Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн позицийĕсене вăйлатнă

Политика тата экономика коммуникацийĕсен агенстви 2016 çулхи июльте РФ субъекчĕсен пуçлăхĕсен витĕмĕн черетлĕ рейтингне пичетленĕ. Июнь уйăхĕнчипе танлаштарсан, пирĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев рейтингра хăйĕн позицийĕсене чылай лайăхлатнă, 38-мĕш вырăнтан июльте 24-мĕш вырăна хăпарнă (федерацин Атăлçи округĕнчи регионсем хушшинче - 5-мĕш вырăнта, июньте 7-мĕшĕнче пулнă). Михаил Игнатьевăн витĕмĕ вăйлах ỹснĕ.

Лидерсен ушкăнĕнче малтанхи пекех Мускав мэрĕ Сергей Собянин, Чечен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Рамзан Кадыров, Тутарстан Президенчĕ Рустам Минниханов.



«Ял ěçченě» («Сельский труженик»)
09 августа 2016
08:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter