Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Красноармейски районĕнче пулнă

 


Çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Красноармейски районĕнче пулнă, «Хĕрлĕ Сурăм» ТМЯО тыр-пула еплерех тирпейлесе кĕртнипе кăсăкланнă. Хуçалăх ертӳçи Святослав Иванов  калаçура 727 га çĕр лаптăкĕнчен тĕш тырă пухса кĕртнине, 255 тонна утă, 2600 тонна сенаж хатĕрленине пĕлтернĕ Михаил Игнатьева. Кĕрхи культурăна акса хăварма 150 га çĕре тирпейлесе сухаланине (çĕртме тунине) каланă.  Палăртма кăмăллă, пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан, сĕт сăвăмĕ те хуçалăхăн  3,6 процента çити ӳснĕ. Фермăра пĕтĕмпе шултра мăйракаллă выльăх 800 пуç шутланать, вĕсенчен 290-шĕ сăвăнакан ĕне.  Республика Пуçлăхĕ хуçалăх ертӳçипе малашнехи тĕллевсем пирки сӳтсе явнă, предприятире тăрăшакансемпе калаçнă, ял халăхĕпе тĕл пулнă.  Надежда Михай района хăйĕн çемьипе Луганск хулинчен куçса килнĕ. Халĕ вăл хуçалăхра выльăх тухтăрĕ пулса ĕçлет. «Республика тата вырăнти ертӳлĕх ялсенче халăхăн пурăнмалли пурнăç условийĕн шайĕ пысăк пултăр тесе сахал мар тăрăшать. Эпир куншăн питĕ савăнатпăр. Чи пахи - пуçлăхсем çынсене шантарнă сăмахсене пĕтĕмпех пурнăçа кĕртсе пыраççĕ», - тесе хăй шухăшне каланă вăл. «Ялта ĕçлекенсен шалу укçине кăштах та пулин ӳстерсен аван пулнă пулĕччĕ, ун чухне тен çамрăксем те ытларах яла юлĕç», - тесе сăмаха малалла вакланă Надежда Михай. Çула май, республика Ертӳçи хуçалăхра çуллахи кану вăхăтĕнче ĕçлекен шкул ачисемпе те курнăçнă, вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ. Хăнасем  Красноармейски салинче Г.Степанов урамĕнче вырнаçнă нумай хваттерлĕ çурт шăпипе кăсăкланнă. Ăна республикăра йышăннă ятарлă программăпа килĕшӳллĕн, çуртăн çивĕттине тĕпрен юсанă. Строительство ĕçне 1 812 701,74 тенкĕ тăкакланă.  Палăртмалла, вырăнта пурăнакан халăх çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене ирттернĕшĕн пурте хăйсен пайне укçана парса татманни сисĕнет. Красноармейски район администрацийĕн ертӳçи Сергей Молотков хăйĕн сăмахĕнче пĕтĕмпе муниципалитетра пурăнмалли нумай хваттерлĕ çурт 216 шутланать тенĕ, вĕсенчен 2014-2015-мĕш çулсенче 6-шне тĕпрен юсанине каланă.  «Планпа килĕшӳллĕн 2015-2016-мĕш çулсенче çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене ирттерме пурĕ 2,5 млн пăхса хăварнă. Çак укçапа нумай хваттерлĕ пĕр çурта тирпейленĕ», - тесе сăмаха малалла тăснă район администрацийĕн пуçлăхĕ.  Кăçал тата та тепĕр нумай хваттерлĕ çурта тĕпрен юсав ĕçĕсене ирттерме 1,1 млн пăхса хăварнă. Хальхи вăхăтра строительство ĕçĕсене пурнăçлама организацине палăртмалли конкурс пырать. Çак кун республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вырăнти ертӳлĕхпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ, çынсене кăсăклантаракан ыйтусене сӳтсе явнă.  Район пуçлăхне Олег Димитриева йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене татса парас ĕçре тухăçлă ĕçлеме, яланах муниципалитетпа, çынсемпе  тачă çыхăну тытмаллине асăрхаттарнă. Калаçу вăхăтĕнче шкулсене çĕнĕ вĕренӳ тапхăрне хатĕрлес, тавралăха тирпей-илем кӳртес, пурлăхпа çĕр ыйтăвĕсене те çĕкленĕ. Асăннă кун регион Ертӳçи Михаил Игнатьев муниципалитет активĕпе районти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çул-йĕрне пăхса тухнă, çулталăкăн пĕрремĕш çур çулти ĕç кăтартăвĕсене тишкернĕ, малашнехи тапхăра валли тĕллевсем лартнă.

 



05 августа 2016
09:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter