Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ульяновск хула кунĕн уявне çитсе килнĕ

 


Авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ульяновск облаçĕн Губернаторĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Сергей Морозов йыхравланипе, Хула кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă мероприятине çитсе килнĕ.  Уявра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Владислав Третьяк пулнă. Ульяновск облаçĕн Губернаторĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Сергей Морозов хăйĕн сăмахĕнче, пухăннисене саламланă май, Чăваш Ен Пуçлăхне çак паллă куна килсе çитнĕшĕн тав тунă. «Хамăн çывăх юлташăма, Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева, туссене пурне те чĕререн ырлатăп, мероприятине пухăннăшăн.  Халăхсем хушшинчи çирĕп çыхăнăва, туслăха упрама пĕлнишĕн, Раççейе сума суннишĕн уйрăммăн тав. Эсир, тĕслĕх вырăнĕнче», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май. «Наци ялĕ» культура комплексне уçни – тĕрлĕ нациллĕ облаçшăн питĕ вырăнлă. Кунта 120 наци çыннисем пурăнаççĕ.  Уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ чăвашсен ялĕ чи малтан уçăлни. Ульяновскра пурăнакансемшĕн савăнăç. Наци ялĕ кану вырăнĕ пулса тăрĕ.  Кунта хăнасем тĕрлĕ халăхсен йăли-йĕркипе, культурипе, историйĕпе паллашма пултараççĕ. Чăваш Ен культура автономине уйрăммăн пысăк тав, пирĕн пуçарăва тĕпе хурса витĕм кӳнĕшĕн.  Çак вырăн - халăхсене пĕрлештерекенни, пĕр чăмăра пухаканни пулĕ», - тенĕ  Сергей Морозов.

  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Хула кунĕпе мĕнпур çынсене ăшшăн саламланă. «Чĕмпĕр çĕрĕ çинче пулма питĕ кăмăллă.  Региона ертсе пынă тапхăрта, Сергей Иванович Морозов, пĕр тан тăнăç аталанса пыракан облаç  туса хучĕ. Вуншар миллиарда яхăн укçа, предпринимательсем аталанса пыччĕр, пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеччĕр тесе тăкакланă.  Паян нимĕн иккĕленмесĕрех калама пулать, Ульяновск хули те Ульяновск облаçĕ те Раççейре чи ăнăçлă аталанса пыраканнисем», - палăртнă Михаил Игнатьев.  Урамра музей йĕркелени – регионăн историне ытларах та ытларах пĕлме пулăшать. «Ульяновск облаçĕнчи Чăваш наци культурин автономийĕ» обществăлла организацийĕн ертӳçине Олег Мустаева тата регионти мĕнпур халăха чăваш культурине аталантарас ĕçе пысăк витĕм кӳнĕшĕн тав тунă.      «Пирĕн ырă ĕçсем тумалла, туслăхра, килĕшӳре, пире çутта кăлараканăмăр, Иван Яковлевăн пехилне малалла тăсса  пурăнмалла», - тенĕ вăл.

 Владислав Третьяк Ульяновск çĕрĕ çинче çакăн пек объектсем хута кайни - историллĕ пулăм пулнине асăннă, çак уяв Раççейри тĕрлĕ халăха пĕрлештерсе тăма пулăшнине каланă. Наци ялĕн строительство ĕçне 2013-мĕш çулта пуçланă.  Кунта тĕрлĕ халăхсен: чăваш, азербайджан, осетин, тутар, еврей, ингуш, армян тата ытти халăхăн культурине пĕр-пĕринпе çыхăнтарнă. Чăваш ялĕнче музей, наци ресторанĕ, тĕрлĕ литература тата ыттине те вырнаçтарнă. Торжествăлла пайра Михаил Игнатьев Раççейри тĕрлĕ халăхшăн, çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв çав тери паха пулнине, тарăн истори, культура пуриншĕн те пархатарлине асăннă. «Эсир ăруран-ăрăва йăла-йĕркене, çемье пуянлăхне упраса тытса пыратăр. Çамрăк яш-кĕрĕм сирĕн ĕçе тĕпе хурса, вĕренсе пырать.  Сергей Иванович Морозов халăхшăн таса чунпа, яваплăха туйса ĕçлет. Тăван çĕре, тăван тавралăха юратни куçкĕретех. Ульяновск кунран кун хитреленсе пырать», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Регионăн пуласлăх та пысăк пулнине çирĕплетсех каланă вăл. «Ульяновскра пурăнакансем ыранхи куна шанаççĕ. Сергей Морозова тата вăл ертсе пыракан командăн пайташĕсене те ĕненеççĕ. Сире тăнăçлăхпа килĕшӳ сунатăп!», - тенĕ уява пухăннисене саламланă май.

Çак кун Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Ульяновск облаçĕн Губернаторĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Сергей Морозов журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă.  Михаил Игнатьев кӳршĕллĕ регионсем пĕр-пĕринпе туслă пурăннине, Сергей Морозова çак ĕçе пысăк витĕм кӳнĕшĕн ырланă. Сергей Морозовăн, регионта инвестици илĕртӳлĕхне аталантарассипе ĕç кăтартăвне,  пысăка хурса хакланă Михаил Игнатьев. «Юлашки çулсенче регион епле илемленсе, аталанса пынине куратăп.  Бизнес валли условисем çав тери паха, заводсем хута каяççĕ. Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеççĕ. Ульяновск облаçĕн çитĕнĕвĕсемшĕн савăнатăп. Эпир пĕр-пĕрин паха опытне тĕпе хурса ĕçлесе пыратпăр. Ку чи кирли. Пирĕн çĕршывăн  наци лидерĕ Владимир Владимирович Путин, тĕллевĕсене пурнăçа кĕртсе пырассишĕн тăрăшатпăр. Пĕрле яланах ĕçлемелле, экономикăна аталантарса пымалла.  Халăхсене пурăнма кирлĕ пек условисем йĕркелессишĕн вăй хумалла», - палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.    Сергей Морозов хăйĕн сăмахĕнче: «Регион нумай нациллĕ, пĕтĕмпе 120 тĕрлĕ халăх пурăнать. Уйрăмах чăвашсем пирĕн тăрăхра анлăн сарăлнă. Чăваш Республики, пирĕншĕн тĕслĕх вырăнĕнче.  Чăваш Енĕн агропромышленноç пайĕ кирлĕ пек аталанать. Раççейри регионсен пуçлăхĕсем хушшинче чи пысăк тавракурăмлă ертӳçĕсенчен пĕри - Михаил Игнатьев. Тавралăха тирпей-илем кӳртес ĕçе пысăк витĕм кӳрет», - тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне Сергей Морозов.

 Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева тата Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Владислав Третьяка Ульяновск облаçĕн Губернаторĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Сергей Морозов «Атăл – Спорт – Арена» Спорт керменĕпе паллаштарнă. Кунта шăпах та, Раççейĕн пĕрлештернĕ ушкăнĕпе Ульяновск облаçăн  команди хушшинче хоккейла выляссипе ăмăртусем иртнĕ.  Çак кун пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен юрри-ташшипе куракансен кăмăлне «ыткăна» илнĕ.  Икĕ ренгион хушшинчи туслăха упраса тытса пырас ĕçре пысăк çитĕнӳсемпе палăрнăшăн, Ульяновск облаçĕн Губернаторĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Сергей Морозов, Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева туслăх медальне парса чысланă.   Тĕплĕнрех  



12 сентября 2016
09:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter