Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Çĕмĕрле хулинче пулнă

Çyрла уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Çĕмĕрле хулинче пулнă. Чи малтан республика Ертӳçипе пĕрле ытти пуçлăхсем хулари 8-мĕш №-лĕ Гимнази ĕçĕпе кăсăкланнă, çĕнĕ вĕренӳ тапхăрне епле хатĕрленнине пăхса тухнă. Лилия Долгова шкул директорĕ çитес вĕренӳ çулне Гимназине пурĕ 696 ача пĕлӳ пухма килнине каланă.   Предпринимательсем пулăшнипе гимназин çивĕттине витеççĕ. Çуртăн виççĕмĕш хутне тирпейлес ĕç хĕрӳ пырать,  объектăн строительство пайне вĕçне-хĕрне тухма пурĕ 6 млн уйăрнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ вĕрентӳ пӳлĕмĕсене кĕрсе курнă, вĕрентекенсен ĕç вырăнĕпе паллашнă, пысăк технологиллĕ шкул хатĕрĕсене курса ĕненнĕ.   Шкул директорĕ хăйĕн сăмахĕнче Гимназирен вĕренсе тухакансенчен 90 проценчĕ аслă шкулсене пĕлӳ пухма кĕнине пĕлтернĕ. Ачасем шкулта хăйсем олимпиадăсенче хутшăнса çитĕнӳсем туни пирки республика Ертӳçине каласа кăтартнă. «Сирĕн пуçаруллă ĕçсене влаç органĕсенче тăрăшакансем яланах тимлĕх уйăрĕç», - тенĕ Михаил Игнатьев. Пĕлтĕр шкул Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Грантне çĕнсе илнĕ,  200 пине тивĕçнĕ. Алексей Сорокин психолог шкулта виççĕмĕш çул ĕçлет.  «Ачасем техникăпа кăсăкланаççĕ. Ку маншăн та питĕ лайăх, чуна савăнтарать», - тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне вĕрентекен. Каламасăрах паллă, Гимназийĕн пуласлăхĕ пысăк.  «Ачасем ăслă, пысăк тавра курăмлă, пĕтĕм Раççей шайĕнче иртекен конкурссенче те çĕнтерӳçĕ ята тивĕçеççĕ.  Вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕсен витĕмлĕхĕ питĕ пысăк», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Муниципалитетра Михаил Игнатьев нумай хваттерлĕ çуртсене пăхса çаврăннă, пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсен шăписемпе кăсăкланнă.  Çĕмĕрле хула администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Зиновьев халăха хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерессипе йышăннă программăпа килĕшӳллĕн 446 çынна çĕнĕ хваттер панине, 219 пурăнмалли çурт-йĕр çавăрнине, вĕсене валли 160 млн тенкĕ тăкакланине пĕлтернĕ.  Программăн виççĕмĕш тапхăрне пурнăçлама 145,5 млн тенкĕ пăхса хăварнине тата та 363 çынăн хваттер ыйтăвне татса пама тĕллев лартнине каланă. Республика Пуçлăхĕ тавралăха тирпей-илем кӳртес ыйту пирки те сăмах пуçарнă, çитменлĕхсене вăхăтра пĕтерме хушнă.   «Строительство ĕçне паха пурнăçламалла.  Предпринимательсен хăйсем çине илнĕ яваплăха тӳрĕ кăмăлпа ĕçлемелле, графика пăхăнса пымалла», - тесе асăрхаттарнă Михаил Игнатьев. Çак кун республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитет ертӳлĕхĕпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Ертӳçĕсем çĕнĕ хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленсе ирттернĕ ĕçсене тĕплĕн сӳтсе явнă. Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Зиновьев хăйĕн сăмахĕнче кăçал хулара тирпей-илем кӳртме пурĕ 30 млн патнелле  тăкакланине пĕлтернĕ. 2014-мĕш çулта нумай хваттерлĕ 13 çурта тĕпрен юсанă. 2015-2016-мĕш çулсенче тата та 14 çурта тĕпрен юсав ĕçне ирттерме палăртса хунă.  Хула пуçлăхĕ докладра ЖКХ пайĕнче çирĕп йĕрке пулнине палăртнă, «Водоканал» ĕç-хĕлĕ пĕчĕккĕн йĕркене кĕрсе пынине, кăлтăкĕ пирки те каласа хăварнă. Шыв юхтармалли пăрăхсем тутăхса кивелнĕ, çĕрсе пĕтнĕ. Халĕ пĕтĕмпех çĕнетнĕ, тăкак икĕ хут чакнине ырă хыпара пĕлтернĕ. «Чи пахи – малалла ăнтăлни. Пурин те кăтартуллă ĕçлемелле», - тенĕ Михаил Игнатьев. Муниципалитет активĕпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ, районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çул-йĕрне пăхса тухнă, малашлăх валли лартнă тĕллевсемпе паллашнă. Хула кунран кун илемленсе пынине каланă вăл. «Çулсем сарас ĕç тухăçлă пулса пырать. Çуртсем таврашĕсенче те тирпейлĕх хуçаланать. ЖКХ пайĕ çĕнĕлле ĕçлеме пуçларĕ.  Çитĕнӳсем куçкĕретех», - тенĕ Михаил Игнатьев. Сахал тупăшлă çемьесене социаллă пулăшусемпе тивĕçтересси патшалăх политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри.  Çемьесене пулăшусем пама 2016-мĕш çулта  укçа-тенкĕ 2015-мĕш çулхипе танлаштарсан 34 процент ытларах пăхса хăварнă. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Çĕмĕрле хула администрацийĕн пуçлăхĕ  Александр Зиновьев доклад тунă.



09 августа 2016
17:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter