Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Çĕнĕ Шупашкара кайса килнĕ

 


Çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Çĕнĕ Шупашкара кайса килнĕ. Хулара республика Ертӳçи суту-илӳ объекчĕсемпе, çул-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕсен ĕçĕсемпе кăсăкланнă. Винокуров урамĕнче пурăнакансемпе тĕл пулса калаçнă, вĕсен шухăш-кăмăлĕ пирки ыйтса пĕлнĕ. Ертӳçĕсем 18-мĕш №-лĕ лицейпа паллашнă, çула май медицина учрежденийĕнче ĕçлекенсемпе тĕл пулнă, вĕсем халăха медицина пулăшăвĕсене еплерех тивĕçтернине курса ĕненнĕ. Хăнасем вырăнти аптекăсене пăхса çаврăннă, çыннăн пурнăçĕшĕн çав тери кирлĕ эмелсен хакĕсемпе кăсăкланнă. Аптекăсенче хамăр çĕршывра калăпланса тухакан таварсем халăхăн куç умĕнче пулмаллине çирĕп асăрхаттарнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Хулара паллах, ертӳçĕсем вырăнти суту-илӳ объекчĕсене те пăхса çаврăннă. Калăпăр, «Дубрава» лавккара таварсен хакĕсем хаклă пулнишĕн пăшăрханса килнĕ хăнасем. Татьяна Панфилова лавкка хуçи хăйĕн сăмахĕнче çынсене ытларах Чăваш Енре калăпланса тухакан таварсемпе тивĕçтернине каланă. Ку хутĕнче ертӳçĕсем сахăр хакĕ пирки чарăнса тăнă. Енчен те пĕр кг сахăр 63 тенкĕ тăрать пулсан, çынсен пахча-çимĕç, улма-çырла пиçсе çитнĕ вăхăтра мĕнле тавара туянса пĕтермелле. Сăлтавсăр хаксен ӳсме юраманнине çирĕп асăрхаттарнă Ертӳçĕ.  «Овен» лавккара вара пысăк кăлтăк тупнă.   Вăл объект Винокуров урамĕнче пурăнмалли çуртра вырнаçнă. Шăпах та, хăнасем пынă вăхăтра хупă пулнă учреждени.  Тавралăхра тирпейсĕрлĕх хуçаланнине курса ĕненнĕ. Çĕнĕ Шупашкарта çулсене те пăхса тухнă.  Калăпăр, Винокуров урамĕнче муниципалитет ертӳçи Игорь Калиниченко объекта пурнăçа кĕртме конкурспа «Воддорстрой» ТМЯО выляса илнине пĕлтернĕ, ĕçе строительсем утă уйăхĕн вĕçĕнче пуçланине асăннă.  2016-мĕш çулта республика хыснинчен объект валли  41,7 млн уйăрнă.   Çула май хăнасем çак кун çуртсем таврашĕнчи çулсене те пăхнă, халăхпа курнăçнă. Калăпăр, хăш-пĕр урамсенче тирпейсĕрлĕх хуçаланни куçкĕретех. Çынсене хăйсене те тавралăха тирпей-илем кӳртме пулăшма сĕннĕ.   Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев юлашки çулсенче Çĕнĕ Шупашкара еплерех пулăшусемпе тивĕçтерни пирки чарăнса тăнă.  Халăх республика ертӳлĕхне çивĕч ыйтусене татса пама витĕм кӳнĕшĕн пысăк тав сăмахĕсем каланă.  Кăçалхи çула Çĕнĕ Шупашкара çулсене сарма Çул-йĕр фончĕ урлă пĕтĕмпе 70 млн куçарса парассине ырă хыпара каланă республика Ертӳçи.  Çуртсем таврашĕнче çулсене тирпейлес ыйту та кун йĕркинчех тăнине, ăна валли те кирлĕ пек укçа-тенкĕ пăхса хăварнине палăртнă Пуçлăх.  Калас пулсан, юлашки 4 çул хушшинче Çĕнĕ Шупашкарта пĕтĕмпе çуртсем таврашĕнче 108 объект пурнăçланă, çулсене тирпейлесе сарнă. Пĕр пухăннă чух, вырăнти халăх республика Ертӳçине хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусем пирки каласа кăтартнă. Коммуналлă пулăшусемпе усă курнăшăн ӳснĕ тарифсемшĕн, сахал тупăшлă çемьесене социаллă пулăшусемпе тивĕçтерме укçа-тенкĕ уйăрнине пĕлтернĕ Михаил Игнатьев.  Кăçал хулара пурăнакансене, тĕрлĕ категорире пулăшăва тивĕçнисене валли, республика хыснинчен пурĕ 73 млн 625 пин тенкĕ уйăрнине каланă.   Кăтарту 2015-мĕш çулхипе танлаштарсан 20 процент пысăкрах пулни сисĕнет. Çак кун Михаил Игнатьева çынсем  хулара пурăнакан медицина пайĕнче ĕçлекенсен ĕç укçи шайĕ пĕчĕк пулни пирки каласа кăтартнă. Çынсем ыйтăвăн хуравне те тӳрех илнĕ. Республикăра сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансен вăтамран ĕç укçи шайĕ 32 пинпе танлашать. Медицина пайĕнчи хыпара пĕлтернĕ çыннăн ĕç укçи вара, 20 пин тенкĕ. Медицина ĕçченĕ, халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес вырăнне, çынсене хăйĕн ĕç укçи пирки суя хыпара сарни питĕ кăмăллă мар. Кашни çыннăн хăйне шанса панă ĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçламалла, çынсене пăтăрмаха кĕртсе ӳкермелле мар. Кун пирки Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова çирĕп асăрхаттарнă. В.И.Давыдов – Анатри ячĕллĕ вулавăшра ĕçлекенсем халăха ытларах кăсăклантаракан кĕнекесем пирки хăнасене пĕлтернĕ. Çынсене валли çуллахи тапхăрта тĕрлĕ акцисем ирттернине палăртнă. 18-мĕш №-лĕ лицейра пӳлĕмсене пăхса çаврăннă, вĕрентекенсемпе калаçнă. Учреждени Раççей шайĕнче те чи лайăх 500 шкул шутĕнче тăрать. Юлашки виçĕ çул хушшинче кунта вĕренекенсем 48 диплома тивĕçнĕ, физика, математика, информатика, биологи, хими тата ытти предмечĕсемпе ытларах палăрнă. Хăнасем сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕн ĕçĕсемпе паллашнă. Халăх сывлăхне упрасси çине пысăк тимлĕх уйăрнине каланă Михаил Игнатьев. Çулçӳрев ĕçне пĕтĕмлетнĕ май: «Енчен те пиллĕк çул каялла хулара пурăнакансен калама çук нумай ыйтусем пулнă´пулсан, халĕ вара пачах та çук тесен те йăнăш мар, ыйтусене туллин тивĕçтерни куçкĕретех, халăх кăмăллă. ЖКХ пайĕнче те татса паман ыйтусем юланпа пĕрех. Çулсерен хулара пурнăç ырă енне улшăнса пырать. Обществăлла политика лару-тăрăвĕ те лайăх», - тенĕ. Халăха тĕл пулса калаçни аван, туххăмрах тĕрлĕ ыйтусене татса пама, çынсен шухăш-кăмăлĕ пики те пĕлме пулать.   



04 августа 2016
09:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter