх  тирпейлет. Производствăна çĕнетме пĕтĕмпе предприниматель 100 млн тăкакланă. Организаци пысăк технологине тĕпе хурса ĕçлени те куçкĕретех,  патшалăх контракчĕсемпе ĕçлеççĕ, 2016 çулта пурĕ 165,9 млн тенкĕлĕх ĕç пурнăçлама йышăннă. Çакăн пек пысăк предприяти хута кайни вырăнти бюджетшăн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Çак кун республика Пуçлăхĕ муниципалитет ертӳлĕхĕпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Калаçу вăхăтĕнче ертӳçĕсем ял хуçалăхне аталантарассине, нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене ирттерессине, бюджета тултарассине, инвестици явăçтарассине, малашлăх валли тĕллевсене те çирĕп сӳтсе явнă.    Район пуçлăхĕ Менир Хамдеев тата район администрацийĕн ертӳçи Владимир Денисов регион Ертӳçине муниципалитетăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсем пирки кĕскен каласа хăварнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шăмăршă районĕнче ĕç кăтартăвĕсем япăх маррине, шкулсем пĕтĕмпех çĕнĕ вĕренӳ тапхăрне хатĕррине, ял хуçалăх ĕçченĕсем те тăрăшуллă пулнине палăртнă. Çынсен социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене татса парасси – патшалăхăн приоритечĕ пулнине, кунсăр пуçне бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен шалу укçин виçи те кун йĕркинчех тăнине асăннă вăл.  

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Шăмăршă район администрацийĕн Пуçлăхĕ Владимир Денисов тухса отчет тунă. Кăçал çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне, муниципалитетăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăш пайĕ 116,5 млн, районăн харпăр хăй тупăшĕ 22,7 млн танлашать, 2015 çулхипе пăхас пулсан 101 процент. Шăмăршă районĕнче пурĕ инвестициллĕ 8 проект пурнăçа кĕрет, енчен те çак ĕçсем пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан, халăх валли 47 ĕç вырăнĕ хатĕрленет.  Кăçал пĕрремĕш çур çулта ял хуçалăхне аталантарма пурĕ патшалăх енчен 22,5 млн тенкĕ илнĕ, пĕлтĕрхипе пăхас пулсан 117 процент. Районăн акса çитĕнтермелли çĕр лаптăкĕ 19367 га йышăнать.  Çурла уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне, районта вырма ĕçĕсене пĕтĕмпех вĕçленĕ, пурĕ 23372 тонна тĕш тырă аласа пухса кĕртнĕ. Кăтарту пĕлтĕрхипе илес пулсан, чылай ӳснĕ  - 166 процент. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев   район ертӳлĕхне ытларах муниципалитетра кĕрхи культурăна акса хăварассипе çине тăрса ĕçлеме хушнă.

Чăваш Республикин финанс министрĕн пĕрремĕш çумĕ Фарида Муратова ытларах докладра 2017-2019 – мĕш çулсем валли  бюджетра палăртса хунă тĕп çул-йĕрсем пирки каласа кăтартнă. Чи кирли – районăн харпăр хăй пурлăхĕсемпе тухăçлă ĕçлеме вĕренесси.

 Чăваш Республикин экономика министрĕн пĕрремĕш çумĕ Инна Антонова хăйĕн сăмахĕнче районти лавккасенче хамăр тăрăхра тирпейленсе тухакан таварсем сахал пулнине палăртнă.   Сăмаха май, предпринимательсем усал шĕвеке халăх патне илсе çитернине пăшăрханса пĕлтернĕ, паянхи куна çынсене усал таварсем пирки тăтăшах пĕлтермеллине, халăхăн улталанмалла маррине çирĕп асăрхаттарнă.   Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Михаил Резников докладра районти çулсене сарма бюджетран, Çул-йĕр фондĕнчен 44,6 млн тенкĕ куçарса панине асăннă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев   çулсене сарма проектсене хатĕрлесе çитерме хушнă,  тепре чухне, енчен те ытти регионсем укçа-тенкĕне вăхăтра илсе пыраймасан, вĕсен калăпăшĕ пирĕн республикăна куçма пултарассине асăннă. «Тухăçлă ĕçлени – республикăна 85 млн хушма укçа-тенкĕ явăçтарма ирĕк пачĕ. Çакнашкал кăтартуллă малашне те ĕçлемелле», - тенĕ сăмаха тăсса.  Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Константин Никитин докладра çĕр пайĕсене регистрацилесе учета илессипе  районăн кăтартăвĕ лайăх пулнине, ыттисемшĕн тĕслĕх тенĕ.  Палăртма кăмăллă, муниципалитетăн ял хуçалăх валли уйăрнă усă курман çĕрсем пачах та çук.  Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова шкулсенчи спортзалсене программăпа килĕшӳллĕн ăнăçлă тирпейлесе пынине пĕлтернĕ, ача сачĕсем те çав тери илемлĕн курăнса ларнине палăртнă. Канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев Шăмăршă районĕ активлă аталанса пынине асăннă, предпринимательсене валли çителĕклĕ условисем йĕркеленине каланă. Сăмаха май, Чăваш Республикинче бизнеса аталанса пыма ырă условисем сахал мар, Наци рейтингĕн кăтартăвĕнче те пирĕн регион малта пыраканнисем шутĕнче пулни вара пурне те хавхалантарать. Финанспа пĕлсе усă курнине кура, республика бюджетне 2016 çулта хушма 16 млрд тенкĕ федераци пайĕнчен явăçтарма май килнĕ.  «Приоритетсем паллă. Пирĕн тĕллев - республикăра тăнăçлăха упраса,   лайăх лару-тăрăва çирĕп тытса пырасси.  Шанатпăр, авăн уйăхĕн 18 мĕшĕнче пулакан суйлава та тивĕçлĕ йĕркелесе ирттерсе ярасса», - тенĕ калаçăва пĕтĕмлетсе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.          



31 августа 2016
15:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter