Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче Пĕлӳ кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă уява хутшăннă

 


Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче Пĕлӳ кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă уява хутшăннă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев студентсене саламланă май, кăçал регионта пурĕ 999 вĕренӳ учрежденийĕ хăйсен алăкĕсене уçнине пĕлтернĕ. Çĕнĕ вĕренӳ   çулне пĕрремĕш хут парта хушшинче пурĕ 14700 ача ларнине, кăтарту пĕлтĕрхипе танлаштарсан 625 çын нумайрах пулнине палăртнă. 

 Мероприятине пухăннисене саламланă май, университетăн ректорĕ Андрей Александров хăйĕн сăмахĕнче, кăçал çĕнĕ вĕренӳ çулне аслă шкула 2 пин те 300 çын пĕлӳ пухма килнине, вĕсенчен 200-шĕ ытла пĕрремĕш курс студенчĕсем тĕрлĕ ют çĕршывсенчен пулнине пĕлтернĕ.  «Сирĕн ĕмĕтсем пурнăçланса пыччĕр тесе, вĕрентекенсем хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăвасса ĕненетпĕр. Тарăн пĕлӳ парассине те шанатпăр. Эпир республика ертӳлĕхĕпе, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлĕпĕр, сире валли  вĕренме кирлĕ пек условисем йĕркелесе парассишĕн вăй хурăпăр», - тенĕ вăл. Сăмаха май, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ общежитисене тĕпрен юсав ирттерессипе программа йышăннине  тата пирĕн республика Шупашкарти электромеханика колледжĕн никĕсĕ çинчи Регионсен компетенцисен пĕрлехи центрне тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ никĕсĕ çинчи Шупашкарти инжиниринг центрне йĕркелес енĕпе çĕнтерӳçĕ-регионсен йышне кĕнине каланă.  Аслă шкулта пысăк профессионалсем ĕçленине кура, Раççей шайĕнчи аслă шкулсен рейтингĕнче те çӳллĕ вырăн йышăнни куçкĕретех.

Михаил Игнатьев студентсене аслă шкулта тарăн пĕлӳ пухассишĕн тăрăшса вĕренмеллине, мĕншĕн тесен ĕçри ăнăçу ытларах пысăк тавракурăмлăхран та нумай килнине асăннă. «Шкул ачи, студент е вăл вĕрентекен – пурин те пĕрле пулмалла, пĕрлĕхре вăй», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

 Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова хăйĕн сăмахĕнче: «Раççейре вĕренӳ тивĕçлĕ шайра пултăр тесе тăрăшатпăр. Çĕршыв, республика пуласлăхĕ сирĕнтен те нумай килет», - тенĕ. Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов уява пухăннисене çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланнă ятпа саламланă, ăнăçусем суннă, республикăри предприятисемпе организацисем ачасем вĕренсе тухассине кĕтнине палăртнă. Республика ертӳлĕхне, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ, студентсен ячĕпе физматра вĕренекен Артем Григорьев тата пĕрремĕш курсра вĕренекен Надежда Карпова чĕререн тухакан ăшă сăмахсем каланă.         Чăваш патшалăх филармонийĕнче Пĕлӳ кунне халалласа йĕркеленĕ уява И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕренекенсем пуçтарăннă.  Мероприяти пуçланиччен, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕрлĕ курав ĕçĕсемпе паллашнă. Волонтерсем ыр кăмăллăх акцисенче хутшăннине, халăх хушшинче сывă пурнăç йĕркине сарассипе хастар ĕçленине пĕлтернĕ регион Ертӳçине.   Чăваш Рспубликин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çамрăксене пархатарлă ĕç тунăшăн ырласа хăварнă.  Уяв пуçлансан, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннисене ăшшăн саламланă.  И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче 86 çул хушшинче пĕтĕмпе 52 пин специалист  вĕренсе тухнине асăннă, вĕсенчен нумайăшĕ республикăн мăнаçлăхĕ пулнине палăртнă.  Михаил Игнатьев регионта вĕренӳ пайĕ кирлĕ пек шайра аталанса пытăр тесе, сахал мар ĕç пурнăçланине пĕлтернĕ.  «Юлашки пиллĕк çул хушшинче 8 çĕнĕ шкул хута янă, 2025 çул тĕлне тата та 32 объекта тĕпрен реконструкцилеме тата çĕнĕрен хута яма палăртса хунă», - тенĕ сăмаха тăсса. Студентсене çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланнă ятпа университетăн ректорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Иванов саламланă.  Кăçал аслă шкула пурĕ 1215 çын пĕлӳ пухма килнине асăннă, вĕсенчен 928-шĕ бюджет мелĕпе вĕренме кĕнине пĕлтернĕ.  Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова уява килнисене саламланă, студентсене вĕренӳре ăнăçусем суннă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Дмитрий Егоров хăйĕн сăмахĕнче, унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 75 çул пулнине пĕлтернĕ. Кашни çыннăн мĕн ĕмĕрĕпех пĕлӳ пухмаллине каланă. IV курсра вĕренекен Вера Валентинова  çапла каланă: «Аслă шкулăн витĕмĕпе «Таврида» çамрăксем хушшинчи Пĕтĕм Раççей шайĕнче иртнĕ вĕренӳ форумĕнче çĕнтерӳçĕ ята тивĕçрĕм, Раççей Федерацийĕн грантне илтĕм», - тенĕ.  Паянхи мероприятире вĕренӳре çитĕнӳсемпе палăрнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.  Тĕплĕнрех    



01 сентября 2016
13:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter