Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕмĕрле хулине ĕçлĕ визитпа кайса килнĕ

 


Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕмĕрле хулине ĕçлĕ визитпа кайса килнĕ. Муниципалитетра республика Пуçлăхĕ автомобиль фургонĕсен комбинат ĕçĕпе паллашнă. Çак кун шăпах та, çĕнĕ цех хута кайнă. Республика Ертӳçи паллă пулăма хутшăннă.

Комбинатăн Директорсен Канашĕн председателĕ Алий Чеченов хăйĕн сăмахĕнче, предприяти пĕр тан аталанса пынине, Раççейре те паллă тесе асăннă. Кунта пурĕ 1100 çын вăй хурать.  Çĕнĕ цех хута кайнине кура, тата та 50 ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ.  «Чăваш Республикин экономика аталанăвне çак предприяти пысăк тӳпе хывать.  Пурĕ çĕршыв бюджетне пĕлтĕр 454 млн тенкĕ налук хывнă. Кăçал çак кăтарту 700 млн çитесси паллă. Экономикăри йывăр лару-тăрăва пăхмасăрах, предприятире тăрăшакансен ĕç укçин виçи 22 процент ӳснĕ.  Вăтамран организацире  ĕçлекенсен шалу укçи 37 пинпе танлашать.  Предприятийĕн тупăшĕ 90 процент ӳснĕ. Малашне те хамăр ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама шантаратпăр», - тенĕ Алий Чеченов.  Предприяти инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртсе пырать. «Газ», «Камаз», «Урал», «КрАЗ» автомашина валли тĕрлĕ хатĕрсем, çав шутрах прицепсем калăплать. Кадр ыйтăвĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрать организаци.  Тĕрлĕ çĕршывсенче специалистсем хăйсен тавракурăмне ӳстерсе пыраççĕ. Пуласлăхра предприяти ял хуçалăх валли техникăсем тирпейлесе кăларма, ют çĕршывсене тивĕçтерме палăртать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хулашăн çак комбинат çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. Организаци тăтăшах РФ Шалти ĕçсен министерствипе, Оборона министерствипе тачă çыхăну тытнине асăннă. Раççейри чи пысăк компанисене таварсене тирпейлесе тăратнине пĕлтернĕ. «Паянхи çăмăлах мар лару-тăрура та патшалăх заказĕсене пурнăçлать. Пĕр тан лайăх аталанать. Чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри – халăх валли ĕç вырăнĕсем йĕркеленни. Сире тухăçлă ĕçленĕшĕн пысăк тав. Таварсен пахалăхĕ пысăк шайра пулни те куçкĕретех», - палăртса каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Сăмаха май, юлашки çулсенче хулан сăн-сăпачĕ ырă енне улшăнса пынине асăннă. «Муниципалитет хитреленсе пытăр тесессĕн, пирĕн пурин те яваплăха туйса ĕçлемелле, тăрăшмалла.  Ун чухне тин, хула пурин кăмăлне те кайĕ. Çĕнĕрен те çĕнĕ инвесторсем килĕç», - тенĕ Михаил Игнатьев.

 Çак кун хула 100 çул çитнине халалласа пысăк мероприятисем иртнĕ. Ленин урамĕнче вĕренӳ пайне тĕпе хурса, тĕрлĕ предприятисем куравсем хатĕрлесе тăратнă. Ятарлă техникăсен шествийĕ иртнĕ.  Михаил Игнатьев Çĕнтерӳ скверĕнче пулнă. Хăнасем ача-пăча ăсталăхĕпе кăсăкланнă, куравсене пăхса çаврăннă.  Шăлсене сиплекен учрежденине тĕпрен юсав тунă.  Республика Пуçлăхĕ строительство ĕçĕн пахалăхне курса ĕненнĕ. Ĕмĕрлĕх вут-çулăмĕ умне чĕрĕ чечексем хунă хăнасем. Çĕмĕрле хулине 100 çул çитнĕ ятпа уява пухăннисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă.  Паянхи куна Раççей оборона промышленноç комплексĕпе хула историйĕ, завод тачă çыхăннине,  уншăн пысăк тӳпе хывнине асăннă. Пысăк предприяти республикăшăн, муниципалитетшăн та витĕм кӳнине каланă.  Халăх валли пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрленеççĕ. Инвестици проекчĕсем пурнăçа кĕреççĕ. Предприяти кулленех модернизациленет», - тенĕ сăмаха малалла тăсса. Халăха хулара пурăнма кирлĕ пек условисем çителĕклĕ. «Эпир паян ветерансемпе, çамрăксемпе тĕл пулса калаçрăмăр. Сирĕнпе мухтанас килет. Ватăсем çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парса пыраççĕ», - палăртнă регион Ертӳçи.  Хулари бизнесменсене çĕнĕ предприятисем уçнăшăн тав тунă. «Пĕрлĕхре  - пирĕн вăй! Пурнăçа тата та пысăк проектсене кĕртсе пырассине шанатăп», - тенĕ вăл. 

  Çак кун муниципалитет çыннисене, пуçтарăннă хăнасене Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов саламланă, ветерансене яш-кĕрĕме вĕрентсе пынăшăн ырланă. Вăрçăн тумхахлă çулĕсем хыççăн, хулана «ура» çине тăма витĕ кӳнĕшĕн, ырми-канми тăрăшнăшăн тав тунă. «Çĕмĕрле лайăх аталанса пырать.  Производство вăй илет, муниципалитет аталанни куçкĕретех. Кунта çынсен пурăнас килет», - тенĕ вăл. Торжествăлла пулăм уяв концерчĕпе вĕçленнĕ. Тĕплĕнрех



12 сентября 2016
11:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter