Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Чăваш Ен мерченĕ" ачасен сывлăхне çирĕплетекен лагерьте пулнă

 


Çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăваш Ен ахахĕ (мерченĕ)» ачасен сывлăхне çирĕплетекен лагерьте пулнă. Унпа пĕрле çул çӳреве Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, «ТУС» АХО генеральнăй директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов тухнă.  Объектра ачасен канăвне йĕркеллĕ ирттерме хушма спортзал, волейбол, футболла выляма ятарлă вырăнсем хатĕрлесе панă.  Ачасене шыва кĕме бассейн хута янă, апатлантару пайĕ те питĕ хăтлă тунă, территоринче сăнав камерине вырнаçтарнă.   Лагерь хуçи Ольга Борцова ачасемпе пĕрле  хăнасене хăйсен кану вырăнне кăтартса çӳренĕ. Çуллахи тапхăрпа кунта пурĕ икĕ сменăра 818 ача каннă, вĕсенчен 120-шĕ йывăр çемьесенче çитĕнекеннисем. Чăваш Ен Пуçлăхĕ ачасемпе курнăçнă, вĕсемпе пупленĕ.  Паян çак асăннă учреждение ачасем республикăри районсемпе хуласенчен анчах мар, унăн тулашĕнчен те: Чул Хуларан, Мускавран тата ытти вырăнсенчен килсе çитнĕ. Ачасем хăйсем çинчен ертӳçĕсене каласа кăтартнă. «Кунта чи лайăх вожатăйсем.  Пирĕнпе çав тери кăсăклă мероприятисем ирттереççĕ. Тĕрлĕ ăмăртусем час-часах пулаççĕ. Пире паха çимĕçсемпе апатлантараççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, кунта пире килĕшет», - тенĕ шăпăрлансем. Чул хуларан килсе çитнĕ Виктория Коцюба ку лагерьте пиллĕкмĕш хут канать, çитес çул та кунтах килме палăртать.  Регион Ертӳçи «Чăваш Ен мерченĕ» лагерь республикăри чи лайăх учрежденисенчен пĕри тесе палăртнă. «Ачасем çуллахи канăва усăллă ирттереççĕ, сывлăха çирĕплетеççĕ, аталанаççĕ. Паллах, çаксем пуласлăхра вĕсене пысăк витĕм кӳрĕç», - тенĕ Михаил Игнатьев. «Ачасен кунтан каяс килменни - пурне те савăнтарать.   Вĕсем пирĕн пуянлăх. Пирĕн тĕп  тĕллев – çителĕклĕ условисем йĕркелесе тăратасси», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне Николай Угаслова çак лагĕре туянса, паянхи куна тирпейлесе çитернĕшĕн, условисене пĕтĕмпех хатĕрленĕшĕн пысăк тав сăмахĕсем каланă. «Чăннипех те, паян лагерь çав тери хитре те илемлĕ. Эсир бизнесра социаллă пай çине пысăк тимлĕх уйăратăр.  Чăваш Ен çĕрне юратса ĕçлекенсем ытларах пулсан, пирĕн республика тата та вăйлăрах аталанса пырасси куçкĕретех», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов хăйĕн сăмахĕнче объектăн инфратытăмне тĕпрен çĕнетсе улăштарма виçĕ çул хушшинче пурĕ 100 млн. тенкĕ ытла тăкакланине пĕлтернĕ. «Ачасем сывă обществăра çитĕнмелле. Манăн çичĕ мăнук. Ачасемшĕн ырă ĕçсем тăвасси таса тивĕç», - тенĕ вăл.  Тĕплĕнрех

 



05 августа 2016
16:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter