Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Красноармейски районĕнче пулнă, вырăнти активпа муниципалитетăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çул-йĕрне пăхса тухнă, малашнехи тĕллевсене палăртнă

 Çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Красноармейски районĕнче пулнă, вырăнти активпа муниципалитетăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çул-йĕрне пăхса тухнă, малашнехи тĕллевсене палăртнă.  Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçе пуçличчен чи малтан пурне те канашлура уçăмлăн калаçма чĕнсе хăварнă, актуаллă ыйтусене татса парасси çине тимлĕх уйăрма хушнă. Халăхпа тĕл пулнă вăхăтра ытларах çынсем тавралăха тирпей-илем кӳртес ыйтусене хускатнине, çамрăк çемьесем, ачасемпе уçăлса çӳреме, тротуарсем юрăхлă пулманнине пĕлтернĕ ертӳçĕсене.  «Паллах, ыйтусем вырăнти влаçа пырса тивеççĕ. Çак ĕçсене халăхпа пĕрле тăрăшса пурнăçламалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.    «Кирек епле ĕçе те пĕлмелле, чи кăткăс ыйтусене çийĕнчех татмалла», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Халăхăн пурнăç условийĕсен шайне ӳстерме муниципалитетăн майсем сахал мар, яваплăха туйса пур ĕçе те кӳлĕнмелле. Районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕ пирки муниципалитет ертӳçи Сергей Молотков тĕплĕн чарăнса тăнă.  Вырăнти бюджет кăçалхи çур çулта 117,5 млн тенкĕпе танлашнă. Ертӳçĕсем вырма ĕçне тĕплĕн пăхса тухнă. Сергей Молотков хăйĕн докладĕнче муниципалитетра ял хуçалăх пайĕнче тăрăшакансем патшалăх енчен пулăшăва пурĕ 15,7 млн тивĕçнине пĕлтернĕ.   Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес тесе сахал мар тăрăшнă. Предприятисен çĕршĕн тӳлемелли парăмсем пухăннă, ыйтупа çивĕч ĕçленине палăртнă докладра вырăнти ертӳçĕ. Канашлура çул-йĕрсем сарассине, вĕренӳ пайне аталантарассине, культура, спорт, сывлăх сыхлавĕн тытăмĕсене çирĕплетесси пирки те чылай сăмахланă.  Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уйрăм ял тăрăхĕсенче халăхăн пай çĕрĕсем усăсăр выртнине, вĕсемпе те тимлĕн ĕçлемеллине асăрхаттарнă.  Регион Ертӳçи йышлă  çемьесене хваттерсемпе епле тивĕçтернине ыйтса пĕлнĕ. «Çамрăк çемьесене çурт çавăрма коммуникаци пур вырăнсенче çĕр лаптăкĕсене памалла. Унсăрăн вĕсем хăйсен пурăнмалли пурнăç условийĕн шайне ӳстереймĕç. Вырăнти ертӳлĕхĕн тимлĕ пулмалла, май килнĕ таран витĕм кӳме тăрăшмалла», – тенĕ Михаил Игнатьев. Тепĕр çивĕч ыйту – халăхăн ĕç укçин шайĕ пĕчĕкленни, пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан районта ĕçлекенсен шалу укçин виçи  4,6 процента çити чакнă. Уйрăммăн илес пулсан, вĕренӳ пайĕнче ĕçлекенсен тата райпора тăрăшакансен. «Ыйту пурне те хумхантарать.  Кирлĕ пек мерăсем йышăнмалла», - тесе асăрхаттарнă регион Ертӳçи.    Районта усал шĕвеке - эрехе саккунсăр, пĕчĕк хакпа халăх патне илсе çитерни курăнать, право хуралĕнче ĕçлекенсене ыйтăва çирĕп тĕрĕслеве илме хушнă Михаил Игнатьев. Кунсăр пуçне социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсен те сăлтавсăр ӳсмелле маррине çирĕп асăрхаттарнă.  Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов регионти уй-хир ĕçĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă.  Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова вĕренӳ пайĕ çинчен калаçнă, шкул çулне çитмен ачасен ыйтăвне хускатнă. «Палăртма кăмăллă, районта шкулсенче ачасене спорта çӳреме кирлĕ пек условисем хатĕрлесе панă», - тесе асăннă вăл хăйĕн сăмахĕнче. РФ Федераци Канашĕн пайташĕ Вадим Николаев район активлă аталанса пынине палăртнă, анчах та муниципалитетра инвестициллĕ çĕнĕ проектсем вăй илсе пыманнине пăшăрханса каланă,  хуçалăхсене усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне ытларах кĕртессипе ĕçлеме чĕнсе хăварнă.  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов хăйĕн сăмахĕнче районта тĕлĕнмелле хастар та ĕçчен халăх пурăннине асăннă. «Кирпĕч кăларакан завод лартнă чухне шухăша кайнăччĕ, камсене ĕçлеттермелли пирки, енчен те çынсем пулмасан, хуларан илсе килмелле мар-ши тесе те шутланăччĕ. Кăлăхах пăшăрханни, халăх хапăл тусах завода килчĕ, паянхи кун та лайăх ĕçлет», - тесе хăй шухăшне пĕлтернĕ вăл.    Сăмаха май, республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева, РФ Патшалăх Думин депутатне Алена Аршиновăна, пĕр сăмахпа палăртсан, пур ертӳçĕсене те Чăваш Ен ырлăхĕшĕн таса чунпа тăрăшнăшăн тав тунă.  «Кризис тени ĕмĕрлĕх мар. Паянхи куна завод 20 тĕрлĕ тавар калăплать, пахалăх япăхланмасть, калăпăш чакмасть. Пуласлăхра завода тата та анлăлатасшăн, ĕçлекенсен шутне те ӳстерме тĕллев лартнă», - тенĕ Николай Угаслов. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина муниципалитетăн харпăрхăй тупăшĕ пысăк пулнине каланă, анчах та транспортшăн, çĕршĕн тӳлемелли налукран пухăнакан укçа бюджета сахал кĕнине палăртнă.  РФ Президенчĕн  премине тивĕçнĕ Галина Никифорова республика ертӳлĕхне, РФ Патшалăх Думин депутатне Алена Аршиновăна вĕренӳ пайне аталантарма витĕм кӳнĕшĕн чĕререн тав тунă.  Район ертӳçи Олег Димитриев хăйĕн сăмахĕнче республика Ертӳçине уçă калаçушăн ырланă. «Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене яланах тĕрĕслеве илетпĕр. Пирĕн район пурнăçĕшĕн тăрăшакансем сахал мар, малалла та аталанса пыма вăй-халсем пур», - тенĕ вăл. Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев район çыннисене  тухăçлă ĕçленĕшĕн тав сăмахĕсем каланă.   Муниципалитетра пурăнакансене социаллă политика лару- тăрăвне çирĕп тытса пыма, çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани пама, тăван çĕре, тăван тавралăха юратма чĕнсе каланă.   

 Тĕплĕнрех



05 августа 2016
11:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter