Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕлӳ кунĕпе саламлани

 

Хаклă ачасем! Хисеплĕ педагогсем, ашшĕ-амăшĕ тата педагогика ĕçĕн ветеранĕсем!

Сире Пĕлӳ кунĕ ячĕпе тата çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланнă ятпа саламлатăп!

Вĕрентӳ патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри пулнă, пулĕ те.

Республикăра мĕнпур ача ăçта пурăннине тата çемье тупăшне пăхмасăр вĕренме, паха пĕлӳ илме пултартăр тесе пĕтĕмпех тăватпăр. Çĕнĕ ача сачĕсем уçатпăр, шкулсем çĕклетпĕр, вĕренӳ организацийĕсен инфратытăмне çĕнететпĕр, çĕнĕ вĕренӳ тата лаборатори оборудованийĕ туянатпăр, физкультурăпа тата спортпа туслă пулмалли, пултарулăха аталантармалли лайăх условисем йĕркелетпĕр.

Тĕллевлĕн ĕçленин кăтартăвĕ - республикăри вĕренӳ учрежденийĕсен пысăк рейтингĕ, пирĕн шкул ачисен тата студентсен пĕтĕм Раççейри тата пĕтĕм тĕнчери олимпиадăсенчи, професси конкурсĕсенчи çĕнтерĕвĕсем. Çак çитĕнӳсенче вĕсен вĕрентекенĕсен - педагогсен тата ашшĕ-амăшĕн тӳпи питĕ пысăк.

2016 çулта Чăваш Ен федераци шайĕнчи вĕрентӳ тытăмне малалла аталантармалли темиçе конкурсра çĕнтерчĕ.

Пирĕн республика Шупашкарти электромеханика колледжĕн никĕсĕ çинчи Регионсен компетенцисен пĕрлехи центрне тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ никĕсĕ çинчи Шупашкарти инжиниринг центрне йĕркелес енĕпе çĕнтерӳçĕ-регионсен йышне кĕчĕ. Çакă професси вĕрентĕвĕн тытăмне 400 миллион тенке яхăн инвестици хывма, пирĕн çамрăксене рынокра кирлĕ профессисемпе специальноçсене тĕнче стандарчĕсемпе тата çĕнĕ технологисемпе килĕшӳллĕн алла илме май парать.

Хисеплĕ вĕрентекенсем тата ашшĕ-амăшĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем! Сире çирĕп сывлăх, малашлăха шанма, ăслă та тӳсĕмлĕ пулма сунатăп.

Хаклă ачасем! Ăса хывакан пĕлӳ сире малашне чи хăюллă ĕмĕтсене пурнăçлама май патăр!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                              М.Игнатьев.



01 сентября 2016
07:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter