Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Йĕпреç тăрăхĕнче пулнă, муниципалитет активĕпе вырăнти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çул-йĕрне пăхса тухнă

 


Çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Йĕпреç тăрăхĕнче пулнă, муниципалитет активĕпе вырăнти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çул-йĕрне пăхса тухнă. Çулталăкăн пĕрремĕш çур çулăн ĕç кăтартăвĕсене тишкернĕ, малашнехи тапхăр валли тĕллевсене палăртнă.  Чи малтанах канашлăва пуçличчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çакăн йышши тĕлпулусем вырăнти халăхăн ыйтăвĕсене вăхăтра татса пама пулăшнине, муниципалитет ĕçне тĕплĕнрех хаклама ирĕк панине асăннă. «Куçа куçăн тĕл пулнă чухне пĕтĕмпех ыйтусене тӳрремĕн каламалла, ун чухне йывăрлăхсене татса пама пулать.  Раççей Президенчĕн хушăвĕсене пурнăçлама, эпир халăх тата хамăрăн ума кирлĕ пек тĕллевсем лартма тăрăшатпăр. Çынсен пурнăç шайне ӳстерсе пырассишĕн ĕçлетпĕр», - тесе уйрăммăн палăртса хăварнă регион Ертӳçи.   Кăçал суйлав иртĕ, муниципалитетсенче обществăлла политика лару-тăрăвне çирĕп тытса пымалла. Таварсен хакĕсем, коммуналлă пулăшусемпе усă курнăшăн тарифсем ӳснине кура, республика хыснинче 2015-мĕш çулхипе танлаштарсан, сахал тупăшлă çемьесене патшалăх енчен пулăшупа тивĕçтерме кăçал укçа-тенкĕне 34 процент ытларах пăхса хăварнине каланă Михаил Игнатьев.   Сăмаха май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев газшăн муниципалитетăн парăм пухăннине аса илнĕ, ăна вăхăтра  татма  сĕннĕ.  «Вырăнти ертӳлĕх ЖКХ пайĕшĕн яваплă. Кашни ĕçе вăхăтра пурнăçламалла», - тесе асăрхаттарнă республика Ертӳçи. Шкулсене çĕнĕ вĕренӳ çулне çурла уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпех хатĕр пулма хушнă, тавралăха тирпей-илем кӳртес ыйтăва та куçран вĕçертме юраманнине асăрхаттарнă. Канашлура çĕр ыйтăвĕ пирки сăмах пуçарнă. Муниципалитета усă курман ял хуçалăх валли уйăрнă çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе тимлĕ ĕçлеме хушнă.  Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Йĕпреç район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Горбунов калаçнă. Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Виталий Емельянов хăйĕн сăмахĕнче лавккасенче ытларах хамăр тăрăхра калăпланса тухакан таварсене вырнаçтарма сĕннĕ, сахăр хакне  сăлтавсăр ӳстерме юраманнине асăрхаттарнă.    Чăваш Республикин çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министрĕ Сергей Павлов докладра вăрман пурлăхне упрамаллине, çуллахи шăрăх вăхăтра пурне те асăрхануллă пулма ыйтнă.  Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов ятарлă уйрăм ыйтусем çинче чарăнса тăнă. Канашлăва  пухăннисем тыр-пул хакĕ пирки те сăмахланă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина докладра вырăнти муниципалитет бюджет пайĕпе епле ĕçлесе пыни пирки каласа хăварнă.  Районти агропромышленноç комплекс пайĕн ветерансен канашĕн председателĕ Алексей Кузьмин хăйĕн сăмахĕнче усă курман çĕр лаптăкĕсем пирки пăшăрханса калаçнă. «Кăçал уй-хирсенче хам куçпа курса ĕнентĕм. Нумай вырăнта уйсенче йывăçсем кашласа лараççĕ. Хальхи вăхăтра ятарлă техникăпа тирпейсĕрлĕхе пĕтерессипе çине тăрса ĕçлеççĕ.  Енчен те ертӳçĕсем тăрăшсан, пĕтĕмпех ĕçе кирлĕ пек шайра пурнăçлама пулать. «Заря» хуçалăхра ферма хăпартса лартма тытăннă, тыр-пула упрама ятарлă объект та хута каясси паллă, апла пулсан, хуçалăх ĕçлет.  Промышленноçа çакăн пек тĕслĕхпе аталантарса пыма тăрăшмалла», - пĕлтернĕ хăш шухăшне вăл. Районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Ольга Тимукова муниципалитетра тавралăха тирпей-илем кӳртессипе хытă тăрăшнине каланă.  Халăх ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Игнатьев вырăнти ертӳлĕхе çул-йĕр сарассипе, ялсенчи халăх пурнăçĕн условисен шайне ӳстерессипе ытларах ĕçлеме хушнă, федераци хыснинчен те пулăшу куçать, укçа-тенкĕпе тухăçлă ĕçлеме чĕнсе хăварнă. «Районăн пуласлăхĕ пур тата çитменнине питĕ лайăх. Пирĕн тĕллев - кăçал та пĕлтĕрхинчен кая мар федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ явăçтарасси. Халлĕхе пĕтĕмпе 16 млрд илме те ĕлкĕрнĕ.  Пулăшăва республикăри районсемпе хуласене куçаратпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев. Паянхи канашлура ĕçре çитĕнӳсемпе палăрнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.  

 



04 августа 2016
15:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter