Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче пурăнакансен Съездне хутшăннă

 Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче пурăнакансен Съездне хутшăннă. Паллă пулăм Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ.  Чи малтанах пухăннă хăнасем тĕрлĕ куравсен ĕçĕсемпе паллашнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Ватăсен канашĕн председателĕ Лев Кураков мероприятине уçнă май, Съезд Чăваш Республикин Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн иртнине пĕлтернĕ.   Малашне те  Съезд халăхсем хушшинчи çыхăнăва, туслăха упраса хăварассишĕн, социаллă пурнăçпа экономикăна аталантарассишĕн ĕçлессине асăннă. «Съезд вăхăтĕнче чи актуаллă ыйтусене сӳтсе явассине шанатăп. Çынсен кăмăл-сипет, культура аталанăвне упраса, патшалăх вăй-хăватне ӳстерессе те ĕненетĕп. Патриотизм пирки сăмах пуçарнă май, Раççей Президенчĕ Владимир Путин та кун пирки пĕр хуччен çеç мар каланă», - тесе палăртнă Лев Кураков.

Съезд ĕçне хутшăннисем умĕнче, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тухса калаçнă. «Эпĕ, сире çак пуçарушăн, чĕререн тав тăватăп. Тĕрлĕ ыйтусене татса парассишĕн, çĕнĕ çул-йĕрсем шырани те палăрать», - тенĕ Михаил Игнатьев. «Паян Чăваш Енре пурĕ 128 наци халăхĕ пурăнать. Вĕсенчен кашнин хăйĕн йăли-йĕрки, историйĕ. Пурсăмăра çирĕп тытса тăраканни - патриотизмăн туйăмĕ пысăк пулни. Маларах пирĕн, Чăваш Ен тĕрлĕ халăх умĕнче палăрса тăман пулин те,  халĕ вара инновацилле çирĕп аталанса пыракан регион пулса тăчĕ.  Раççейĕн кашни кĕтесĕнче ăна лайăх пĕлеççĕ. Пурăнма кунта пур условисем те çителĕклĕ», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май Михаил Игнатьев.    Раççейри 85 регион хушшинче пирĕн республика хисеплĕ 6-мĕш вырăнта тăрать, наци рейтингĕн инвестици илĕртӳллĕхĕн кăтартăвĕпе. Бизнеса аталанма меллĕ.   Çулсерен çĕнĕрен те çĕнĕ призводствăсем хута каяççĕ. Халăх валли ĕç вырăнĕ хатĕрленет. Республикăн экономика пайĕ çирĕп «ура» çинче тăрать. Промышленноç производствин калăпăшĕ  кăçал çичĕ уйăхра 114 процентпа танлашнă, ял хуçалăхĕ - 109 процента çитнĕ. «Ачасем – пирĕн пуласлăх!  Кунта ачасене пурăнма пур условисем те çителĕклĕ. Ачасен вилеслĕхĕн кăтартăвĕ чи пĕчĕкки çĕршывра. Нумай çул пурăнакансен йышĕ те кулленех ӳссе пырать», - тенĕ Михаил Игнатьев.   «Чăваш Республикинче çĕнĕ шкулсем, ача сачĕсем хута каяççĕ, спорт объекчĕсем çĕкленсе пыраççĕ. 2025-мĕш çул тĕлне тата та 32 шкула тĕпрен юсаса реконструкцилеме палăртса хунă. Хулара ачасене шкула иккĕмĕш сменăна çӳреттерессине пачах пăрахăçлама тĕллев лартнă. Регионта халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси çине те пысăк тимлĕх уйăрни куçкĕретех.   2019 çул тĕлне кашни  иккĕмĕш ФАПа çĕнетме палăртса хунă.  Нумаях пулмасть, республикăра тĕнче шайĕнчи пысăк онкологи диспансерĕн çĕнĕ хирурги  центрĕ хута кайрĕ», - тесе пĕлтернĕ вăл.  Сахал тупăшлă çемьесене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтересси те кирлĕ пек шайра пулса пырать.   Регионта нумай ачаллă çемьесен йышĕ ӳсни савăнтарать.  «Хисеплĕ ентешсем! Эпир пур те тăнăç аталанса пыракан çĕршывра пурăнасшăн. Культура, йăла-йĕрке, чĕлхе – пирĕн тĕп мул шутланать.  Пирĕн пĕрлĕх – малашнехи пурнăçăн тĕп çăл-куçĕ.  Пĕрле пурăнсан, ĕçлесен тата та пысăк çитĕнӳсем тума пултаратпăр.  Пĕрлĕхре пирĕн вăй!  Пĕтĕм чун-чĕререн сире саламлатăп. Пĕрне-пĕри хисеплесе, килĕштерсе пурăнма сĕнетĕп.  Съезда пухăннисене пĕр-пĕринпе уçăмлăх калаçма чĕнетĕп», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Раççейри халăхсен Ассамблейĕн Канаш председателĕ Светлана Смирнова, Шупашкар тата Чăваш Ен Митрополичĕ Варнава, Мускав, Тĕп регион тата Чăваш Ен муфтийĕ, Раççей Федерацийĕн Общество палатин членĕ, Альбир Крганов, РФ Общество палатин  членĕ, паллă ăсчах Николай Дроздов тата ытти официаллă хăнасем  саламланă. Светлана Смирнова Ассамблей ĕçĕ-хĕлĕ пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. 1990 çулсенче наци культурине, чĕлхине упраса хăварасси тĕп ыйту пулнă пулсассăн, халĕ вара пĕрлĕх ыйтăвĕ чи малти ретре тăнине каланă. Михаил Игнатьева пысăк витĕм кӳнĕшĕн ырласа тав тунă. 

 Шупашкар тата Чăваш Ен Митрополичĕ Варнава  Чăваш Республикинче пурĕ вăл 40 çул пурăннине пĕлтернĕ. Республика ешерсе, илемленсе пынине асăннă. «Эпĕ кунта пурăнатăп, пĕтĕмпех хам куçпа курса савăнатăп, регион мăнаçланса пынишĕн.  Чăваш Ен Правительстви халăх ырлăхĕшĕн тăрăшни куçкĕретех», - тенĕ вăл хăйĕн сăмахĕнче. Мускав, Тĕп регион тата Чăваш Ен муфтийĕ, Раççей Федерацийĕн Общество палатин членĕ, Альбир Крганов хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен историйĕшĕн çак пулăм çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă. «Республика паянхи пурнăç таппипе тӳр килсе пурăнать, наци культури вăй илет, тĕрлĕ халăхсем пĕр-прне ăнланса, килĕштерсе пурăнни те никамшăн та вăрттăнлăх мар», - тенĕ вăл.

Николай Дроздов Чăваш Республики ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулнине çирĕплетсе каланă, çак мероприяти пĕлтерĕшлине палăртнă.  Тĕнчери халăх форумне Мускавра ирттересси пирки те сăмах  пуçарнă. Тутарстан Республикин Халăх туслăхĕн çурчĕн директорĕ Ирек Шарипов Тутарстан Республикин ертӳлĕхĕ ячĕпе чĕререн тав тунă.   Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Константин Яковлев кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусемпе паллаштарнă. Тухса калаçакансем: истори ăслăлăхĕн докторĕ Иван Бойко профессор, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Наци конгрессĕн регионсем хушшинчи обществăлла организацийĕн ертӳçи Николай Угаслов,  Чăваш Республикинчи вырăс халăх культура центрĕн председателĕн çумĕ Вероника Исаева, Чăваш Республикинчи тутарсен наци культурин автономийĕн председателĕ Ферит Гибатдинов, Пĕтĕм Раççейри  Азербайджан Конгрессĕн ертӳçи Азиз Бадиров,  Чечен Республикинчи чăвашсен тата çурçĕр Кавказ тăрăхĕн культурине тытса пыракан представитель Салман Майрукаев, Чăваш  Енри нимĕçсен культура центрĕн председателĕ Элона Румянцева тата та ытти нумай официаллă çынсем калаçнă. Ку хутĕнче ĕçе пухăннисем Чăваш Республикин халăхсен Ассамблейне йĕркелесси пирки йышăну тунă, уставне çирĕплетнĕ. Чăваш Енри халăх Ассамблейĕн председателĕ пулма Лев Куракова суйланă.  Чăваш Республикин Пуçлăхне, Лев Кураков чун-чĕререн тав тунă, Михаил Игнатьев тăван культурăна юратнине, хисепленине каланă. Çав тери ăслă çын тесе хакланă республика Ертӳçине сумлă ентеш.    Хисепе тивĕçнисене наградăсем парса чысланă. Мероприяти уяв концерчĕпе вĕçленнĕ.  Тĕплĕнрех



12 сентября 2016
15:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter