Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Çĕмĕрле тăрăхĕнче

Çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Çĕмĕрле тăрăхĕнче çӳрет.  Чи малтан республика Ертӳçи Михаил Игнатьев Çĕмĕрле район пуçлăхĕпе Борис Леонтьевпа тата район администрацийĕн ертӳçипе Лев Рафиновпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Муниципалитет ертӳлĕхĕпе чи актуаллă ыйтусене:  вырăнти бюджета тултарассине, усă курман çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртессине, бюджет пайĕнче тăрăшакансен ĕç укçи пирки сӳтсе явнă. Палăртма кăмăллă, районăн бюджет пайĕ 2015-мĕш çулхипе танлаштарсан 37,7 процента çити ӳснĕ. Кăтартăва регион Ертӳçи пысăка хурса хакланă.   Район администрацийĕн ертӳçи Лев Рафинов хăйĕн сăмахĕнче муниципалитетра хуçалăхсем усă курман çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе çине тăрса ĕçленине пĕлтернĕ.  Район кĕрхи культурăна тепĕр çул валли ытларах акса хăварма тĕллев лартнине каланă.  Калаçу вăхăтĕнче пуçлăхсем шкулсене çĕнĕ вĕренӳ тапхăрне хатĕрленсе ирттернĕ ĕçсем пирки те тĕплĕн сӳтсе явнă.  Паян республика Ертӳçи муниципалитет активĕпе районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çул-йĕрне тишкерет, çитес çур çул валли йышăннă тĕллевсемпе паллашать.  Канашлăва пухăннисене Михаил Игнатьев уçăмлăн калаçма, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене тĕплĕн пĕрле  пăхса тухма чĕнсе каланă. Халăха ĕçпе тивĕçтересси, пысăках мар шкулсене хута ярасси, вĕренӳ пайĕнче вăй хуракансен шалу укçин виçи - республика ертӳлĕхĕпе муниципалитетăн кун йĕркинчи чи çивĕч ыйтусенчен пĕри пулмаллине асăрхаттарнă.   «Ял хуçалăх валли уйăрнă çĕрсем  кулленех ĕçе кĕрсе пыраççĕ, çĕнĕрен те çĕнĕ инвесторсем килсех тăраççĕ.  Чи пахи – çĕр ĕçченĕ хăйне шанса панă ĕçе, тӳрĕ кăмăлпа юратса пурнăçлать», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев. Тепĕр ырă тĕслĕх пирки те чарăнса тăнă вăл. Районта ача çураласлăх пĕлтĕрхипе танлаштарсан 21,2 процент чухлĕ ӳснĕ, халăх нумай çул пурăнни те куçкĕретех.  Ку хутĕнче республика Ертӳçи вĕренӳ пайĕнче тăрăшакансен ĕç укçи пирки сăмах пуçарнă, ыйтăва уçăмлатма хушнă вырăнти ертӳçĕсене.  «Республикипе илес пулсан, асăннă категорире ĕçлекенсен шалу укçи 7 процента çити хăпарнă, кăтартăва чакарма юрамасть», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май. Ку йĕркинчи тĕп ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕ Лев Рафинов доклад тунă, муниципалитетăн харпăр хăй тупăшĕ 2015-мĕш çулхипе танлаштарсан, 37,7 процента çити ӳснине каланă.  Районăн тĕш-тырăна пухса кĕртессипе те кăтартусем лайăх, анчах та хуçалăхсен выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк какайне тирпейлессипе вара çитĕнӳсем  9,9 процента çити чакнине, сĕт сăвăмĕ 8,6 процент чухлĕ аннине пĕлтернĕ вырăнти ертӳçĕ. Çакăн пек начар кăтартăвăн сăлтавне те Лев Рафинов çийĕнчех пĕлтернĕ: «Районта пĕр фермăра ĕнесем лейкоз чирĕпе чирленĕ, вĕсене пĕтĕмпех тирпейлеме тиврĕ. Çитес вăхăтра çĕнĕрен сĕт-çу фермине хута яма палăртатпăр. Унта 200 ĕнерен кая мар пулĕ. Тен ун чухне сĕт сăвăмĕ, аш-какай тирпейлессипе кăтартусем ырă енне улшăнĕç», - тенĕ вăл. 

Канашлура халăхран пуçтарăнакан сĕт хакĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăнă.  Енчен те сĕт пахалăхĕ пысăк пулсан, унăн хакĕ  20 тенкĕрен кая мар пулма юраманнине асăннă ертӳçĕсем. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăх ыйтăвĕсене хуравланă. Пуçлăхсем ялсенче автомашина çулĕсем, кĕперсем сарассине, çĕнĕ урамсене газ кĕртессине, таса шывпа тивĕçтерессине, ялта пурăнакансене патшалăх ял хуçалăхне аталантарма уйăракан пулăшусем пирки çивĕч сӳтсе явнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина Чăваш Республикин тĕп бюджечĕ пирки, 2017-2019-мĕш çулсем валли йышăннă тĕллевсем çинчен тĕплĕн каласа кăтартнă, республика уйăракан укçа-тенкĕпе муниципалитета тухăçлă усă курма чĕнсе каланă вăл. Вырăнти харпăр хăй бюджетне тултарассипе налуксене вăхăтра тата кирлĕ пек шайра пуçтарса пыма,  халăха социаллă пулăшу парас ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрма хушнă.    Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова ытларах федераци йышăннă программăсем пирки чарăнса тăнă, вĕсене республика епле пурнăçласа пыни çинчен каласа кăтартнă, вĕренӳ тытăмĕ епле аталаннине пĕлтернĕ, ăна валли йышăннă çĕнĕ условисемпе паллаштарнă.   Сăмаха май, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуçарăвĕпе, регионта кăçал 32 шкула модернизацилеме тата юсама, çĕнĕрен хута яма палăртса хунине ырă тĕслĕхе каланă. Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хăйĕн сăмахĕнче район ертӳлĕхĕ ял тăрăхĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçленине асăннă, ялсенче старостăсем çынсене кăсăклантаракан ыйтусене татса парас ĕçе пысăк витĕм кӳнине пĕлтернĕ.  Канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕмĕрле халăхĕ ĕçе юратнине, кăтартусем те лайăх пулнине, регионта бизнеса аталанса пыма кирлĕ пек мĕнпур условисем çителĕклĕ пулнине каланă.  Наци рейтингĕнче, Чăваш Республики инвестици илĕртӳлĕхĕн кăтартăвĕпе 9-мĕш вырăнтан 6-мĕш вырăна тухни те пысăк çитĕнӳ пулнине каланă. «Федераци бюджечĕ 10 процента çити сахалланнă пулин те, Чăваш Республикине 16 млрд тенкĕ явăçтарма май килчĕ.  Çак пулăшу пĕлтĕрхипе танлаштарсан самай пысăк. РФ субъекчĕсем хушшинче пирĕн республика бюджетне чи тухăçлă ĕçлекеннисенчен пĕри тесе хакланă», - тенĕ вăл.  «2016-мĕш çулта регион 0,1 процентлă льготăллă кредита 900 млн илнĕ.  Патшалăх парăмне каялла тавăрса парассипе те çирĕп йĕрке йышăннă. Укçа-тенкĕне инвестици тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме тăкаклама палăртса хунă», - тесе сăмаха малалла тăснă Михаил Игнатьев.   Паян та, ĕçре çитĕнӳсемпе палăрнисене, яланхиллех патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.  Тĕплĕнрех



09 августа 2016
13:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter