Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти «Промэнерго» АХО çитсе килнĕ

 


Çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти  «Промэнерго» АХО çитсе килнĕ. Предприяти пысăках мар пулин те, республикăра электротехника пайĕнче анлă сарăлнă. «Промэнерго» АХО генеральнăй директорĕ Анатолий Иванов республика Ертӳçине предприятийĕн çитĕнĕвĕсем пирки каласа кăтартнă.  Çамрăксем хăйсен ĕç вырăнĕсене хисепленине, вĕсен шалăвĕ те 27 пин тенкĕрен те ытла пулнине пĕлтернĕ.  Тимĕр калăплакан цехсене кĕрсе тухнă хăнасем, кунта тăрăшакансемпе тĕл пулса калаçнă. Çак асăннă предприяти Раççейри паллă CAHORS ушкăнпа тачă çыхăну тытса ĕçлет.  «Промэнерго» АХО  пысăк технологисене пăхăнать.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев предприятире тăрăшакансемпе тĕл пулнă, вĕсен шухăш-кăмăлĕ пирки ыйтса пĕлнĕ. Регион Ертӳçи вĕсемпе вĕренӳ, строительство, çул-йĕр ыйтăвĕсене сӳтсе явнă. «Мана çав тери çак предприятире ĕçлеме килĕшет.  Пирĕн çемье спортпа туслă.  Пушă вăхăтра биатлонпа кăсăкланатпăр», - тенĕ Ирина Васильева бухгалтер. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев предприятире тăрăшакансене çитĕнекен ăрăва ĕçлеме, спорта юратма вĕрентнĕшĕн тав тунă. «Предприятийĕн пуласлăхĕ пысăк.  Çăмăлах мар тапхăрта та кунта ĕçлекенсен шалу укçин виçи пачах та чакманни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çамрăксем ĕçе юратса пурнăçлани вара пурне те хавхалантарать. Аслисем хăйсен пуян опытне яш-кĕрĕме вĕрентсе пыраççĕ», - тенĕ  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  



05 августа 2016
16:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter