Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чукун ҫул ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани

Чукун ҫул транспорчӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата  ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе – Чукун ҫул ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлатӑп!

Пирӗн аслӑ ҫӗршывӑмӑрӑн вӗҫӗ-хӗррисӗр анлӑхне паян хурҫӑ магистральсен йышлӑ тытӑмӗсӗр куҫ умне ӳкерме те йывӑр. Вӗсене пула ҫынсене тата тӗрлӗ грузсене турттарас ӗҫ палӑрмаллах лайӑхланчӗ. Ялсемпе хуласене ҫыхӑнтарма пулӑшнӑ май чукун ҫул территорисен социаллӑ пурнӑҫпа экономика ата­ланӑвӗнче паллӑ вырӑн йышӑнса тӑрать тата ҫул ҫӳремелли чи шан­чӑклӑ та хӑтлӑ мел шутланать.

Чукун ҫул ӗҫченӗсен пысӑк ӑсталӑхне, кал-кал ӗҫне пула миллионшар пассажир, ҫавӑн пекех тавар туса кӑларакансем те чукун ҫул транспорчӗн пу­лӑшӑвӗпе хапӑл тусах усӑ кураҫҫӗ. Отрасль ҫӗнелет, халӑха кӳрекен пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхӗ те лайӑхланса пырать, ҫул ҫинче иртекен вӑхӑт вара палӑр­мал­лах кӗс­келет.

Чӑваш Республики отрасль никӗсне йӗркелекен предприятисемпе шан­чӑк­лӑн хутшӑнса ӗҫлет. Пирӗн организацисем чукун ҫул индустрине хӑйсен инновациллӗ таварӗсемпе тах­ҫан­танпах ӑнӑҫлӑн тивӗҫтерсе тӑраҫҫӗ.

Чӑваш Ен паян пысӑк инвестици проектне – «Мускав – Хусан» пысӑк хӑ­вӑрт­лӑхлӑ магистрале – тунӑ ҫӗре хутшӑнать. Республика территорийӗнче ку чухнехи чукун ҫул магистральне 118 ҫухрӑм тӑршшӗ хывмалла, Мускава ҫи­тичченхи ҫулри вӑхӑт вара ҫавна май виҫӗ сехет таран кӗскелмелле. Ҫакӑ ре­гионӑн экономика ата­­ланӑвне ҫӗнӗ вӑй кӳрет, пред­принимательлӗх хастар­лӑхне ӳстерме, ҫӗ­нӗ ӗҫ вырӑнӗ­сем йӗркелеме пу­лӑшать.

Ҫак уяв кунӗнче чукун ҫул транспорчӗн ӗҫченӗсемпе вете­ранӗсене ырми-канми ӗҫӗшӗн, тӑрӑшулӑхӗпе яваплӑхӗшӗн тата хӑйсем суйласа илнӗ ӗҫе чунтан парӑннӑшӑн чун-чӗререн тав тума ирӗк парсамӑр.

Сире ҫирӗп сывлӑх, ҫемьере ырлӑхпа телей, ӗҫре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем су­натӑп!

 

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                            М.Игнатьев

 



05 августа 2016
17:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter